Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сехре Иванӗн икӗ алла пӗр ӗҫ: вӑл килте те, колхозра та выльӑх пӑхать, килте ун пӗр качака пур, колхозра вунӑ лаша пӑхмалла.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей Липӑпа паллашни ҫулталӑк ытла ӗнтӗ, унтанпа куҫа-куҫӑн та нумай калаҫнӑ, Тутаркаса та пӗрле ҫӳрекеленӗ, анчах хӗр ун ҫине мӗнле пӑхать, ӑна вӑл паян кунччен те пӗлмест.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липӑна эс ахалех хурлатӑн, вӑл ӗҫ ҫине ырӑ куҫпа пӑхать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тепӗр хӗрарӑм лашана Сехре Иванӗнчен лайӑхрах пӑхать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл, кашнине майлаштарса хурса, кӗнекене малалла пӑхать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман икӗ ҫула яхӑн курман тыр пуссисене, улӑха, ҫывӑхри мӗнпур япалана тинкерсе пӑхать.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Те утма питӗ йывӑр пулнӑран, те ывӑннӑран, хӑй пӗрре те васкамасть, хутран-ситрен чарӑна-чарӑна тӑрать, куҫӗпе тем шыранӑ пек, йӗри-тавраналла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Ҫаврӑнса пӑхать-и-ха, ҫаврӑнса пӑхать-и-ха, ҫаврӑнса пӑхать пулсан — юратать», тесе шухӑшласа тӑчӗ вӑл.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Укахви вӗсене курмасть, хӑй кунта мӗншӗн килнине манса кайсах вӑл Тутаркас еннелле пӑхать.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗ йывӑр чире пула вырӑнпа выртать, ӑна хӗрӗ Надежда пӑхать.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
— Ха, курӑр-ха ӑна, хӑратма пӑхать вӑл пире!
17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукай малтан ҫичӗ хутчен виҫсе пӑхать, вара пӗрре касать.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Такӑнса ӳкрӗн — макӑрма юрамасть: сан ҫине пур ҫӗртен те вуншар куҫ пӑхать.
11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пурӑннӑҫемӗн Тукай мӑрсапа ытларах та ытларах танлаштарса пӑхать Ятламас хӑйӗн хуҫине.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кун йӗркине пӑхӑнса пурӑнаканскер кунне икӗ хутчен уҫӑлма тухать, апата та вӑхӑтпа ҫиет, радио итлет, телевизор пӑхать.
Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran
Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ача садне ҫӳрекен шӗвӗрккесемпе «Финанс пӗлӳлӗхӗ» ӑнлав ҫинчен калаҫма иртерех-ха теме те пӑхать.
Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html
Ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗрарӑм кӗвентепе икӗ витре йӑтса иртнине асӑрхасан вӗсенчен кашни ун ҫине нумайччен сӑнаса пӑхать — ун арӑмӗн утти мар-и ку, йӑнӑшпа ун арӑмӗ килсе тухман-и ҫак таврана?
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ав пӗр хӗр ачи ҫурла айӗн сан ҫине пӑхать, Ярахви.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнпа вӑл сунарҫӑ йӑлипе ҫул ик айккинелле йӑлт-ялт ҫеҫ пӑхкаласа пырать, кашни тӗлӗнтермӗш йывӑҫа сӑнаса пӑхать.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ыраш пуҫ кӑларма пӑхать, ҫинҫене пуҫласан та юрать пуль, Тукай ӗмпӳ, — терӗ Пикпав старик хытса кайнӑ пӳрнисемпе кӗрхи калча тунисене хыпашласа.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.