Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Уйӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Уйӑх (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗр уйӑх ирӗкре ҫӳренӗшӗн ӗнтӗ ку», — тесе шухӑшласа ларать Янтул.

«Такова плата за месяц моей свободы», — думает Яндул.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уйӑх та хӑпарнӑ пулас, тавралӑх шупкалнӑ.

Вон и месяц уже взошел, посветлело вокруг…

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепри — ик-виҫ уйӑх… ҫур ҫул…

полгода в другом, а в одном жил целый год…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялтан тарса килнӗренпе иртнӗ пилӗк уйӑх та Малюкшӑн ахаль сая кайнӑн туйӑнать.

Малюк показалось, что те пять месяцев, что она провела в городе, сбежав из деревни, прожиты напрасно.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ахаль те эпӗ хваттершӗн икӗ уйӑх тӳлемен ӗнтӗ.

А я уж за квартиру два месяца как не платил.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ик-виҫӗ уйӑх ӗнтӗ ӑҫта та пулин кайма тытӑнсан е аслисем килсен тепӗр чухне урамра никам ҫук пек туйӑнать, анчах асӑрхарах пӑх-ха эсӗ — миҫе хаяр куҫ сӑнать сана алӑк шӑтӑкӗсенчен, лупас айӗсенчен.

Бывало, соберется сам куда-нибудь или начальство к нему: вроде и нет ни души на улице, а приглядись получше — десятки любопытных глаз так и буравят сквозь щели в заборах, сараях.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уйӑх ҫулӗ аякка-аякка тӑсӑлать.

Луна поднимается все выше и выше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тулли уйӑх шӑп кӑна пуҫ тӗлӗнче.

На небо выкатилась полная луна.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗр уйӑх хушшинче тӗтӗмӗ сӳнсе ларнӑ.

— За месяц его гнездо разорилось.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак пӗчӗк пӳртре иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ хаяр куҫлӑ шур старик — Кушил тимӗрҫӗ пурӑиать.

Вот уже второй месяц живет в этой маленькой избушке крепкий, хотя и белобородый старик с живыми глазами — кузнец Кошель.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑх ытларах иртсен Хусантан хут персе ҫитет.

Бумага из Казани шла долго, больше месяца.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уншӑн та пулин Аҫтӑрхан купци патӗнче виҫӗ уйӑх пулӑ тытрӑм».

И за них, почитай, три месяца трубил на астраханского купца, рыбку ему ловил.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юр-варне астивсе курманни те уйӑх ытла».

Мы, почитай, и забыли, как оно пахнет, масло-то.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Инҫетре-инҫетре пӗр хӗрринче уйӑх хӑпарать.

На посветлевший край неба робко выкатился месяц.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те уйӑх ҫути ӳкнипе, те хӑранипе вӑл кӗл пек шап-шурах курӑнчӗ Ухтивана.

То ли от лунного света, то ли от испуга лицо его было белым, как полотно.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑх самаях ҫӳле хӑпарнӑ ӗнтӗ.

Стал виден поднявшийся месяц.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑмрасем, пӳртсем, уйӑх — пӗтӗм ҫут тӗнче йӑлтах урӑхла курӑнса каять.

И все: ветлы, дома, месяц — видится уже по-другому…

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑх ҫути, хӗллехи пек, шурӑ, шурӑ.

В белом, как зимой, лунном свете.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пулнӑ, уйӑх тухнӑ.

Спустилась ночь, на небо вышла луна.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара пӗр уйӑх ытла пӗр-пӗрне курӑнмарӑмӑр.

Потом месяц не показывался.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней