Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халапри ӗҫ-пуҫсем асламӑшӗ каласа панӑ хушӑра куҫ умне чӗррӗн туха-туха тӑраҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӑмака ҫӑварӗнчен вӑйланса тапса тухать те ҫутӑ чӳрече ҫине ӳксе куҫ кӗски пек ялкӑшма тапратать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫил вӗрнипе ялкӑшаканни ялкӑшать, сӳнекенни куҫ умӗнчех мӑкӑрланса сӳнет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тухӑҫри ҫӑлтӑрӑн чӗлтӗркке ҫути ачана хӑй енне туртать, илӗртет, куҫ хӗсет.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Аякра-аякра ҫӳренӗ чух пӗр-пӗр йывӑҫ патне пыратӑн-и — тӑван кил умӗнче каш кашлакан йӑмра куҫ умне тухса тӑрать-тӑратех; сан умра кӳлӗ ҫуталса выртать-и — ялти пӗве, мӗн пӗчӗкренпе шыва кӗрсе сывлӑхна ҫирӗплетнӗ пӗве, аса килет; юлташун амӑшне курса калаҫатӑн-и — тӑван аннӳ санпа пупленӗн туйӑнать; юлташ ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван аппасемпе пиччесене аса илтереҫҫӗ…
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫак юрра илтсен куҫ умне аваллӑх тухса тӑрать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ку чӑнах та йӗркесӗрлӗх, йӑмӑкӑм Элиме, — питне шухӑшлӑ туса, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ куҫ харшийӗсене антарчӗ.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Силпи куҫ хӑрпӑкӗсене темиҫе хутчен антарса хӑпартрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑл ав пирӗн куҫ умӗнчех сӳнсе пырать, асапланать, вилесси паллӑ ӗнтӗ, — вӑл ывӑлӗ ҫине ӳпкевлӗн пӑхрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Мӗн шухӑшламалли, сӑмса юхтармалли пур, ҫын куҫ умӗнчех пуҫне ҫухатать, эсир вара ҫавна курмастӑр! — Конторӑна янратса кӑшкӑрчӗ Сухви.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Йӑлӑхтартӑн эс пирӗн урампа куҫ умӗнче мӗлтлетсе ҫӳресе, — вӑл пӳрнипе юнаса илчӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пурте йӗркеллех манӑн, анне, анчах санран инҫетре ҫав эпӗ, амӑшӗн юратӑвӗ ҫитсе каймасть, — темиҫе хутчен куҫ хӑрпӑкӗсене антарса илчӗ вӑл.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ют куҫ ҫук-и тесе йӗри-тавра пӑхса илчӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Тата ку ҫитмерӗ, ывӑлӑм киле килнӗ, манӑн выртмалла тет-и, — вӑл куҫ хупанкисене хӑвӑрт ҫӗклерӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Военкоматран вӑл вилни ҫинчен пӗлтерекен хут килсен, амӑшӗ чирлесе ӳкрӗ, куҫ умӗнчех типсе хӑрма пуҫларӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӗр именӳллӗн куҫ харшийӗсене аялалла антарчӗ, ун умӗнчен иртсе кайрӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пӗр вӗҫӗм куҫ умӗнче Алюна тӑчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Майӗпен куҫ хупӑнма пуҫларӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫӗркаҫ Узин ӑна йӑмра хыҫӗнче хыттӑн ыталарӗ, лешӗ самантрах шӑпланчӗ, куҫ харшийӗсене ҫепӗҫҫӗн антарчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ял халӑхӗ ун ҫине урӑхла пӑхнӑн, куҫ хыҫӗнче ӑна ӗнерхишӗн питленӗн туйрӗ хӑйне.