Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшу ӗҫӗсене илме кирлӗ документсен хисепне чакарать ҫеҫ мар, социаллӑ пулӑшӑва экстерритори принципӗпе, урӑхла каласан хӑш вырӑнта регистрациленине пӑхмасӑр, паракан мелпе илессине тивӗҫтерет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Юлашки икӗ ҫул хушшинче ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем хӑйсен ӗҫӗ ҫине пачах урӑхла пӑхма пуҫларӗҫ, хальхилле каласан, улшӑну ҫулӗпе утса тухрӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Ҫӳлти пайне, урӑхла каласан, кунчине вӑл тискер кайӑксен хӗрлӗ тӗслӗ йӗпписемпе илемлетнӗ; кашни йӗппинех вӑл ҫинҫе те ҫирӗп шӑнӑрпа ҫӗлесе лартнӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Унччен амӑшӗ унӑн ҫӳҫне урӑхла тураса тӑватӑ ҫивӗт явса янӑ: иккӗшӗ ҫурӑм ҫинелле аннӑ, тепӗр иккӗшӗ хӑлхисене витнӗ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӗсем пурте пӗрле И-кун-у-ка-тсе ятлӑ Союз, урӑхла каласан, Юлташлӑх организациленӗ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Тӳрем вырӑнсенче бизонпа антилоп кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ; сӑртсемпе вӑрмансенче пӑшисем, пӑлансем, ту такисем, юшкӑрсем, хура тата шурӑ упасем, урӑхла каласан, «гризлисем» ҫӳренӗ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Лагерьте пилӗкҫӗр палатка, е урӑхла каласан, пилӗкҫӗр вигвам яхӑн пулнӑ, вӑл юханшыв хӗрринчи вӑрман ҫумӗпе темиҫе километра тӑсӑлса ларнӑ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Люда вара йӑлтах урӑхла; пӗр тарӑху та ҫук ун куҫӗсенче.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Мӑшӑрне ачисенчен те ытларах юратнине пӗлет пулин те чӗрине урӑхла тума хистеймест.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Анчах шӑпа урӑхла килсе тухрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Гальӑсен пӳлӗмӗнче вара пачах урӑхла.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
— Тамара пачах урӑхла.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Галя вара пачах урӑхла: чакӑр кӑвак куҫӗсем ҫын ҫине шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тулли пичӗ ҫинче кулнӑ чухне икӗ путӑк палӑрать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Тамара вара пачах урӑхла; вӑл асаилӗвӗнчен хӑпаймарӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Нумай ҫын ӑна каялла тавӑрасшӑн нимӗн те шеллемен пулӗччӗ, анчах… ҫутҫанталӑкӑн саккунӗ урӑхла.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
1983 ҫулта хута янӑ ҫуртри ҫивиттие хӑйсен ирӗкӗпе туни паллӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, унӑн хутсем ҫук.
Вӑйлӑ ҫиле пула ҫиттисӗр юлнӑ Сӗнтӗрвӑрринчи ҫуртра пурӑнакансем шыв аннипе шар кураҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30744.html
— Мӗн урӑхла, Юрий Владимирович? — ҫаплах ун куҫӗнчен тӗмсӗлсе пӑхать Вероника.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Анчах ку пачах та урӑхла, — такӑна-такӑна калаҫрӗ тин ҫеҫ судра пӗр чарӑнмасӑр ҫур сехет калаҫнӑ Юрий.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Пурӑнса ирттернӗ кунсем ҫине те урӑхла пӑхма пуҫлатӑн тӗрме камеринче.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Тоня вара пачах урӑхла.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.