Поиск
Шырав ĕçĕ:
Залран тухнисем Крэнкбиль ӗҫӗ ҫинчен калаҫман, питех интереслентермен вӑл вӗсене, ҫавӑнпа вӗсем ун ҫинчен текех шухӑшламан.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Унтан татах та тепӗр хут пени илтӗнчӗ, такам хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара пурте шӑпланчӗҫ: кӑвайт патӗнчи пулӑҫӑсем лӑпланчӗҫ, текех итлемерӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗҫерӗнсе кайнӑ трос Гончарук десятника пырса ҫапрӗ те вӑл текех тӑраймарӗ, вилсе выртрӗ.Развернувшимся тросом хлестнуло десятника Гончарука — он замертво упал и не поднялся.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Либерман пит-куҫне кӑмӑллӑ пулнӑ пек турӗ, анчах Батманов ҫине текех пӑхаймарӗ.Либерман делал довольное лицо, но отводил взор от глаз Батманова.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вилнӗ ҫынна шел пулнӑ, анчах ӑна текех тӗл пулас ҫуккине туйма та кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл ӑна хӑйӗн паллӑ мар ыйтӑвӗсемпе, сӑмахсӑр асӑрхаттарнисемпе тата чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынна пурӑнма кансӗрлекен ытти пур япаласемпе те иккӗлентерме пӑрахнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйӗн кӑкрисене, айӑкӗсене шӑлкаласа, хӗрарӑм текех пуҫӗпе сула-сула илет, вара унӑн ҫӳҫӗсем те ӳссе пынӑ пек, вӑл хӑй те ӳснӗ пек, самӑртарах, пысӑкрах пулса пырса, пурне те хупласа лартнӑ пек туйӑнать, унсӑр пуҫне нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, таврара нимӗн те ҫук пекех.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Текех ку ӑслӑлӑхпа пурӑнма ҫук.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗррехинче, ыйхӑ килмен, ҫил-тӑман ӳлесе тӑракан каҫхине, Артамонов, хӑйӗн чӗринчи йывӑрлӑха текех чӑтса пурӑнма пултарайманнине туйса, арӑмне вӑратрӗ те ӑна Никонов ачи чӑннипе мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ача мунча маччи ҫинче икӗ мӑшӑр кӑвакарчӑн усранине пӗлсен, Артамонов Тихона ҫав кайӑксене кӑларса яма тата ача текех мачча ҫине хӑпарасран сыхлама хушрӗ: — Ӳксе вилме пултарать. Ав епле ҫӗрӗк вӑл, — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Фабрика вӑл — ахаль япала мар, — терӗ Петр тепӗр хут, хӑйӗн сӑмахӗсем пӗтсе пынине, текех унӑн нимӗн ҫинчен те калаҫма ҫуккине туйса.— Фабрика — это непросто, — повторил он, чувствуя, что слова иссякают и говорить ему не о чём.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав чӑнлӑха илтсе, арӑмӗ ӑна ҫавӑнтах ӑнлантӑр, ӑна ӗнентӗр, вара, ҫав чӑнлӑха шанса, хӑйӗн ухмахла ӳпкелешӗвӗсемпе куҫҫулӗсемпе — хӑйӗнче халиччен пулман ҫав хӗрарӑм йӑлисемпе текех ан кансӗрлетӗр.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илтем мар текех вӑл сӑмахсене!
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Староста чирлӗ выртнӑ вӑхӑтра Артамонов ун патне икӗ хутчен пычӗ, вӗсем иккӗшӗ вӑрахчен куҫа-куҫӑн калаҫрӗҫ; иккӗмӗш хутӗнче Баймаков арӑмне чӗнсе илчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине ывӑннӑн хӗреслӗ тытса, Артамонова: — Акӑ, — унпа калаҫ, эпӗ ӗнтӗ текех ҫӗр ҫинчи ӗҫсене хутшӑнмалли ҫын мар пулас. Парӑр-ха канма, — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл текех Мерзлякова курмарӗ, асӑрхамарӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Беридзе текех Алексейпе калаҫмарӗ, пӑшал перкелеме ҫеҫ чарӑнса тӑркаларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Макҫим та, ҫав ӗҫпе 100.000 доллар пӗтернӗ хыҫҫӑн, текех ӗҫлеме чарӑннӑ.Максим бросил это дело, затратив на него 100 тысяч долларов.
9. Умра тӑракан ыйту // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Парторг хушаматне илтсен, Таня хӗрачапа текех интересленмерӗ, унтан пӑрӑнса кабинета шӑвӑнса кӗчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Астӑвӑр — текех калаҫса тӑмӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗрре броньпе хӑварнинчен тартӑн, текех тараймӑн теҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Манӑн пуҫа бинтланӑ, халӗ эп виҫӗ талӑк ӗнтӗ ҫурӑм ҫинче выртатӑп, пуҫа хускатма та хӑратӑп, хускатсан куҫ ҫӗввисене сиен тума пулать, ҫак юлашки эрнесенче тӳснӗ асапа текех курас килмест манӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.