Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр чӑмӑрӗ яланах шӑранса вӗресе тӑракан «магма океанӗ», «малтанхи магма» тесе вӗрентекен пирвайхи идея Лапласӑн тӗнче пуҫланса кайни ҫинчен калакан теорие (романри тӗп геройӑн Лиденброк профессор шӑлнӗн ачи — Аксель йышӑнса ырлакан идея) хальхи вӑхӑтра кивелсе пӑрахӑҫа тухнӑ.

Первоначальная идея о сплошном расплавленном ядре Земли, «океане магмы», «первичной магме» и т. п., логически продолжавшая теорию образования мира Лапласа (исповедуемую Акселем — племянником профессора Лиденброка, главного героя романа), теперь определенно устарела и откинута.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Жюль Верн паллах, хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра наукӑн паха факчӗсене, ку чухнехи сӑнавҫӑсемшӗн паллӑ япаласенех пӗлме пултарайман.

Ж. Верн, естественно, в свое время не мог знать ряда действительно важных научных фактов, которые известны нынешним исследователям Земли.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Европӑн икӗ хӗрринче те авалхи вӑхӑтра культура енчен пӗр шайра тӑракан халӑхсем пурӑннӑ, вӗсем пурӑнакан вырӑнсенче Ҫӗр айӗнче ҫав тери пысӑк улшӑнусем пулнӑ, ҫаксене пула, унта пурӑннӑ ҫынсем хушшинче ҫӗр айне анса унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшакансем те пулнӑ.

На двух окраинах Европы, одинаково обладавших в древние времена как культурным сравнительно населением, так и отличавшихся грандиозными проявлениями внутренних процессов Земли, естественно возникли первые представления о них и неизбежное стремление проникнуть в недра Земли, понять их тайны и сущность.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Пӗтӗм Исланди утравӗ тӑрӑх тӗрлӗ вӑхӑтра хытса ларнӑ лава тӗмескисем курӑнса выртаҫҫӗ.

А громадные пространства, почти вся поверхность Исландии покрыты застывшими в разное время потоками бугристой, пузыристой лавы.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Хальхи вӑхӑтра эпир вулкансем ҫинчен Жюль Верн пурӑннӑ чухнехинчен нумай пӗлетпӗр пулсан та, вулкан шӑтӑкӗсем витӗр, вулкан ӗҫлеме чарӑнман тапхӑрта, Ҫӗр айне кӗрсе ҫӳреме май пур тесе калама пултараймастпӑр.

Все, что мы знаем о вулканах, — теперь мы знаем о них гораздо больше, чем во времена Жюля Верна, — не дает нам никакой надежды на возможность воспользоваться этими отверстиями в поверхности Земли для проникновения вглубь ее в условиях активной вулканической деятельности.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Нумаях пулмасть, 1932-мӗш ҫулта, Ява утравӗнчи Мерапи вулкан кратерне пӗр нимӗҫ ученӑйӗ хӑйӗн проводникӗпе анса кайнӑ вӑхӑтра сасартӑк вулкан сирпӗнсе тухнӑ та иккӗшӗ те ҫавӑнтах пӗтнӗ пулас…

Совсем недавно, в 1932 г., спустившийся в кратер вулкана Мерапи на Яве германский ученый с проводником были застигнуты внезапным громадным извержением и, очевидно, погибли…

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Ытти ҫынсем те тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ вулкансен кратерӗнче пӗтнисем пулнӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӑнсӑртран йӑванса ӳкнӗ, ыттисем ҫав Ҫӗр тӗпӗнче мӗн пуррине пӗлесшӗн тӑрӑшнипех пӗтнӗ.

Ряд других людей, в разные времена, погибали в кратерах различных вулканов, — одни; случайно падая туда, другие — побуждаемые той же мучительной жаждой познания недр Земли.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Вӗсенчен пӗри, чи кӑнтӑр енче выртаканни, Италире ӗлӗк грек халӑхӗ вырнаҫса пурӑннӑ вӑхӑтра пит тӗлӗнмелле вырӑн пулнӑ.

Самый южный из них в эпоху заселения Италии греками представлял собой необычайное зрелище.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Ҫав вӑхӑтра ҫыруллӑ документсене тӑмран хытарса тунӑ хӑма татӑкӗсем ҫине ҫырнӑ пирки, пушӑ хирсем урлӑ куҫса ҫӳренӗ чухне ҫав йывӑр «кӗнекесене» илсе ҫӳреме май килмен пулас, ҫавӑнпа авалхи юмахсем пӗр-пӗрне сӑмах халлӗн каласа пӗр-пӗринчен куҫса ҫӳренӗ пулмалла.

Вероятно изустные, так как вряд ли, странствуя по пустыням, было легко возить с собой громадного веса и объема собрания глиняных дощечек, заменявших тогда письменные документы.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

— «Лиденброк тинӗсӗнче» ҫил-тӑвӑл пулнӑ вӑхӑтра сулӑ ҫинчи тимӗре магнитланӑ ҫиҫӗм пирӗн компасӑн йӗппине те хирӗҫле электричествопа ӗнернӗ.

— Во время бури на море Лиденброка огненный шар, намагнитивший железо на плоту, зарядил и нашу стрелку отрицательным электричеством!

XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫав вӑхӑтра, ку ыйтусене хавхалансах сӳтсе-явнӑ чухне, пичче пит те кӳренсе кӑмӑлсӑрланчӗ.

В то время как вокруг столь животрепещущих вопросов шли горячие споры, дядюшка переживал большое огорчение.

XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтра, ҫурма ҫарамас, пилӗкне сӑран чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, сӑмси ҫине лартса янӑ куҫлӑх витӗр пӑхакан пичче, каллех минерологи ӑслӑлӑхӗн хӑрушӑ сӑнлӑ профессорӗ пулса тӑчӗ.

Говоря это, дядюшка, полунагой, в кожаном поясе и с очками на носу, снова преобразился в страшного профессора минералогии.

XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак вӑхӑтра эпир куҫа ачашласа илемлӗн курӑнса выртакан сип-симӗс айлӑм патне ҫывхарса пытӑмӑр.

Между тем мы приближались к зеленеющей равнине, ласкавшей взор.

XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра эпир вӗри сывлӑшпа антӑхнӑ, хӑпарнӑ вӑхӑтра пӗҫерекен сывлӑш манӑн кӑкӑра питӗрсе илет.

Во время остановок мы задыхались; во время броска вверх горячий воздух спирал дыхание.

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак вӑхӑтра эпир пӗрмаях ҫӳлелле хӑпаратпӑр.

Между тем мы все время поднимались.

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак сӑмахсене ҫакӑн пек вӑхӑтра калакан ҫын, паллах, калама ҫук ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулмалла.

Человек, произносивший их в таких обстоятельствах, обладал, конечно, необыкновенно твердым характером.

XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫав вӑхӑтра хунар ҫутти начарланнӑҫемӗн начарланса, юлашкинчен, йӑлтах сӳнсе ларчӗ.

В это время свет фонаря стал понемногу ослабевать и, наконец, потух. Фитиль сгорел до конца.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тинӗс шывӗ хумханса ҫӗкленнӗ вӑхӑтра пирӗн сулӑ ҫине тиенӗ япаласенчен чылай пайӗ ҫухалса пӗтнӗ.

Приводя в порядок наш груз, я обнаружил, что большая часть имущества погибла во время взрыва, когда взбаламученное море грозило затопить наш плот.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫапла пуҫ ҫавӑрӑнса ӳкнӗ чухнехи пек хӑвӑртлӑхпа ишсе пынӑ вӑхӑтра эпӗ хамӑн саланса кайнӑ шухӑшӑмсене хӗнпе ҫеҫ ҫыхӑнтарса йӗркелеме пултартӑм.

Мне стоило труда связно думать при этом головокружительном плавании, похожем на падение в пропасть.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ганс ӗҫленӗ вӑхӑтра эпӗ пиччене вӑрӑм фитиль туса хума пулӑшрӑм.

Пока Ганс работал, я помогал дядюшке приготовить длинный фитиль.

XL сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней