Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пичче манӑн, Микулай, таврӑнаймарӗ вӑрҫӑран, эсӗ хӑть, Коля, сывӑ юлтӑн, вӑхӑт ҫитсен службӑна татса килӗн, — терӗ Укахви, аран-аран тӑрса ларса.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Вӑрҫӑ тапхӑрӗн малтанхи ҫурринче Скворцовсен ҫемйи ялта епле пурӑннине ас тумастӑп, вӑхӑт та ҫукчӗ вӗсем патне ҫӳреме.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
— Кӗрсе тӑма вӑхӑт ҫук, — йӗрӗнерех пӑхса илчӗ арҫын Марьепе унӑн тайӑла пуҫланӑ пӗчӗк пӳрчӗ ҫине.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Анчах ҫак «вӑхӑт» тенине коммуналлӑ службӑра ӗҫлекенсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ пулмалла: контейнер ҫумне тепӗр ҫӳп-ҫап купи ӳссе лармасӑр «мусоровоза» кӗтсе илейместпӗр.
«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26
Кунсӑр пуҫне 4 ҫынна кӑнтӑр апачӗ валли вӑхӑт уйӑрман.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
«Хӑшпӗр йӑлӑхтармӑш ҫумкурӑка — йытпыршине, хурхуха, пиҫене, шурута, чӑрӑш тӑррине, хӑлха ҫакки курӑкне пахчара пӗтерме питӗ йывӑр. Ҫулсеренех кӗрешетпӗр вӗсемпе, тымарӗпех тӑпӑлтаратпӑр, анчах вӗсем кӑшт вӑхӑт иртсен каллех пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ, — ҫырать Федор Денисов хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Ҫакнашкал киревсӗрсене мӗнле хими препарачӗсем витереҫҫӗ-ши?»
Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Чӗмпӗрсем Шупашкара килсессӗн хӑйсен йывӑҫӗ патне ҫитме вӑхӑт тупасса шанатпӑр.
Шупашкарта чӗмпӗрсен ҫӑки ӳсет // Александр ВРАЖКИН. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Паллах, ытти тантӑшӗсем пекех вӗсем компьютер умне ларма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
— Халӗ пирӗн вӑхӑт нумай.
Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
«Мӗн ухмах пек кулса ларан?», «Кулса ларма ман вӑхӑт ҫук», «Кулаканӑн кутне ҫыпҫӑнать» тата ытти сӑмахсем халӑх каларӑшне ҫаврӑннӑ.
Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн кил хуҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вӗренме вӑхӑт.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫак вӑхӑт тӗлне аванах ура ҫине тӑма ӗлкӗрнӗ ял хуҫалӑхӗ тата Раккасси ялӗ пушанса юлчӗ: вӑйпитти арҫынсемпе яшсем, чи хастар хӗрарӑмсемпе пикесем хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Уҫӑ сывлӑш илӗртетчӗ: — Тата кӑштӑ кан-ха, — тет - Ҫынсем ӗҫрен таврӑниччен Канма вӑхӑт пур-ха, — тет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Евтук, вӑхӑт тупса кайма тӑрӑш ӗнтӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ача-пӑчашӑн ҫеҫ ҫак вӑхӑт хӑрушшӑн туйӑнмасть, ҫырмара пӗр-пӗрне хирсе юхакан пӑр катӑкӗсем хыҫҫӑн кӑшкӑрса чупаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Юханшыври пӑр тапраннӑ вӑхӑт ял ҫыннисене савӑнтарать те, шиклентерет те.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Халь пӗр минут та пушӑ ларма вӑхӑт ҫук.
Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Вӑхӑт иртнӗ май япӑххи тӗтре пек сирӗлет.
Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Анчах вӑхӑт ҫав тери майӗпен шурӗ.
Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№