Поиск
Шырав ĕçĕ:
Илинька — ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ тата ӑслӑ ҫамрӑк, анчах унӑн япӑх енӗ пур; вӑл тӑтӑшах пӗр сӑлтавсӑр хӑйӗн кӑмӑлӗн шайне чикӗ урлӑ каҫарса ярать — е вӗҫӗмсӗр йӗрет, е вӗҫӗмсӗр кулать, е кашни вак-тӗвекшӗн кӳренет; халь унӑн кӑмӑлӗн шайӗ шӑпах юлашки евӗрлӗ пӗк туйӑнать.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман шутпа, вӑл катӑк ӑслӑ, ҫитменнине тата япӑх ҫын».
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Профессор ватах марччӗ, кӑмӑллӑ та ӑслӑ сӑнлӑччӗ, ҫамкин аялти пайӗ ытла та мӑкӑрӑлса тӑнине пула ҫапла курӑнатчӗ ун сӑнӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗр ытарайми чипер Марье мана, шӑлсӑр старике, Мазепӑна юратнӑ пек юратса пӑрахасси, манӑн катӑк ӑслӑ ывӑлӑм пӗр-пӗр пулма пултармасла ӑнӑҫӑва пула сасартӑк министра тухасси, е кӗтмен ҫӗртен манӑн темиҫе миллион укҫа пуласси ҫинчен ӗмӗтленетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑш-кӑмӑла палӑртаканни нимӗн те ҫук — нимпе уйрӑлса тӑман илемсӗр те япӑх сӑн кӑна; куҫсем пӗчӗкҫӗ, кӑвак, эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑслӑ пек мар, ытларах айваннӑн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ манӑн пит шухӑш-кӑмӑла палӑртать, ӑслӑ тата сӑпайлӑ тесе калаймастӑп.Я не мог сказать, что у меня выразительное, умное или благородное лицо.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку пирӗн пуҫа акӑ мӗншӗн пырса кӗмен: мӗншӗн тесен эпир калаҫнӑ упи-супи сӑмахсем ӑслӑ тата кӑмӑллӑ пакӑлтату пулнӑ; ҫамрӑк чухне ӑса хаклатӑн-ха, ӑна ӗненетӗн.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗм эпӗ, эпӗ ӑслӑ пулнине кӑтартса пама вӑхӑт ҫитни ҫинчен шухӑшланӑран сассӑм чӗтренине тата пит хӗрелсе кайнине туйса.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр япала ҫеҫ йӑпатать мана: атте теплерен ман ҫинчен ӑслӑ пит-куҫла терӗ, ҫакна эпӗ ним иккӗленӳсӗр ӗненетӗп.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером ун пек мар, вӑл хӑйне ӑслӑ учитель пек кӑтартма юрататчӗ; усӑ пултӑр тесе мар, ытларах хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарасшӑн кӑна айӑплатчӗ пулас вӑл пире.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл айван ӑслӑ марччӗ, чылаях вӗреннӗскерччӗ тата пире вӗрентсе ӳстерессине тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыратчӗ, анчах хӑйсен енчен килнӗ ытти ҫынсем пекех, вырӑс кӑмӑлӗпе килӗшми ҫӑмӑлттайла хӑйне хӑй юратнипе, мӑнкӑмӑллӑхпа, чӑрсӑрлӑхпа тата хӑй ҫине ытлашширех шаннипе уйрӑлса тӑратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ӑслӑ сӑмахсем, каярахпа та пӗрре ҫеҫ мар мана вӑй-хӑват хушӑнтарнӑскерсем, кӑштах лӑплантарчӗҫ, анчах ман валли ҫӑкӑрпа шыв ҫеҫ мар, кӑнтӑрлахи апата пӗтӗмпех, ҫав шутра пӗчӗк роза текен пирожнӑй татӑкне те парса яни тарӑн шухӑша ячӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лудовик Святой ырӑ… ырӑ… ырӑ… тата ӑслӑ патша пулнӑ…
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче Люба ӑна тӑмсай хӗрача тенӗ хыҫҫӑн вӑл ҫапла ответленине астӑватӑп: «пурин те ӑслӑ пулмалла мар ӗнтӗ, тӑмсайсем те кирлӗ», анчах «хӑҫан та пулин пурпӗрех улшӑнмалла» тени ҫырлахтармарӗ мана, ҫавӑнпа эпӗ малалла тӗпчерӗм:
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пит пысӑк ӑслӑ ҫынах мар пулин те, мухтавшӑн тӑрӑшакансем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхма май паракан вырӑн йышӑннине пула, чаплӑ шухӑшсемпе хӑпартланма пултарнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку сӑмахсем мана хам илемсӗр пулнине ҫеҫ мар, епле пулсан та эпӗ ырӑ та ӑслӑ ача пулассине те ӗнентерчӗҫ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эсӗ пӗлсех тӑр, Николенька, сӑнушӑн сана никам та юратмӗ; ҫавӑнпа санӑн ӑслӑ тата ырӑ ача пулма тӑрӑшмалла.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаптарса илме юратчӗ ӑна; анчах вӑл шухӑшласа кӑларни ытла ӑслӑ, кулӑшла та, эпӗ ӑна каҫартӑм, mon cousin.Он стоил, чтобы его высечь; но выдумка эта так умна и забавна, что я его простила, mon cousin.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мухтав турра, ma tante, ҫитӗнеҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ… уйрӑмах Этьен — асли, ҫав тери шухӑланса кайрӗ, ним йӗрки те ҫук; ун вырӑнне ӑслӑ хӑй — un garson, gui promet.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.