Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ялӗ патӗнчи Кӗҫӗн Ҫавал юппине /370 м/ тӳрӗрен янӑ.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Пӗрремӗш хут Н.Мордвинов 1935 ҫулта Е.Шнейдерпа М.Гольдблатӑн «Последний табор» драминче Юдко чикан рольне вылянӑ.
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ.
Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
М. Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен вунӑ ҫулта 32 шкула реконструкцилеме тата 11 ҫӗннине тума хатӗрленет.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
М.Игнатьев райадминистраци пуҫлӑхӗнчен иккӗшне хире-хирӗҫ лартма, кирлӗ пулсан чей ӗҫтерсе парӑмпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Митинга Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Виссарионов уҫрӗ, ҫак кун ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса район пуҫлӑхне М.Пуклакова сӑмах пачӗ.
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26
Вӗсем Л.В.Таллеровӑн «Ыр-хаяр» романӗ (2014 ҫ.), Г.А.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату» повеҫсемпе калавӗ (2014 ҫ.), М.Каҫалсем «Вӑй-хал кӗрет чӑн юрату хӑвачӗ» хальхаҫҫӑн ҫырнӑ сӑвӑсем (2014 ҫ.) кӗнекисем кӗнӗ.
Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26
Ку наградӑна В. М. Данилова райпо уполномоченнӑйӗсен отчетлӑ пухӑвӗнче Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ И. Ю. Яшмулкина пачӗ, ырӑ сунчӗ.
Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
Асӑннӑ конкурса районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн ялхуҫалӑх, промышленность тата строительство пайӗн редакторӗ В. М. Данилов хальхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑннӑ.
Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.
Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
Кунтах Э. М. Юрьев пирки Кӗҫӗн Шетмӗри педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Ю. Дубров районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ статьясене те тупса вулама май пур.
Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
Кӑҫалхи ҫула пирӗн районта хамӑрӑн мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн — Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ Чӑваш халӑх художникӗн, республика Патшалӑх Гербӗпе Ялавӗн авторӗн Э. М. Юрьевӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ.
Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.