Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине пӗле тӑркач, ¦¦ Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпир хамӑра хамӑр айӑпласа тӑрсассӑн айӑпа кӗмӗттӗмӗрччӗ; 32. кайран тӗнчепе пӗрле айӑпа ан юлччӑр тесе Ҫӳлхуҫа пире айӑпласа хаса парать.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ.12. Но мы приняли не духа мира сего, а Духа от Бога, дабы знать дарованное нам от Бога,
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пирӗн, вӑйлисенӗн, вӑйсӑррисенӗн халсӑрлӑхне чӑтӑмлӑн тӳсмелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар: 2. пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн тӑрӑшмалла.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хамӑра панӑ тивлетпе эпир тӗрлӗ хастар илнӗ: санӑн пророк хастарӗ пулсан, эсӗ ху ӗненнине кура пророк ӗҫне ту; 7. ыттисене ӗҫлесе тӑрас хастар пулсан — ҫавна ту; вӗрентекен пулсан — вӗрент; 8. ӳкӗтлекен пулсан — ӳкӗтле; валеҫекен пулсан — таса кӑмӑлпа валеҫ; пуҫлӑх пулсан — тӑрӑшакан пуҫлӑх пул; ырӑлӑх тӑвакан пулсан — савӑнса ырӑлӑх ту.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр; 23. эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ман шухӑшӑмпа, халӗ пӗр вӑхӑт асапланни хамӑра пулас мухтавпа танлаштарсассӑн нимӗн те мар.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ; 5. эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ; 6. халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пирӗн ӑшӑмӑрта тӑнине эпир Вӑл хамӑра панӑ Сывлӑш урлӑ пӗлетпӗр.А что Он пребывает в нас, узнаем по духу, который Он дал нам.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пирӗн ҫылӑх ҫук тетпӗр пулсассӑн, эпир хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук вара.8. Если говорим, что не имеем греха, - обманываем самих себя, и истины нет в нас.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен малтанах пӗлсе тӑратӑр, эппин, сыхӑ тӑрӑр, йӗркесӗр ҫынсем аташни хыҫҫӑн кайса ҫирӗп тӗрексӗр тӑрса юлмалла ан пулӑр, 18. тивлетпе хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланӑр, хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пырӑр.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫана пӗлнӗ урлӑ тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен хӑтӑлсассӑн, унтан татах ҫав ирсӗрлӗхпе ҫыхланса ун айне пулакан ҫынсемшӗн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ; 4. мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.