Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫут сăмах пирĕн базăра пур.
ҫут (тĕпĕ: ҫут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен «Крокодил» хаҫат тухрӗ.

Но скоро на свет опять появился «Крокодил».

Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ку кӗнекесем унӑн пурнӑҫӗнчи ҫут ҫӑлтӑр пулса тӑчӗҫ.

Книги эти стали его звездой путеводной.

Унӑн ҫут ҫӑлтӑрӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Маншӑн хамӑн Олег ҫут тӗнчере те урӑх ҫук пек туйӑнчӗ…

Мне казалось, что моего Олега уже нет на свете…

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӑйӗн калавӗсемпе аслашшӗ Олега пирӗн илемлӗ Украинӑна, пӗтӗм ҫут тӗнчене, мӗнпур чӗрчунсене чӗререн юратма вӗрентетчӗ.

И заставил дедушка полюбить Олега нашу красавицу Украину, и весь свет, и всё живое.

«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хуйха ӳкнӗ ватӑ Ҫерҫи шулап ҫине канма ларнӑ та ассӑн сывланӑ: ах, йывӑр-ҫке ӑслӑ кайӑка ҫут тӗнчере пурӑнма!

Пригорюнился старый Воробей, присел на конек крыши отдохнуть и тяжело вздохнул: эх, тяжело жить на свете серьезной птице!

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Ҫамрӑксем вӗренччӗр-ха ҫут тӗнчере пурӑнма.

Молодые-то пусть поучатся, как нужно на свете жить.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Юнлӑ та тӗрӗс Ҫут ӗҫшӗн тӑр эс, Ут, ут ялан, Ӗҫхалӑх, мала!..

На бой кровавый, Святой и правый, Марш, марш вперед, Рабочий народ!..

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫӗр ҫинче, урисене ҫут хуҫса, аллине бандура тытнӑ старик ларать.

Прямо на земле, сложив ноги калачиком, сидел старик с бандурой в руках.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл ҫут сӑмсаллӑ хура картуз тӑхӑннӑ.

На нем был новый картуз с блестящим лакированным козырьком.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Интереслӗ ҫут тӗнчере пурӑнма!

Интересно жить на свете!

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав сӑввӑн вӑйӗпе, илемӗпе тата ҫут ҫанталӑк вӑйне кӑтартнипе хӗпӗртемесӗр тӑма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен, ҫитменнине тата, ҫав вӑхӑтра латин чӗлхипе илемлӗ сӑвӑсем ҫырма пӗлмен-ха.

Так что она не могла не почувствовать восхищения от силы и изящества этих стихов, тем более, что латинский язык был еще беден и не имел знаменитых поэтов.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хама ҫут ҫанталӑк пӳрнӗ илӗртӳ искусствипе мӗншӗн усӑ курнине пӗлместӗн-и эсӗ?

Ты понял, почему, я пускаю в ход все искусство и все средства обольщения, которыми меня одарила природа?

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах манӑн вӑл ҫут тӗнчере ҫуккине ӗненес килмест.

Помоги переводом

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Ҫуллахи шӑрӑх кун ҫут тӗнчене килнӗ эпӗ — кӗтнӗ ача.

Помоги переводом

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Куккӑшӗ бакенщик иккенне пӗлсен Костя, — ун чухне вӑл тӑваттӑмӗш класра вӗренетчӗ, — питӗ савӑнса ӳксе ӑна тӗпчеме пуҫларӗ; вӑл ӑна Жюль Вернӑн «Ҫут тӗнче хӗрринчи маяк» ятлӑ кӗнекинчи ҫын пырса кӗмен утравсем ҫинчи маяк хураллакансем пекки пулӗ тесе шухӑшланӑ; анчах куккӑшӗ кулса янӑ та, пачах та апла мар, тенӗ: маяк вӑл — маяк, бакен вара — бакен.

Узнав, что дядя бакенщик, Костя — тогда он учился в четвертом классе — обрадовался и принялся расспрашивать, думая, что это что-то вроде маячных сторожей на необитаемых островах, о которых он читал в книжке Жюля Верна «Маяк на краю света», но дядя посмеялся и сказал, что ничего похожего нет: маяк — это маяк, а бакен — это бакен.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Аэлита сасси — юратупа ӗмӗрлӗх-ӗмӗрлӗх, тунсӑх-терт сасси; вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчере вӗҫет, — йыхӑрса-чӗнсе, кӑшкӑрса: ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм, ӑҫта эсӗ?..

Голос Аэлиты, любви, вечности, голос тоски, летит по всей вселенной, зовя, призывая, клича, — где ты, где ты, любовь?…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑрттӑн вӑхӑтсем, чӗре таппи, ҫут тӗнчен пӑрлӑхлӑ анлӑшӗ, — шӑпах унта вӗҫеҫҫӗ сарӑлса чармакланнӑ вӑхӑтсем!

Таинственные сроки, удары сердца, ледяное пространство вселенной, где летят эти развёрнутые времена!

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫут тӗнче чӗри…

Сердце мира.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑвак ҫут пайӑркаланма тытӑнчӗ.

Было близко к рассвету.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мана вӗлерни — ҫут тӗнчене ҫурмаран ҫурса тӑкниех.

Убить меня — свет пополам разодрать.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней