Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк урине канӑҫсӑррӑн силлекелесе Ассоль куҫӗсене уҫрӗ; тӑрса ларчӗ, сапаланнӑ ҫӳҫне тыткӑчпа пуҫтарма пуҫларӗ, шӑп ҫавӑн чухне Грэй ҫӗрри хӑй пуррине аса илтерчӗ; вӑл пӳрнисен хушшине ҫакланнӑ курӑк пуль тесе Ассоль вӗсене тӳрлетрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Чӑтлӑхран карап хӑпарать; ишсе тухрӗ те шӑп та лӑп шуҫӑм варринче чарӑнчӗ.Из заросли поднялся корабль; он всплыл и остановился по самой середине зари.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Шӑп ҫавӑнтанпа ҫапла чӗнеҫҫӗ те ӑна, — терӗ Меннерс.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ун умӗнче никам та мар, шӑп та лӑп Эгль — ҫуран ҫул ҫӳревҫӗ, юрӑ-легенда, юмах-халап пухакан паллӑ ҫын ларать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ятарлӑ ҫар чаҫӗн боецне асра тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Изосим Башкирова халалланӑ бокс ӑмӑртӑвӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31270.html
Чирлӗ ҫынсем пурте тенкелсем ҫинче пӗр хускалмасӑр шӑп лараҫҫӗ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Шӑп ҫав вӑхӑтра унтан хӗрарӑм ачисемпе иртсе пынӑ.Как раз в это время в этом месте с детьми проходила женщина.
Хӗрарӑмпа икӗ ача ҫине юр йӑтӑнса аннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31084.html
Стариксем паллӑ парса пурне те шӑп ларма хушнӑ, унтан икӗ параппан илнӗ те вӗсене ҫапса ҫар юррине юрлама пуҫланӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пурте шӑп пулнӑ.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пурнатӑп шӑп, тӗлӗнтермӗшсӗрех, Йӑмра вулли ҫеҫ ҫаптӑр хытӑрах.
Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.
Шӑп ҫав ҫын ӗҫлет те эрехпе сутӑ тунӑ ҫӗрте.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Шӑп ҫавӑн чухне паллашрӗ те вӑл Мишӑпа.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Шӑп ҫак самантра пырса кӗчӗ те ун патне Гриша.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Пӳртре шӑп.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Сӑмах кунта кокао виҫи 70% каярах мар шӑккалат ҫинчен пырать, мӗншӗн тесен организма усӑ кӳрекенни — шӑп кокао шутланать те.
Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html
Театрта пулнӑ хыҫҫӑн ку ӗҫ шӑп пӗр сеанспа тепӗр сеанс хушшинче пулса иртнине пӗлтӗм.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Тата шӑп ҫавӑн ҫине ӳкмелле пулнӑ-ҫке лешӗн!
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Кам шуйттанӗ пырса пӑрахнӑ-ши ҫав чул катӑкне шӑп ҫав вырӑна?!
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Эрменсем пирки вара — шӑп.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Ывӑлӗ шӑп та ҫав хӗре суйласа илнӗшӗн савӑннӑччӗ амӑшӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.