Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑштахран вӑл калаҫма тытӑнчӗ те, куратӑп: сӑмахӗсем унӑн акӑлчан ҫыннин евӗр тухаҫҫӗ, пачах королӗнни пек мар (ятарласа калаҫнӑ чух королӗн те ҫаплах пулкалать-ха та).

Потом он начал говорить, и я сразу же увидел, что он выговаривает, как англичанин, а не так, как король, хотя и у короля тоже для подделки получалось неплохо.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ йӗппе ҫипе вырӑнне хутӑм та, хӗрарӑм сӑмахӗсем мана шутсӑр кӑсӑклантарнӑ пек (тӗрӗссипе чӑнах та ҫаплаччӗ-ха ӗнтӗ):

Я положил на место иголку с ниткой, будто бы очень заинтересовался ее словами, — да так оно и было, — и сказал:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл выртрӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ, анчах унӑн сӑмахӗсем мана хамӑн мӗн тумаллине тавҫӑрса илме пулӑшрӗҫ.

Он повалился и опять уснул; зато его слова надоумили меня, что надо делать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пурте тупа сӑмахӗсем питӗ лайӑх терӗҫ, Томран вӗсене вӑл хӑех ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗҫ.

Все сказали, что клятва замечательная, и спросили Тома, сам он ее придумал или нет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Упӑшки сӑмахӗсем Татьяна хӑлхине кӗмерӗҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, эпӗ мӗн каласшӑн пулнине пӗлместӗн эсӗ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Николай Артемьевич, сасартӑк хӑйне парламентри пек мӑнаҫлӑн тытнине, сӑмахӗсем чаплӑн тухнине тата хулӑн сассине улӑштарса: — эсӗ пӗлместӗн, чӑрсӑр хӗрача…

— Нет, ты не знаешь, что я хочу сказать! — вскрикнул фальцетом Николай Артемьевич, внезапно изменив и величавости парламентской осанки, и плавной важности речи, и басовым нотам, — ты не знаешь, дерзкая девчонка!

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев сӑмахӗсем, пурте тӳрре тухаймарӗҫ: хӑрушлӑх иртсе кайрӗ — анчах Инсаров вӑй-халӗ вӑраххӑн юсанса пычӗ, тухтӑр вара унӑн пӗтӗм организмӗ йӗркерен тухни ҫинчен те калаҫкаларӗ.

Слова Берсенева сбылись только отчасти: опасность миновалась, но силы Инсарова восстановлялись медленно, и доктор поговаривал о глубоком и общем потрясении всего организма.

XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, малалла та дачӑра пурӑнма кансӗр пулнӑ кӑна мар, Николай Артемьевич сӑмахӗсем тӑрӑх, вӑл хӑй «малтанах палӑртса хунӑ ӗҫсемпе» килӗшсе тӑман.

Словом, дальнейшее пребывание на даче оказалось неудобным и даже, по словам Николая Артемьевича, несовместным с исполнением его «предначертаний».

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мана, ун сӑмахӗсем тӑрӑх, бутылка нимӗн те каламасть.

Мне, по его словам, бутылка ничего не говорит.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кӗлмӗҫ хӗрӗн юлашки сӑмахӗсем пӗр чарӑнма пӗлмесӗр ун хӑлхинче янӑранӑ, ӑна хӑйне те унта чӗннӗ пек туйӑннӑ…

Последние слова нищей девочки беспрестанно звучали у ней в ушах, и ей самой казалось, что ее зовут…

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне Берсеневӑн сӑмахӗсем вӑраххӑн тухаҫҫӗ, вӑл тата ытларах селӗп калаҫма тытӑнать.

Когда Берсенев говорил с женщиной, речь его становилась еще медлительнее и он еще более пришепетывал.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Наступлени кунӗсенче пирӗн разведкӑллӑ уйрӑм артиллери дивизионӗнчен (кун ҫумне халь официаллӑ йӗркепех «ГКР прорывӗ» — Главнокомандованин резерви, тата Германин кӑнтӑр енчи ҫапӑҫӑвӗсемшӗн «Силезски» тесе ят панӑ сӑмахӗсем хушӑнчӗҫ) машинсемлӗ кулленхи пехота чаҫӗ пулса тӑчӗ.

В дни наступления мы превращались из отдельного разведывательного артиллерийского дивизиона (а теперь к этому длинному названию официально прибавились слова «прорыва РГК» — Резерва Главного Командования — и плюс полученное нами за бои на юге Германии название «Силезского») в обычную моторизованную пехотную часть.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗрӗс, унӑн сӑмахӗсем!

Да, точно, его слова!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах кусем Вера Ивановна сӑмахӗсем мар-ҫке.

Но ведь это не слова Веры Ивановны.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сасартӑк эпӗ юрӑ кӗввине, ӑна халь нихӑш те юрламаҫҫӗ пулин те, унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх тавҫӑрса илтӗм.

И вдруг я узнал мелодию, узнал по словам, хотя их никто не пел:

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Айртон сӑмахӗсем эпӗ шайласа илнисене пӗтӗмпех ҫирӗплетсе панипе кӑна эпӗ ун ҫинчен сире халь каласа паратӑп.

Если я решаюсь на это сейчас, то только потому, что слова Айртона вполне подтверждают моё предположение.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем Гленарвана йӑлтах тӗлӗнтерсе ячӗҫ.

Но его последние слова необычайно поразили Гленарвана.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫамрӑк капитан сӑмахӗсем Мэрине лӑплантараҫҫӗ, ҫавна май Джонпа унӑн хушшинче юлташлӑх ӳссе ҫирӗпленсех пырать.

Мэри упивалась словами молодого капитана, и между ней и Джоном росла и крепла дружба.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Мак-Набсӑн сӑмахӗсем Гленарвана ӳкӗте кӳртме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл пулма пултарайман шанӑҫсемпе хӑйне хӑй йӑпатмасть.

Но эти слова Мак-Набса не убеждали Гленарвана, и он не обольщал себя несбыточными надеждами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Гобсон капитанӑн хаклӑ парнисемпе шантарсах каланӑ сӑмахӗсем дикарьсене хӑй енне ҫавӑрнӑ, вара ҫулпуҫӗсем Ҫӗнӗ Зеланди Англин протекторачӗ пулса тӑнине те йышӑннӑ.

Но ценные подарки и ещё более щедрые обещания капитана Гобсона соблазнили дикарей, и протекторат Англии над Новой Зеландией был признан вождями.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней