Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн пата та кӗреҫҫӗ-кӗреҫҫӗ тесех тӑтӑм та, ҫемьем пӗтӗмпех урама тухнӑччӗ, кӗмерӗҫ.Я думал, и к нам завалятся, потому всей семьей ко двору высыпали, слава богу, не зашли.
VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Йытӑ тулашнине пӑхса тӑтӑм, атте, — ҫӗкленнӗ кӑмӑлне пытармасӑр каласа хучӗ ачи.— Собаки там дрались, я и глядел, — не скрыл причины своей задержки Тимрук.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пусма ҫинче кӗтсе тӑтӑм.
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Часах инҫетре эпӗ уйрӑм ҫынсем пуррине асӑрхарӑм, ватӑ хыр хыҫне пытанса тӑтӑм та сӑнама пуҫларӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хулпуҫҫи ыратнине чӑтаймасӑр эпӗ пит-куҫа чалӑштаркаласа ура ҫине сиксе тӑтӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Эпӗ шӑпах ӑна хирӗҫ, урамӑн тепӗр енче тӑтӑм вӗт.— Я же как раз напротив него стоял, на другой стороне улицы.
8. Допрос // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Акӑ мӗншӗн эпӗ иккӗленсе тӑтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
«Юрамасть, эсӗ разведкӑра вӗт», — тесе хама-хам ӳкӗтлерӗм те чарӑнса тӑтӑм.«Нельзя, ты ведь в разведке», — уговаривал я себя и остановился.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Разведка тӗлӗшӗпе ҫитсе тӑтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ хам, Гельсингфорсран ҫуран каялла чакаканскер, Терриоки патӗнче перкелешсе илнӗ чух аманнӑскер, юлашки поездпа чикӗ урлӑ каҫса Совет республикине тухнӑскер, Совет ҫӗршывӗшӗн Царицын патӗнче, Курган патӗнче ҫапӑҫрӑм, Медвежье сӑрчӗ хыҫӗнче финсен 6-мӗш полкӗнче тӑтӑм тата курсантсен отрячӗпе пӗрле, пӑлханакан Кронштадтпа Финлянди хушшинчи ҫыхӑнӑва татрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ хамӑн эскадрон патне юланутпа сирпӗнсе пырса тӑтӑм та кӑшкӑратӑп: «Атсемӗр! — тетӗп — Ырӑ турӗҫ пире — атакӑна! Чӗрӗ юлсан награда туянӑр, хамран вара — шыва кӗме те эрех пулӗ!»
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Турӑ хӗн кӑтарттӑр мана, курсах тӑтӑм! — тесе хучӗ Гераҫка, сӑмахне ӗнентересшӗн пулса ҫӗлӗкне хывса, сӑх-сӑхса та илчӗ вӑл.— Накажи меня бог, видел! — проговорил Гераська и в доказательство снял шапку и перекрестился.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эпӗ ура ҫине сиксе тӑтӑм — чӑнах тӑрнасем-и?
Тантӑшсем тырӑ кӑшӑлне хураллама пулӑшаҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
— Эсӗ ҫырса парасса эпӗ пӗлсех тӑтӑм!
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ку калава нимӗнрен тӗлӗнме хӑнӑхман ҫынсем те ӗненес темӗҫ, анчах эпӗ ку сӑмаха шанман ҫынсем пуласса малтанах пӗлсе тӑтӑм.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та йӗри-тавра пӑхса илме тӑрӑшрӑм.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ кунта кӗтмен ҫӗртенех темӗнле япала тӗл пулма та хатӗрленсе тӑтӑм.Я приготовился ко всяким неожиданностям, готов был всему изумляться.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Авалхи вӑхӑтсенчен юлнӑ ҫак этем мӗлки умӗнче эпӗ калаҫайми пулса тӗлӗнсе тӑтӑм; яланах калаҫма юратакан пичче те пӗр сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ.Я онемел перед призраком минувших времен; дядюшка, обычно столь разговорчивый, тоже молчал.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ хӑйанипе шанк хытса тӑтӑм.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив