Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун тӑрринче ҫунса кайнӑ хуралтӑран виҫӗ юпа тӑрса юлнӑ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Сасартӑк Гриша юпа пек хытса тӑчӗ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Вагонетка рельсӑран тухса вӑркӑннӑ та хӑяккӑн йӑваннӑ, хӑрах кӗтессипе тимӗр юпа ҫине ҫакнӑ броня ӑшӗнчи кабеле лапчӑтса хунӑ.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Шахтер урипе вирлӗн тапрӗ, хунарне тӳрлетрӗ те, пӗтӗм хаярлӑхӗпе юпа шӑтӑкӗ алтма пуҫларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ирт эсӗ малалла, мӗн, юпа пек калинккере хытса тӑтӑн?
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени пӳрте кӗме тӑнӑччӗ, анчах Никодим ыйтӑвне илтсен, крыльца ҫинче юпа пек хытса, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ.Она хотела было скрыться в дохм, но вопрос Никодима заставил ее насторожиться и застыть на крылечке.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сулӑнкӑсенче ҫуна сулӑна-сулӑна каять, Егор пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсене уҫса пӑхать те пӗрмаях пӗр евӗрлӗ шап-шурӑ уйсем тикӗссӗн сарӑлса выртнине курать, ҫул хӗрринчи пӑрланнӑ тӗмӗсем кантӑк пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, карӑнса тӑракан, шерепеллӗ-шерепеллӗ телеграф пралукӗсем юпа патӗнчен юпа патне чупаҫҫӗ, ҫул ҫинче пӗччен ула кураксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юпа ҫинчи хунар енчен енне сулланса тӑрать, пӗрре площаде темӗн пысӑкӑш мӗлке ӳкет, тепре мӗлке таҫта ҫухалать.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вокзал умӗнчи плошадьре — ӑна юпа ҫинче сулланса тӑракан шуҫ абажурлӑ пӗр лампӑ ҫутатнӑ — лавсем туллиех, тислӗк шӑрши, лаша тарӗпе хӗрнӗ утӑ шӑрши кӗрет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, Ксени халӑх хушшинчен Васенӑн хаваслӑ сассине хирӗҫ чӗнсе кӑшкӑрнине илтсен, юпа пек хытса тӑчӗ, вакун картлашки ҫинчен аннӑ чухне йӳнесӗр ярса пусрӗ, сӑмси ҫинчен шуса ӳкекен куҫлӑхне аран-аран ярса тытрӗ, тӳрленсен, Васенӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан аппӑшне турткаланине курчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшӗ шуралса, юпа пек хытса кайнӑ, ун куҫӗсем чарӑлнӑ, вӑл Костя ҫине пӑхнӑ та ӑна хулпуҫҫинчен ярса тытнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫутӑра тусан юпа пек ҫӗкленсе тӑракан вӑрӑм коридор тӑрӑх Ксени ним астумасӑр чупрӗ.Почти беспамятно Ксения бежала по длинному коридору, пронизанному пыльными столбами света.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шурӑ ҫи витти ҫинче сарӑлса выртакан хаҫат ҫине пӑхсан, Корней тӳрех пысӑк ӳкерчӗк курчӗ: варринче унӑн арӑмӗ Пелагея ларать; вӑл, именчӗклӗ те телейлӗскер, Корней ҫук чухне ҫакӑн пек шут тытнӑшӑн унран каҫару ыйтнӑ пек туйӑнать; унпа юнашар Корней ашшӗ, кӗреҫе сухаллӑ Иван мучи юпа пек хытса тӑнӑ; сылтӑм енче, савӑнӑҫлӑн кулса, Роман тӑрать, сулахай енче — пусӑрӑнчӑк Никодим, ун ҫумне, хӑйне хаҫат валли ӳкернипе тӗлӗнсе-савӑнса кайнӑ пек, чи кӗҫӗнни — вун сакӑр ҫулти Васенӑ вырнаҫса ларнӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ну, ирт, мӗн юпа пек тӑратӑн? — терӗ те карчӑк Коробина хытӑ сасӑпа, каялла чакса, ӑна малалла иртме ҫул пачӗ.— Ну проходи, чего остолбенел? — с бесившей его грубостью проговорила она и отступила, пропуская.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Серафимӑ ҫавӑнтах юпа пек хытса кайрӗ, ҫӑварне карса, пӗр самант упӑшки ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан аллисене сарса, пӳрнисене шатӑртаттарса йынӑшса илчӗ:
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ, пурне те пӑхса тухрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ — ӑна юпа пек хытса кайнӑ, чул пек чунсӑр пит-куҫлӑ ҫынсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аяккарахра, ытамлашнӑ ӳсӗрсем пек, икӗ ҫӳлӗ юпа айккинелле тайӑлса лараҫҫӗ, вӗсен тӑрринчи хӑма татӑкӗсем ҫӗрсе мӑкланнӑ, хапхине тӑпсинчен кӑларса илсе кайнӑ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Канмасӑр, час-часах такӑна-такӑна, Корней ҫӗрекен ҫӗр улми аврисем купан-купан выртакан, типсе кайнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш тунисем ларса юлнӑ ют пахчасен ҫатанӗсем ҫуммипе ҫаврӑнса тухрӗ, юлашки тӑкӑрлӑкран иртсе, урам урлӑ вӑраххӑн утса каҫрӗ те сасартӑк, хӑй мӗн курнине хӑй ӗненмесӗр, юпа пек хытса тӑчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Казаксене курнипе сехре хӑпнӑскерсем, вӗсем пӗр самант юпа пек хытса тӑчӗҫ.Ошеломленные видом казаков, они на секунду замерли от изумления.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Салтаксем уҫҫӑн утса пынипе ҫул ҫинче юпа пек тусан ҫӗкленнӗ.
Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.