Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӗсем сасартӑк каллех сапаланчӗҫ, мӗншӗн тесен куҫӗ умне ҫав тери хаваслӑ, ӗлккен ир ҫуталса тухса тӑчӗ; ҫак самантра ахаль йывӑҫ-курӑк сад пахчилле курӑнать, эпир вара аванах мар пӗр-пӗр ӗҫшӗн каҫарнӑ ачасем пек туйӑнатпӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗве варринче ҫеҫ ылтӑн хӗвел куҫӗ йӑлкӑшса ҫунать, — витӗр курӑнса, тап-тасан; вут-хӗм сапакан пысӑках мар ункӑран ҫырансем еннелле шыв айӗнче кутӑн ӳсекен сивлек йывӑҫсен мӗлкисем сапаланнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Пӑшал пульли персе шӑтарнӑ мӑйӗ хура-хӗрлӗ хӑмпӑсемпе шыҫса мӑкӑрӑлнӑ; сулахай хӗсӗк куҫӗ тӗксӗм шурӑ; агони авса кукӑртнӑ пӳрнисен шӑмми сикнӗ тейӗн.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Трап тӗлӗнче чарӑнчӗ, юлташӗсен саккунлӑ пӗлес килеслӗхне мӗнпе тивӗҫтересси пирки шухӑшларӗ, унтан куҫӗ умне Стеллӑна, ӑна хӑй каласа кӑтартнӑ шакла пуҫлӑ старикӗн таса мар кантурне кӑларса тӑратрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗтӗмпех чӗрӗ пек, пӗтӗмпех унӑн куҫӗ умӗнче чӑнлӑхӑн ҫутӑ ҫивӗчлӗхӗпе кумать; куҫӗсем вара кӑмӑл ҫирӗплӗхӗн пӗр пӑнча тӗлленӗ тинкерӳллӗ ҫутипе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫав самантрах ӑна мӑшӑр тимӗр алӑ ярса тытрӗ, ҫывӑхрах-юнашарах, хӑлхи тӗлӗнчех ӑшӑ сывлав хумӗ ӳтне пӗҫертет, ҫурма ачалла, темӗн ӳкӗтлекен, такама юнав яракан, йӑлкӑшакан куҫсенче иксӗлми теветкеллӗх ҫунать, — Стелла куҫӗ умӗнче пӳлӗм хум пек куҫать тата унӑн ӳтне авӑккӑн хӑратакан самант пур; анчах кӑштахран пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнне ҫирӗппӗн йышӑнчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян халӗ стена хӗррипе куҫать — унӑн куҫӗ умӗнче хушӑк ҫиҫкӗнчӗ; аллине тӑсрӗ те — чӑнах та алӑк, вӑл кӑшт тӗртсенех сасӑсӑр яриех уҫӑлчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗр-пӗрне сӑмахсӑр, анчах пӗлтерӗшлӗн тӗсеме тытӑнчӗҫ, кашнин куҫӗ юлташӗсен сӑн-питӗнче тӗрек шырать.Началось немое, но выразительное переглядывание, глаза каждого искали опоры в лицах товарищей.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аяла ансан вӗсен куҫӗ умне акӑ мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.Когда оба спустились, глазам их представилась следующая картина.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Темле ҫав тери палланӑ, кашни ҫурӑк, кашни турат куҫӗ таран пӗлнӗ юпа пек туйӑнчӗ вӑл.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин пырне тем капланса ҫитрӗ, куҫӗ тулса килчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӳпе пӗчӗк ача куҫӗ пек тап-таса пулин те, хӗвеланӑҫӗнче ҫурри пытанма ӗлкӗрнӗ хӗвел ури кунта ӳкмест ӗнтӗ, тепрер сехетрен вара, уйӑх ҫурла пек кӑна ҫӳхелсе юлнине шута илсен, вунӑ-вунпилӗк утӑмран та курӑнми пулӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вилнисене наҫилккасемпе вокзал ҫуртне йӑтакансене пӑха-пӑха ӑсатнӑ май Ванькка куҫӗ станци умӗнче тӑракан темиҫе ҫынна асӑрхарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, стройра сахал пынӑ-им вӑл ун хыҫҫӑн, кӗскен кастарнӑ шурӑ ҫӳҫлӗ ӗнсе, хытӑ сулнипе вӑрӑмраххӑн курӑнакан алӑ сахал мӗлтлетнӗ-им унӑн куҫӗ умӗнче.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпир кунта ушкӑнпа, кашни пурин куҫӗ умӗнче.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗтри куҫӗ ҫиҫсе илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗтри нимӗн ҫинчен те шухӑшлайми пулчӗ ӗнтӗ, ватӑ хусахӑн куҫӗ халь-халь тутлӑ аш турамне хыпас кушак аҫинни пек йӑлтӑртатать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн нӑкӑ питҫӑмарти кӗрхи анис евӗр кӗренленнӗ, чакӑр куҫӗ пӳлӗм тӗксӗмӗнче тарӑнраххӑн, темле шалти ачашлӑхпа ӑшшӑн илӗртнӗн туйӑнать, кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан тути вара, тупата, майрасен сӑрланӑ тутисенчен хӗрлӗрех.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Демин тем каласшӑнччӗ, анчах милиционерсем тухса кайиччен шарламарӗ, унтан тин: — Филимон Петрович, тен, сирӗн халӗ ҫын куҫӗ умӗнче питех ҫӳремелле мар, э? — терӗ асӑрхануллӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Акӑ, Крапивина сасартӑк пӗрин куҫӗ хӑй патнелле туртса илчӗ те вӗҫертмерӗ вара, чылайлӑха хӑйӗн асамлӑ вӑйӗпе тытса тӑчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.