Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

генерал сăмах пирĕн базăра пур.
генерал (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫтан пӗлен унта: те генерал вӑл, те ахаль ҫын…

Разве узнаешь, что генерал.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Пӑхӑр-ха, генерал вӗт вӑл.

— Смотрите, а ведь это генерал.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн патӑрта тахҫан Крупскаяпа Чкалов, унтан папанинецсем, Маршак, Чуковский, Карбышев генерал, Микулин авиаконструктор, Гайдар, Кассиль тата Михалков пулнӑ.

У нас бывали когда-то Крупская и Чкалов, а потом папанинцы и Маршак, Чуковский, генерал Карбышев и авиаконструктор Микулин, Гайдар, Кассиль и Михалков.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Нумай ҫапӑҫусем хыҫҫӑн Камерон генерал пӑлхав пуҫарса янӑ Вайкато округне лӑплантарнӑ.

После долгих боёв генерал Камерон усмирил восставший округ Вайкато.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Камерон генерал виҫӗ пинлӗ отрядӑн командирӗ пулнӑ.

Генерал Камерон командовал отрядом в три тысячи человек.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Камерон генерал форт тулашӗнче пӗр хӑрамасӑрах ҫӳрейместӗп тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кашни тӗме хыҫӗнченех маориецсем хупӑрласа илме пултарнӑ.

Генерал Камерон заявил как-то, что вне фортов он не чувствует себя в безопасности, ибо за каждым кустом может быть засада.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кусемсӗр пуҫне «Тӑвансем» ятлӑ бригӑн тӑватӑ ҫыннине, дикарьсен хырӑмне Молине портӗнче кӗнӗскерсене, Гейтс генерал отрядӗнчи нумай салтаксене, «Матильдӑн» виҫӗ таркӑнне асӑнса илмелле, вара Марион Дюфрен капитанӑн хуйхӑллӑ историйӗ патне ҫитетӗн.

Нужно ещё перечислить четырёх человек с брига «Братья», съеденных в порте Молине, многих солдат из отряда генерала Гейтса, трёх дезертиров с «Матильды», чтобы подойти к печальной истории капитана Мариона дю Френа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Флорес генерал хыҫҫӑн кайнӑ.

За генералом Флорес.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пӗр-пӗр ырӑ кун — полковник, тен — генерал пулса тӑрӗ.

— В один прекрасный день — полковник, может быть — генерал!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пире, вунӑ ҫынна, персе вӗлерме стена ҫумне тӑратрӗҫ те приговор вуласа пачӗҫ, вӑл приговорта генерал «ырлӑхӗпе» пире персе вӗлерессине ҫирӗм ҫуллӑх каторгӑпа улӑштарасси ҫинчен каланӑ, ыттисене, вун-ҫиччӗшне, персе вӗлерчӗҫ.

Нам, десяти, уже у самой стенки прочитали приговор, в котором заменялась смертная казнь генеральской милостью — двадцатилетней каторгой, остальных семнадцать расстреляли.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Калама йывӑр, хам мӗнрен хытӑрах хӑраса кайнине калама пултараймастӑп: хама ҫапма тӑнӑ чух-ши, е хам сасартӑк вилнӗ генерал ывӑлӗ пулса тӑрсан-ши?

Трудно сказать, когда я больше испугался: тогда ли, когда меня хотели ударить, или когда я вдруг оказался сыном покойного генерала.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ку вӑл вилнӗ генерал Рутенбергӑн кӗҫӗн ывӑлӗ, вӑл эсир ҫуралнӑ кун ячӗпе сире саламлама килнӗ.

Это младший сын покойного генерала Рутенберга, и он пришел поздравить вас со днем ангела.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Паллах, Кирсанов генерал ыттисен шутне…

Конечно, генерал Кирсанов не принадлежал к числу…

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Стена ҫумӗпе лира пек хыҫлӑ тенкелсем тӑраҫҫӗ; вӗсене генерал хӑй пурӑннӑ чухне, Польшӑна похода кайсан, туяннӑ.

Вдоль стен стояли стулья с задками в виде лир; они были куплены еще покойником генералом в Польше, во время похода.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Vous avez change tout cela, турӑ сире сывлӑхпа генерал чинӗ те патӑрах, эпир сирӗн ҫине пӑхса савӑнса кӑна тӑрӑпӑр, господа… мӗнлеччӗ-ха ҫав?

Vous avez change tout cela, дай вам бог здоровья и генеральский чин, а мы только любоваться вами будем, господа… как бишь?

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫав ҫултах унӑн ашшӗ, ӑнӑҫсӑр смотр тунӑшӑн отставкӑна кӑларнӑ Кирсанов генерал, арӑмӗпе пӗрлех Петербурга пурӑнма куҫнӑ.

И в том же году генерал Кирсанов, уволенный в отставку за неудачный смотр, приехал в Петербург с женою на житье.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Николай Петровичӑн ҫамрӑк чухне нимӗнле паттӑрлӑх та пулман, ӑна хӑравҫӑ тесе те чӗннӗ, ҫапах та, генерал ывӑлӗ пулнӑ май, хӑй пиччӗшӗ Павел пекех, унӑн ҫар службине кӗмелле пулнӑ; анчах шӑп кӑна хӑйне ҫар службине илни ҫинчен пӗлтерекен хыпар илнӗ кун вӑл хӑйӗн урине хуҫнӑ та, икӗ уйӑх вырӑн ҫинче выртса ирттернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхех «уксах» пулса юлнӑ.

В качестве генеральского сына Николай Петрович — хотя не только не отличался храбростью, но даже заслужил прозвище трусишки — должен был, подобно брату Павлу, поступить в военную службу; но он переломил себе ногу в самый тот день, когда уже прибыло известие об его определении, и, пролежав два месяца в постели, на всю жизнь остался «хроменьким».

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн амӑшӗ, Колязинсен таврашӗнчен тухнӑскер, «матушка-командиршӑсен» шутӗнче тӑнӑ, хӗр чухне ӑна Agathe тенӗ, генерал арӑмӗ пулсан — Агафоклея Кузьминишна, тесе чӗннӗ; вӑл кӑпӑшка чепецсем тата чӑштӑртатса тӑракан пурҫӑн кӗпесем тӑхӑнса ҫӳренӗ, чиркӳре хӗрес чуптума пуринчен малтан пынӑ, калаҫасса нумай та хыттӑн калаҫнӑ, ирсерен ачисене хӑй аллине чуптутарнӑ, ҫывӑрма выртнӑ чухне вӗсене пилленӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй кӑмӑлне килентерсе пурӑннӑ.

Родительница его, из фамилии Колязиных, в девицах Agathe, а в генеральшах Агафоклея Кузьминишна Кирсанова, принадлежала к числу «матушек-командирш», носила пышные чепцы и шумные шелковые платья, в церкви подходила первая ко кресту, говорила громко и много, допускала детей утром к ручке, на ночь их благословляла, — словом, жила в свое удовольствие.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн ашшӗ 1812 ҫулти вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ генерал, ҫырӑва сахал пӗлекенскер, тӳрккес чӗлхеллӗ, анчах та усал мар вырӑс ҫынни пулнӑ; вӑл пӗтӗм ӗмӗрӗпех пурнӑҫ ҫитменлӗхӗпе кӗрешсе ирттернӗ, малтан бригада, унтан дивизи командирӗ пулнӑ, яланах провинцире пурӑннӑ, унта, хӑйӗн чинне кура, самаях пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ.

Отец его, боевой генерал 1812 года, полуграмотный, грубый, но не злой русский человек, всю жизнь свою тянул лямку, командовал сперва бригадой, потом дивизией и постоянно жил в провинции, где в силу своего чина играл довольно значительную роль.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Сӑмахран, цензура «офицерсен пӗтӗм тӳмисене вӗҫертнӗ мундирӗсем» тенӗ сӑмахсене, «генерал, полковник тата майор пур тӳмисене те вӗҫертнӗ ӗнтӗ вӗсен ырӑ материнчен тунӑ подтяжкисем те курӑнаҫҫӗ, анчах офицер господасем аслисене хисеплесе виҫшер тӳмине кӑна вӗҫертнӗ» тенӗ вырӑна тата «ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, селитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ» тенине хуратса хунӑ.

Помоги переводом

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней