Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑҫал ҫумӑр ҫукаласах тӑчӗ те, вӑрманта кӑмпа нумай тухрӗ.

Помоги переводом

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Унччен те пулман пӗр ҫапӑран такӑннӑ та, ҫумӑр хыҫҫӑн шыв тулса юлнӑ лупашкана чӑмпӑлт! кӗрсе ӳкнӗ, алли-ури тӑр пылчӑк пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫумӑр пулас умӗн тепӗр чух пӗр талӑк малтан шыв ҫине хӑпарать.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Кӑшт уҫӑ хӑварса ҫумӑр мӗнле ҫунине пӑхса ларатӑп.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Киле мар, хамӑр яла пырса кӗме те ӗлкӗреймерӗм, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек чашлаттарса ҫуса ячӗ.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

— Нимех те мар, вӑл ҫумӑр килсе ҫума пуҫличчен эп киле ҫитетӗп, — терӗм.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Ҫурҫӗр енчен ҫумӑр пӗлӗчӗсем кӗпӗрленсе килнине курсан вӑл мана: — Ҫумӑр килет. Кайма, тен, кӑштах тӑхтатӑн, — терӗ.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Ҫапла, эпӗ те асӑрханӑ ӑна: тепӗр чух, ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, улӑхра вӗтӗ шапасем — ҫурисем ӗнтӗ — пӗлт! пӗлт! сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Паян шапа ҫунӑ, теҫҫӗ тепӗр чух ваттисем ҫумӑр хыҫҫӑн.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Ҫумӑр айне пулнӑскерсем вӑрман хуралҫи пӳртӗнче ӑшӑнса лараҫҫӗ-ши?.. — ун пек те, кун пек те тупсӑмӗ тупӑнмарӗ.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

«Ман туссем ӑҫта-ши? Вӑрмантан чиперех таврӑнчӗҫ-ши е ҫумӑр айне пулса исленчӗҫ-ши?..» — аса илтӗм хайхисене.

Помоги переводом

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Пуҫларӗ ҫумӑр!

Кӑткӑсем те сисеҫҫӗ ҫумӑр пулассине, шӑрчӑксем те, лӗпӗшсем те…

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Кӑткӑсем тата ҫумӑр пулассине малтанах сиснӗ, ҫавӑнпа Микиш ҫӗмӗрсе хӑварнӑ йӑвине васкасах юсанӑ, «турпас» витнӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Чӑрӑш вӑл — «сунчӑк»; тураттисем аялалла усӑнчӑк, ҫумӑр тумламӗ пӗр туратран тепӗр турачӗ, пӗр йӗппинчен тепӗр йӗппи ҫине ӳксе анать те аякка тӑкӑнать.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Чӑрӑш айне ҫумӑр лекмест вӗт-ха.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Тӗрӗс, чӑрӑш айне ҫумӑр пачах лекмен.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Пӑхӑр-ха, чӑрӑш айӗнче вӗр-типӗ, пӗр тумлам ҫумӑр лекмен, — кӑтартрӗ вӑл пирӗнтен инҫех те мар ларакан лӑстӑркка чӑрӑш айне.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Чӑнах та каймасть ҫумӑр кӑткӑ йӑвине; акӑ, хамӑр куҫӑмӑрсемпех куртӑмӑр: турпас витнӗ пекех пӗр майлӑ хурса тухнӑ хыр йӗпписем тӑрӑх аялалла пат! тумлаҫҫӗ ҫумӑр тумламӗсем.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Вӗсене халь мӗн, йави ҫине «турпас» витрӗҫ, ҫумӑр шала каймасть…

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней