Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлимун куҫӗ умӗнче самантлӑха ҫара ура хырӑмӗ, тупанӗ патнерех хӗвелпе пиҫсе хуралнӑскер, вӗлтлетсе иртрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑтарасла пӑхакан хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗ, йӗр йӗрленӗ ҫинҫе пӗркеленчӗксем ӳте кӑшт тӗксӗмлетеҫҫӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пас тытнӑ пек шурала пуҫланӑ ҫӑра ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ вара, пачах урӑхла, — ҫутатаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫак ытахаль сӑнсене пӑхса тӑракан Калюковӑн, темшӗн, чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ, куҫӗ шывланчӗ, пыра темле мӑкӑль пырса капланнӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата мӗнле кайӑн ун патне, епле курӑнӑн ун куҫӗ умне…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен Телегин уголовнӑй розыск янӑ ҫын иккенне пӗлнех-тӗк, ларасса нимӗн пулман пек лараҫҫӗ те, чӑннипе кашниех унӑн хусканӑвӗсене, куҫӗ ӑҫталла вылянса илни таранах, тимлӗн сӑнать, паллах.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ вара хӑйӗн яланхи пекех сиввӗн йӑлтӑртатрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йысна куҫӗ халӗ те чӑл-чал тукаласа илнинчен вӑл ӑна ҫав-ҫавах шанманнине туйрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хура куҫӗ йӑл-ял пӑхкалать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Симӗс хӑмӑр куҫӗ куларах пӑхать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ ҫынна витӗр пӑхать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ вара, хӗвел ҫути ӳкмен ҫӗрте лараҫҫӗ пулин те, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе тӑрать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидорӑн тарӑн куҫӗ сасартӑк хӗм сапса илчӗ, сылтӑм алли пилӗк тӗлне туртӑнчӗ, унта пистолет капурӗ пур тейӗн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман шутпа, сирӗн ку таврара ҫын куҫӗ умне пачах курӑнмалла мар.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хура куҫӗ ытларах ӑслӑн, шалти туйӑмсене пытарса пӑхать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата куҫӗ тӗлӗнмелле хӗлхем сирпӗтрӗ…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗ хӗрарӑмӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани куҫӗ тӗлне пулмашкӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнахах кӳренчӗ пулас ку ҫамрӑк, ав, пичӗ хӗрелчӗ, ӑслӑ кӑвак куҫӗ мӑч-мӑч тӑвать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна май, паллах, пур ҫӗре те хурал куҫӗ ҫитерме кансӗр…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней