Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн тин кӑна, призыва килес умӗн промтовар карточкипе илнӗ телогрейка кӗсйинче, полевой почта адресӗпе ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫыру выртать.

В кармане моей штатской телогрейки, купленной накануне призыва по промтоварной рабочей карточке, лежало письмо, угольничек с адресом полевой почты.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗнтӗ сквера йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ.

Сквер уже окончательно оцепили.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир каялла чупрӑмӑр, йӗри-тавра сырса илнӗ красноармеецсен ункинчен аран-аран тухрӑмӑр.

Мы побежали назад и еле пробились через цепь красноармейцев.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн типографинче халь нимӗҫсем тытса илнӗ ҫӗрсенче пурӑнакансем валли яланхилле мар хаҫатсемпе листовкӑсем пичетлеҫҫӗ.

В нашей типографии печатались необычные газеты и листовки для оккупированной территории.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп йӗпе ҫӗр тӑрӑх шуса кайрӑм, шунӑ чух кайри окоп патӗнче винтовка кӗпҫипе ҫӗре самаях шӑйӑрттарса илнӗ.

Я пополз по мокрой земле и возле заднего окопа вспахал ее стволом винтовки.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ав, комсомол билечӗ те илнӗ.

Вон, комсомольский билет получил.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп паян комсомол билечӗ илнӗ!

А я сегодня комсомольский билет получил!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл хӑйне сырса илнӗ ҫынсемпе татах нумайччен калаҫрӗ, темиҫе хут телефонпа сӑмахларӗ, кабинетран туха-туха кӗчӗ, унтан каллех, телефон трубкине илсе, кӑшкӑрчӗ:

Он долго еще разговаривал с обступившими его людьми, несколько раз отрывался к телефону, уходил из кабинета и возвращался, потом вновь брал телефонную трубку:

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ахӑртнех, сӑр хыпса илнӗ пулас.

Видно, вспыхнула краска.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тен, ҫапах та, ремесленнӑях каймалла марччӗ-ши? — сасартӑк аса илнӗ пек каларӗ анне.

— А может быть, все-таки лучше в ремесленное? — вдруг словно вспомнила мать.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Леш тӗнчерен темӗнле майпа хӑтӑлса килнӗ ҫынсене кӗтсе илнӗ пекех кӗтсе илчӗҫ вара.

И встречали, будто мы чудом приехали с того света.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Канфет илнӗ чухне вара унӑн сӑн-пичӗ ҫап-ҫавраках пулса каятчӗ, мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем кӗренленетчӗҫ.

Когда она брала конфеты, лицо совсем круглело, пухлые щеки становились розовыми.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Телей пур-мӗн манӑн: гардеробщица, кунта камера хранени мар, текелесе йӗркишӗн мӑкӑртатса илнӗ хыҫҫӑн малтан кутамккана, унтан кӗрӗк-пиншака та йышӑнчӗ.

Мне повезло: гардеробщица, поворчав для порядка, что у нее не камера хранения, приняла сначала мой мешок, а затем полушубок.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак хаҫатсемпе журналсен репортерӗсемшӗн кулӑш мӑшкӑлӗ пулса тӑрасси ҫинчен шутласанах вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе ҫӳҫенсе илнӗ.

Одна мысль — служить предметом развлечения для господ репортёров — приводила его в трепет.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унтан Джон Мангльс Мэри ҫинчен ҫав териех ӑнланмалла каласа кӑтартрӗ те, мӗн пурне Эленӑн пӗр ик-виҫ сӑмахӗнченех тавҫӑрса илнӗ Гарри Грант, ҫамрӑк капитанӑн хастарлӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна хӑй хӗрӗн аллине тыттарса, Гленарванпа унӑн арӑмне: — Юратнӑ тусӑмсем, ҫак ачасене пиллесемӗр! — терӗ.

Потом Джон Мангльс говорил о Мэри в таких выражениях, что Гарри, уже обо всём догадавшийся по нескольким словам Элен, взял мужественную руку молодого капитана, соединил её с рукой своей дочери и обратился к Гленарвану и его жене со словами: — Друзья мои, поздравьте этих детей!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Британи» ҫинчен юлашки хыпарсене Кальяоран илнӗ.

— Следовательно, вы покинули «Британию» перед тем, как она бросила якорь в Кальяо.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑ авалхи историпе, ҫул ҫинчи ҫыннӑн плащне хывса илесшӗн тем пекех асапланнӑ тӑвӑлпа, хӗвел ҫутине ярса илме ӗмӗтленнӗ, анчах ҫав ҫутӑна пурпӗрех хӑй аллине ҫавӑрса илнӗ тӑвӑлпа танлашса пӗр мая килмест-ши?

Не похоже ли это на старую историю об урагане, который тщетно пытался сорвать плащ с плеч путника, и о солнечном луче, сразу добившемся этого?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарванпа унӑн тусӗсене борт ҫинче кӗтсе илнӗ юрӑсемпе музыка хӗн-хурлӑ шӑплӑхпа ылмашӑнчӗҫ.

Песни и музыка, которыми было встречено возвращение на борт Гленарвана и его спутников, сменились гнетущей тишиной.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Унтанпа вара ӑна каютӑна питӗрсе илнӗ, вӑл унтан ниҫта та тухмасть.

— С тех пор он заперт в каюте и не выходит из неё.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах вӑл часах хӑй хуть ӑҫта кайсан та ҫулпуҫ ун хыҫӗнчен пӗр утӑм та юлманнине кура ҫак тӗлӗшпе хӑйне мӗнле тыткаламаллине тавҫӑрса илнӗ.

Но вскоре он понял, какого мнения следует держаться на этот счёт, видя, что вождь не отстаёт от него ни на шаг, куда бы он ни шёл.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней