Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫав самантрах картишне ыткӑнса тухрӗ — арӑмӗ путвала чупса кӗрсе кайнине курса юлчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тарье, калаҫар-ха ҫын пек, — пуҫларӗ Сахар, арӑмӗ ҫывӑхнерех пырса.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эппин, чӑнах та, ылтӑнне арӑмӗ шыраса тупнӑ, унӑн пӗр пайӗпе аллӑ пин кирпӗч сутӑн илнӗ, Пӑваран таварсем туянса килнӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ме, эпӗ мар, эс чик мана, — тесе, Сахар аллинчи кинжалне арӑмӗ еннелле тӑсрӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй, ҫутӑ кинжалне йӑлкӑштарса, мӑйӗнчи мӑйкӑҫпах арӑмӗ ҫине ыткӑнчӗ — Тарье, чӗтреве ерсе, ҫари ҫухӑрса ячӗ, анчах хӑйне ҫавӑнтах алла илчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Упӑшки ӑна-кӑна тавҫӑрса иличчен, арӑмӗ васкасах вӗренӗн тепӗр вӗҫне мачча кашти ҫумне ҫапнӑ ункӑран тирчӗ, ӑна кӑрӑлтаттарса туртма пуҫларӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар картишне тухрӗ, лампа ҫутнӑ пӗчӗк пӳрт алӑкне уҫса пӑхрӗ — тӗлӗнсе кайрӗ: арӑмӗ аллине вӗрен тытнӑ та, унӑн пӗр вӗҫӗнчен йӑлӑ туса тӑрать.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахара ку мар-ха, арӑмӗ тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Вӑл Ҫӗнӗ касри Якку арӑмӗ патне киле кайса кӗчӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Леш салтак арӑмӗ Санюк патне киле кайса кӗчӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӑваш Яшмипе Тутар Яшминче кӑнтӑрла тӗлнех сӑмах сарӑлчӗ — Сахар арӑмӗ каллех, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек, лавккара хӑй пӗр-пӗччен хуҫаланать.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапла мӑкӑртатрӗ те хуҫа арӑмӗ, пӗчӗк пӳрте кӗрсе кайрӗ, унтан часах мӑлатук, клеще, пӑта кӑлармалли авӑнчӑк тимӗр илсе тухрӗ.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Пӗлетӗр-и, Петр Петрович, Сахар Петровчӑн арӑмӗ заводран аллӑ пин кирпӗч илме калаҫса татӑлчӗ.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хуҫа арӑмӗ урапа ҫине ваштах сиксе ларчӗ.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтан вӑл ял Советне мар, кооператив лавккине кӗчӗ, курчӗ те тӗлӗнсе тӑчӗ: ара, Лариван, Левентейӗпе арӑмӗ хулана куҫса кайнӑ терӗҫ те, лавккинче унӑн сутуҫисемех ӗҫлеҫҫӗ-ҫке.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Арӑмӗ сӑмах та чӗнмерӗ, кутӑн ҫаврӑнса тӑчӗ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Арӑмӗ, Тарье, упӑшки ҫапса-хӗнесе мӑшкӑл кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫакӑнта пурӑнать.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мӗн пулса иртет кунта кӑнтӑр кунӗнчех!? — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, шӑп пушатма ӗлкӗрнӗ стакана арӑмӗ аллинчен кап! ярса илчӗ, карчӑкне Усли ҫине тӗртсе ячӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Хамӑнне кӑна мар, Усли кӑмӑлне те уҫас-ха. Лайӑх ҫын вӑл. Хваттерте пурӑннӑшӑн та пӗр пус укҫа ыйтмасть», — тесе шутларӗ те Хветут арӑмӗ, сӑмакунне пӗр стакан шламиех тултарса Усли патне пычӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Май пулсан, иккӗшпех илсе кил, — хушрӗ арӑмӗ.