Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Санпа шӳт тума та юрамасть ӗнтӗ?
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Шыва сиксе вилес пулсан, ман бухгалтери кӗнекисем кирпӗч вырӑнне юраҫҫӗ, — шӳт турӗ Шалымов кулмасӑр.— Если будем топиться, то мои бухгалтерские книги и за кирпичи сойдут, — неулыбчиво пошутил Шалымов.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Отставкӑна кӑларма ыйтатӑп, — терӗ Бахолдин шӳтлӗн, анчах ун сулахай пит ҫӑмарти сасартӑк вашаклӑн туртӑнкалама пуҫланинчен ӑна шӳт тума ҫӑмӑл пулманни курӑнчӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗкӗнме ан шутла ачана, эпӗ санпа шӳт тумастӑп!..Не вздумай парнишку тронуть — я с тобой шуток шутить не стану!..
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Шӳт тума ватӑ ӗнтӗ эпӗ, Порфирьевна! — сиввӗн мӑкӑртатрӗ Корней.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Тен, чӗрӗлӗхпе пӗрле сан чирӳ те пӗтӗ, — кӑмака умӗнче чӗркуҫленсе тӑраканскер, савӑнмасӑр шӳт турӗ вӑл.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пиччӗшӗн шӳт тӑвас килмерӗ пулас вӑл калушне хыврӗ те, кашни утӑмрах шкапри савӑт-сапана чӗтрентерсе, урай хӑмисене авӑнтарса, малти пӳлӗме иртрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсир, паллах, шӳт тӑватӑр ӗнтӗ, Иван Фомич?
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Каччӑ тупасси вӑл ман ӗҫ мар, унӑн хӑйӗн ӗҫӗ, — шӳт туса ирттерме пӑхрӗ Пробатов.— Найти жениха — это дело не мое, а ее собственное, — отшутился он.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫитӗ ӗнтӗ аннӳпе шӳт тума!
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов кирек ӑҫта кайсан та, Васильев яланах унпа пӗрле ҫӳренӗ, хӑйне сыхласа ҫӳрекен ҫынна вӑл та, обком секретарӗсенчен хӑш-пӗрисем пек, шӳт туса «комиссар», тенӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пробатов шӳтлесе ирттерсе яма тӑрӑшнӑ, мана лайӑхрах тӑн кӗртес тесе пӗрер чышса илес теместӗр-и, тенӗ, анчах вырӑнсӑр шӳт тунипе вӑл вӗсене хӑйӗнчен пистернӗ ҫеҫ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсир ӑслӑ шӳт тума та пӗлместӗр, пачах вырӑнсӑр калаҫатӑр, — Ксенин тӗксӗм хура пит ҫӑмартийӗсем тӗллӗн-тӗллӗн хӗрелчӗҫ.— Ваши шутки неумны и неуместны! — На смуглые щеки ее пробился неровный румянец.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах шӳт ӑнӑҫмарӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Шӳт тетӗн-и?
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Евгений кӑлӑхах вӑл чӑнласа е шӳт туса каланине ӑнланса илесшӗн пулчӗ.Евгений тщетно пытался разобраться, серьезно она говорит или шутит.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пел эсӗ кампа мӗн шӳт тумаллине!
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пухун тепӗр вӗҫӗнчен, кӑсӑя кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ шӳт чӳхенсе тухрӗ:
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шӳт тетӗр-и?
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.