Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑнтан тӑчӗ, ҫара уран чӳрече патне пырса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялти чее хӗрарӑм унӑн чӳречи патне такам йӑпшӑнса пырса ҫемье вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн пулнине курсан вӑл минтер ярса илет те ӑна сак ҫине ҫапать, итлесе тӑракан ҫийӗнчех каялла чакать, е хӑлхасӑр пулса ларма та пултарать.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл, фронтран ҫӗршер, пиншер ҫухрӑм килсе, чӗнмесӗрех пӗчӗк яла ҫитрӗ, Кузнецовсен ҫемйине хуҫалла, пуҫтахланса пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи тӗлӗнмелли — колхоз председателӗ Подоприхин пырса кӗчӗ:

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирех Нюҫҫа пырса кӗчӗ, унтан Натали, кайран ытти тантӑшӗсем.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен тин ҫеҫ ывӑннипе вилӗм тӗсӗ ҫапнӑ, халӗ вара савӑнӑҫ туйӑмӗсемпе улшӑннӑ пичӗ ҫумне пепкене илсе пырса хучӗҫ, амӑшӗ ӑна тытас тесе аллине ҫӗклерӗ, памарӗҫ, чӗркеме илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн тӑватӑн эсӗ, тӑрлавсӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Малюҫ, темле майпа шӑп ҫав вӑхӑтра витене пырса кӗнӗскер.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла вӑл, хӗрарӑм, тин ҫеҫ пулас ачана кӗтсе кулатчӗ, сасартӑк упӑшкишӗн тунсӑх вӗҫсе пырса хупларӗ те куҫӗсенчен куҫҫуль сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мунча алӑкне уҫсанах ӑна шӑмшака ҫемҫетсе яракан, канлӗх сунакан ӑшӑ пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Марьепе Санюк пырса тытман пулсан ӳкетчӗ те пулӗ ахӑр.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас малтан пырса фуфайкинчен ярса тытнӑччӗ, Ваҫиле ӑна кӑҫаттипе сулмаклӑн пӗҫ хушшинчен тапрӗ; чекист йынӑшса ячӗ те ыратнӑ вырӑна аллисемпе ярса тытрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуравла! — юнашар пырса тӑчӗ Кабаргас.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Камсем-ха апла пулсан, ВӖСЕМ?» — сасартӑк унӑн пуҫне, каярах чӗрине ҫунтарса илчӗ — аслати пырса ҫапнӑ пек.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тинех ун патне вӗсен ҫырӑвӗсене такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ваҫилеҫӗм, тархаслатӑп сана, ытлашшине ан ҫыр», — пырса тӑрӑнчӗҫ унӑн куҫӗсем упӑшки ачаш саламсем хыҫҫӑн палӑртса хуни ҫине.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑн пек ыйхӑсӑр каҫсенчен пӗринче ун пуҫне хӗр ҫинчен шухӑш пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килне ҫунатланса пырса кӗрсен сак ҫине ларчӗ те пӗр-пӗччен телей ытамне чӑмрӗ — хута салатма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗри ҫиҫӗм пырса ҫапрӗ Ваҫиле шӑнӑрӗсене — вӑл сиксе тӑчӗ те тӑхӑнмасӑрах урама вирхӗнчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ аллинчи патакне малалла кӑнтарса тытрӗ — мӗн ҫине те пулин пырса тӑрӑнасран.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней