Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самай вӑхӑтран Ҫтаппан хӑйне хӑй алла илчӗ, куҫне шӑлса типӗтрӗ те Анук еннелле ҫаврӑнчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чунусем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр», — терӗ, хӑйне вӑрӑм ҫулта пиллӗхпе телей пама, киле юлакан кинӗпе мӑнукне упрама ыйтрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл ирӗксӗрех Атӑл ҫинче укҫа ӗҫлесе тупма май пурри ҫинчен Микула каласа панине аса илчӗ те ун чухне ывӑлӗн сӑмахне итлеменшӗн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне такамран та ӑслӑ пек кӑтартма хӑтланчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, ӑссӑрскер, ашшӗ кӑмӑлне хирӗҫ кайса, путсӗре качча тухнипе телейне ҫухатрӗ, халь ӗнтӗ хӑйне те, ачине те асаплантарать, ашшӗпе амӑшне те пӑшӑрхантарать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сехмет ҫине тапӑнса, хӑйне те, ҫемйине те, Сантӑрсен пурнӑҫне те канӑҫсӑрлӑх кӳчӗ, вӗсен сехрисене хӑпартрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗчченех пулсан, Анук выҫӑ вилсен те, ҫӑкӑр ыйтма килсе, хӑйне намӑса кӗртмӗччӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуҫ тайма юратман, хӑйне тивӗҫлӗ тытма хӑнӑхнӑ ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрӗ ахальтен макӑрмасса аван пӗлет вӑл.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӗркеллӗ критик хӑйне килӗшменнине калама вӑтанса тӑмасть ӗнтӗ.
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Вӑл манпа ҫакӑн пек хӑйне майлӑ паллашасшӑн пулнӑ иккен.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
«Пӗр украинец (тӗреклӗ йӗкӗтчӗ) хӑй культурист пулнӑ май пит те мӑн кӑмӑллӑ тытатчӗ хӑйне.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Пушкӑрт ҫӗрӗ питӗ хӑйне евӗрлӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Кашни ял, чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑхсем хӑйне майлӑ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Толик питӗ хӑйне евӗрлӗ ачаччӗ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Тӗлӗнсе каймалла хӑйне евӗрлӗ ҫын темелле ӑна: ҫӳллӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ, тикӗт сӗрнӗ евӗр хура та кӑтра вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, куҫӗ — хура шӑрҫа пек.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Шел, Вова хӑйне упрамарӗ, ҫамрӑклах ҫӗре кӗчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Шупашкарта Витя ушкӑн пуҫтарас енчен юлашки ҫын пулман курӑнать — ушкӑна ертсе пыракан Каштановсене хӑйне май тӗрлӗ сӗнӳ парса тӑнӑ, вӑл-ку ӗҫ тутарнӑ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Витя пире, кӗҫӗннисене, хулара пулса иртекен ӗҫ-пуҫ пирки тӗплӗн каласа паратчӗ, малашнехи ҫӑмӑл мар пурнӑҫа кӗме хӑйне май хатӗрлетчӗ.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Сергей хӑйӗн йыхрав билетне хӑйне кӑмӑла каякан хӗрсене панӑ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.