Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй нимӗн тума аптранине вӑл хӑех сисрӗ пулин те, ҫак самантра хӑюллӑха палӑртни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнине, пӗтӗм ӗҫе тӑнӑҫлӑ та тӑвҫӑруллӑ пулни татса парас минут ҫитсе тӑнине уҫӑмлӑн курса тӑчӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирожниченко нимӗн чухлӗ те именмерӗ: ҫын кӑмӑла каять пулсан, мӗншӗн рекомендаци парас мар-ха!Пирожниченко не смутился: а почему и не порекомендовать, если понравился человек!
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл хӑйӗн чунне уҫса парас пулсан, вӗҫне ҫитичченех, пӗтӗмӗшпех уҫса парать, анчах ӑна вӑл ҫӑмӑллӑнах тата пурне те уҫса парас ҫук.Если уж он вверял свою душу, то всю без остатка, но не легко он ее вверял и не всякому.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Карпат леш енчи проблемӑна» татса парас шутпа, Вашингтонпа унӑн ҫар разведки, паллах ӗнтӗ, хӑйсен агенчӗсем США-ра ҫеҫ ӗҫленипе лӑпланса ларма пултарайман.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗлетӗн-и, отрядпа мӗн тумаллине пирӗн хамӑрӑн татса парас пулать.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл, паллах, мӗн тума килни ҫинчен ытлашши пытарсах тӑмӗ, ҫапах та вӗҫне ҫитиех тӗрӗс каласа парас ҫук.Судя по всему, он не станет запираться, но и не будет откровенным до конца.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пан майор, манӑн каласа парас килет…
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак ыйтӑва татса парас тесе 1914-мӗш ҫулта эпӗ Алтая кайрӑм та акӑ мӗн тӗпчесе пӗлтӗм: Алтай ҫак вырӑнта ӗлӗк-авалах пулнӑ, вӑл шывпа йӗпенсе ишӗлсе пырса пӗтсе ларнӑ, унтан хӑйӗнчен юлнӑ тӳремлӗх вырӑнӗнче ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Материксем мӗнле пулса кайнине ӑнлантарса парас тесен, малтан Ҫӗр мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа парас пулать.
1. Ҫӗр тата чи авалхи материксем пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вуласа пӗтерсен, юлташлӑ пулас кӑмӑла кӑтартса парас шутпа, эпир пурте пӗрер черкке эрех ӗҫрӗмӗр те, пулштухра эрех кӑшт ҫеҫ тӑрса юлчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авдотья Васильевна пурнӑҫӗн пӗртен-пӗр тӗллевӗ — упӑшки юратӑвне тивӗҫлӗ пуласси; анчах вӑл хӑйӗн юратӑвӗн мӗнпур вӑйне тата хӑйне уншӑн парнене кӳме хатӗррине кӑтартса парас шутпа ун кӑмӑлне мӗн килмест, юриех ҫавна кӑна тунӑн туйӑнать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хама вӗри чӗреллӗ пек кӑтартасшӑн пултӑм, ытла та хаваслантӑм, ахлатрӑм, пӗр-пӗр япала ман кӑмӑла килнӗ пек пулсан, алӑсене питӗ вӑйлӑ сулкаларӑм, ҫакӑнпа пӗрлех пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана курсан е ун ҫинчен мана каласа парас пулсан, хам унпа пӗртте интересленмен пек кӑтартма тӑрӑшрӑм; ним умӗнче те чарӑнса тӑман хаяр тӑрӑхлавҫӑ пек, ҫакӑнпа пӗрлех тимлӗн сӑнама пултаракан пек курӑнма тӑрӑшрӑм; хам мӗн тунине пӗтӗмпех логика хушнӑ пек тунӑн, пурнӑҫра тӗрӗслӗхе тата тирпейлӗхе юратнӑн, кирек мӗнле пурлӑхран та йӗрӗннӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑк патӗнче чарӑнсан, Дмитрий ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те пӗр секунд маларах урса кайнине, хаярлӑха кӑтартнӑ сӑнӗ ачалла йӑвашланса намӑсланнине, юратнине палӑртрӗ, ҫакна пула эпӗ ӑна хӗрхенме пуҫларӑм, манӑн пуҫа тепӗр еннелле тем пекех парас килчӗ пулин те, апла тума хаяймарӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хам шутланӑ пек экзамена чаплӑ парас вырӑнне Иконинран та пысӑкрах намӑс курма тивет».— Вместо блестящего экзамена, который я думал сделать, я навеки покроюсь срамом, хуже Иконина».
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл чавсаланса ларнӑ та кӗнеке вулать, шурала пуҫланӑ тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пӗрчисем пӳрнисем витӗр тӑраткаланса тухнӑ; вӑл ман ҫине йӑлтӑркка куҫӗсене пӗр самантлӑха кӑна ыр суннӑ пекех мар пӑхса илсе, сӑнне тӗксӗмлетрӗ те, мана хӑй ҫывӑхне куҫса ларма май парас мар тесе, ман еннелле якалса кайнӑ чавсине кӑларса хучӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лавҫӑ сасси кӑмӑллӑ пек туйӑннӑран эпӗ ӑна ӑс парас шутпа хам мӗншӗн килни, хамра мӗнле туйӑм вӑранни ҫинчен каласа пама шут тытрӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак ыйтӑва татса парас шутпа пуҫа ҫӗмӗрсе ларнӑ вӑхӑтра ман тӗрмен ҫӑри шӑтӑкӗнче уҫӑ ҫаврӑнса илчӗ те, пӳлӗме хаяр та сивӗ сӑнлӑ Сен-Жером кӗрсе тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ хама ҫав тери вӗчӗрхенӳллӗ туйрӑм; укҫи пӗтсе ҫитичченех выляса ярса, ҫырса пынисене шутлама та хӑракан, выляса илессе шанса мар, хӑйне тӑна кӗме вӑхӑт парас мар тесе кӑна теветкелле картсем илекен ҫын лӑпах ҫавӑн пек пулать.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ӑна хулана Шульц господин патне парас, атӑ-пушмак ҫӗлекен пултӑр!» — терӗ ҫавӑн хыҫҫӑн анне, вара атте каларӗ: «Аван», und mein Vater sagte «gut».
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.