Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Димитрий ӗнтӗ хӑйне пӗтӗм ҫӗр пуҫ тайнине, хӑйне нимӗн те хирӗҫ тӑманнине курнӑ та хӑйӗн мӗнпур ҫарне килӗсене янӑ, ют халӑхсен утравӗсем ҫинчен тара тытса килнӗ ют ҫӗршыв ҫарне анчах хӑварнӑ, ҫавӑншӑн ӑна хӑйӗн ашшӗсен ҫарӗсем пурте курайми пулнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ылтӑн-кӗмӗл, тумтир тата ытти нумай парне илсе, вӑл патша патне Птолемаидӑна тухса кайнӑ, унта патша кӑмӑлне килнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий питӗ ҫилленнӗ, хӑвӑрт пуҫтарӑнса Птолемаида хулине тухса кайнӑ, унтан Ионафан патне ҫырса янӑ: кереме ан тив, манпа курнӑҫма мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах Птолемаидӑна тухса кил, кунта калаҫӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла вӑл Сири ҫӗрне ҫитнӗ те, ырӑ шухӑшпа килнӗ пек, пур ҫӗрте те халӑхпа йӑвашшӑн калаҫнӑ, ҫынсем ӑна хирӗҫ туха-туха илсе хулисене уҫса кӗртнӗ: Александр ӑна ҫапла хисеплесе йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ унӑн хунӗ пулнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72. Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73. Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Анчах ҫӗр утмӑл пиллӗкмӗш ҫулта Димитрий, Димитрий ывӑлӗ, Критран хӑйӗн ашшӗсен ҫӗрне килнӗ.67. Но в сто шестьдесят пятом году пришел из Крита Димитрий, сын Димитрия, в землю отцов своих.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Иуда вара виҫӗ пин ҫынпа Адас хули патне пырса тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Иуда кӗлтуса ҫапла каланӑ: 41. эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗлӗк Ассири патши янӑ ҫынсем Сан ятна хурласа мӑшкӑл тусассӑн, Санӑн Ангелу килнӗ те вӗсенӗн ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль ывӑлӗсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнӑ; вӗсем килӗшӳ тӑвасшӑн тӑнӑ; 14. вӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫарпа Аарон йӑхӗнчен тухнӑ священник килнӗ, вӑл пире кӳрентерес ҫук, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ку сӑмах патшапа пуҫлӑхсен кӑмӑлне килнӗ, вара Лисий Израиль ҫыннисем патне килӗшӳ тума ҫынсем янӑ; лешӗсем сӗнӳпе килӗшнӗ; 61. патшапа пуҫлӑхсем килӗштерсе пурӑнма тупа тунӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ытти юланутҫӑсене, икӗ пая уйӑрса, кирлӗ чухне хӑрушлӑх ҫинчен систерччӗр, йывӑр килнӗ ҫӗрте пулӑшчӑр тесе, пӗрне ҫарӑн пӗр енне, тепӗрне тепӗр енне тӑратса тухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тата вӑл Галилейӑпа Арваттра пулнӑ [иудейсене] арӑмӗсемпе, ачи-пӑчипе пӗрле, мӗнпур япали-пурлӑхӗпе Иудейӑна илсе килнӗ, питех те савӑнса килнӗ вӗсем.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнтан вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсем, пире пӗтерес тесе, пире хирӗҫ пуҫтарӑнчӗҫ, 11. вӗсем ӗнтӗ, тапранса тухса, эпир тарса килнӗ кереме тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенӗн ҫарне Тимофей ертсе пырать.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Иуда каланӑ: пилӗкӗре туртса ҫыхӑр, ҫирӗп пулӑр, ир енне ҫак суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑрӑр: вӗсем пире хирӗҫ пире пӗтерме, пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑра пӗтерме пуҫтарӑнса килнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иосиф хӑйне йывӑр килнӗ вӑхӑтра та Турӗ ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ, ҫапла Египет хуҫи пулса тӑнӑ.53. Иосиф в стесненном положении своем сохранил заповедь и сделался господином Египта.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ: 9. ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр; 10. тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн ӗҫне хальхи вӑхӑтра пултарсам, хальхи вӑхӑтра кӑтартсам ӑна; ҫиллӳ килнӗ чухне хӗрхенӳ ҫинчен аса илсем.соверши дело Твое среди лет, среди лет яви его; во гневе вспомни о милости.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков усаллӑхӗ камран килнӗ?
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.