Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртсен (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авӑн сарайӗнчен иртсен, ҫул ҫиле май ҫаврӑннӑ, вӗсем кӗрт ҫине кӗрсе кайнӑ.

Миновав ригу, дорога повернула по ветру, и они въехали в сугроб.

II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Чӑнах та, канавран иртсен вунӑ чалӑш та кайман, малта йывӑҫсем хуранӑн курӑнса кайнӑ, тата темле хурлӑхлӑ ҫӗнӗ сасӑ илтӗнсе кайнӑ.

И действительно, не проехали они еще и десяти саженей после канавы, как перед ними зачернелись, очевидно, деревья и послышался какой-то новый унылый звук.

II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫур сехет иртсен пӳлӗме Мартини кӗчӗ.

Полчаса спустя в комнату вошел Мартини.

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Чечексемпе капӑрлатнӑ колоннӑсем умӗнчен иртсе, собор алӑкӗ тӗлне карнӑ шупка хӗрлӗ пустав тӑрӑхӗсем айӗнчен иртсен, хӗвел хӗртсе пӑхакан урӑма тухаҫҫӗ.

Они медленно спустились со ступенек алтаря, прошли между разубранных цветами колонн под приподнятой пунцовой занавесью на дверях и вышли на залитую лучами солнца улицу.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Темиҫе сехет иртсен Марконе ту хӗрринчи ҫурт патне пырса ҫитрӗ, кунта вӑл Мартиние унӑн пурнӑҫне ҫыншӑн пани халӗ ӗнтӗ кирлӗ мар тесе пӗлтерме килчӗ.

Несколькими часами позже Марконе подошел к домику, приютившемуся на склоне холма, чтобы передать Мартини, что ему уже не нужно жертвовать жизнью.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вунӑ кун иртсен полковник двореца каллех пычӗ, анчах ӑна унта: кардинал чирлӗ ҫын патне кайрӗ, вӑл каҫсӑр килмест, — терӗҫ.

Десять дней спустя полковник снова зашел во дворец, но ему сказали, что кардинал ушел навестить больного в Пьеве-д’Оттаво и не вернется раньше вечера.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пилӗк кун иртсен Мартини Форли хулине ҫывхарса пынӑ.

Пять дней спустя Мартини подъезжал к Форли.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӗр икӗ эрне иртсен вара кӗтӳҫӗсенчен кам та пулсан лашана ҫавӑтса килӗ.

А через две недели пастух приведет ее обратно.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӗр сехет иртсен Пӑван ҫурчӗ патне Джемма пырса ҫитрӗ.

Час спустя к дому Овода подошла Джемма.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Темиҫе кун иртсен Пӑван Пистон хулинчен Флоренцие таврӑнчӗ.

Через несколько дней Овод вернулся во Флоренцию дилижансом из Пистойи.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Акӑ вӑл халӗ, темиҫе ҫул иртсен, ҫав сурана курчӗ, суранран юн тумлама чарӑнман иккен-ха.

И вот, после стольких долгих лет, он увидел эту рану обнаженной и все еще сочащейся кровью.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вунӑ сехет иртсен пурте хӑвӑрт саланчӗҫ.

Все разошлись после того, как часы пробили десять.

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Темиҫе кун иртсен, уйӑх пӗтес умӗн, вӑл Джемма патне яланхи пек капӑр мар, начартарах тумланса килчӗ.

Однажды, в конце месяца, он пришел к Джемме одетый менее тщательно, чем обыкновенно.

X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вара пӗр ҫирӗм ҫул иртсен вӑл, тен, ӗлӗк пулнӑ ӗҫе пӗр шикленмесӗр аса илме пултарӗччӗ.

И лет через двадцать она привыкла бы, может быть, смотреть без ужаса в прошлое.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Темиҫе кун иртсен, Пӑван хула библиотекине кӗчӗ те Монтанелли кардинал проповечӗсен кӗнекине ыйтрӗ.

Несколько дней спустя Овод вошел в читальный зал общественной библиотеки и спросил собрание проповедей кардинала Монтанелли.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Отряд командирӗ хаҫат матрицисене аэродрома илсе пырсанах, ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре, вӗҫсе тухма хушрӗ.

Командир отряда приказал вылететь в два часа ночи, как только матрицы были доставлены на аэродром.

«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Пуҫа тӗрлӗ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ: сасартӑк эпӗ, ҫула ҫухатса, Мускава асӑрхаймасӑрах унӑн айккипе вӗҫсе иртсен!

А в голову лезет всякая чепуха: вдруг я уже сбился и, не заметив, пролечу Москву стороной?

Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Икӗ кун иртсен эпӗ вӑл пачах айӑпсӑр пулнине пӗлтӗм…

Через два дня я узнала, что он был совершенно невинен…

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ плантацисенчен кӗмӗл тӑпри кӑларакан рудниксене куҫса кайрӑм та унта ӗҫе кӗме тӑрӑшса пӑхрӑм.

С плантаций я перекочевал на серебряные рудники в надежде получить работу там…

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах пӗр ҫекунд иртсен, хӑй ҫиллинчен вӑтаннӑ пек пулса, васкасах: — Мана пит йывӑр пулнӑ, тесе ан шухӑшлӑр-ха, — тесе хушса хучӗ.

Но через секунду он поспешил прибавить: — Не понимайте буквально всего, что я говорю.

VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней