Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура «унталла-кунталла», паллах, халӗ те пур, анчах вӑл пачах урӑхла, паллайми.

Черное «туда-сюда» осталось, конечно, но стало неузнаваемым.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Ӑна пӗр михӗ сухари, ӗҫмелли пӗр пичке шыв пачӗҫ, шлюпкӑпа тинӗсе антарчӗҫ; анчах ҫакӑншӑнах тӑвӑл, паллах, чарӑнмарӗ, пач урӑхла — тата пилӗк кун тӑсӑлчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫурма арканчӑк мачтисемпе ытти хатӗр-хӗтӗрӗ хуҫӑлса пӗтнӗ «Ӗнче» Мейч утравӗ ҫывӑхӗнчи риф ҫине кӑларса печӗ.

Ему дали мешок сухарей, бочонок пресной воды и спустили на шлюпке в открытое море, но от этого буря, конечно, не прекратилась, а продолжалась еще пять дней, после чего наполовину разбитый, с оборванными снастями «Жемчуг» выбросило на рифы вблизи острова Мейч.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Пӗррехинче ҫур кун ирӗклӗ килчӗ, урӑхла каласан — Спринг ӑнсӑртран пӗр черкке те ӗҫеймерӗ; анчах лару-тӑрӑва хак пачӗ те — пер кӗленче туянса ӑна пушатса та хучӗ.

Однажды выдалась свободная половина дня, то есть Спринг оказался трезвым случайно; но, сообразив положение, пошел и хватил бутылку.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Урӑхла епле-ха?

Как же иначе?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пирӗн хушӑра куллен усӑ куракан, ҫав хушӑрах чунсен урӑхла, ҫутӑ ушкӑнне-сийне палӑртакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ҫӳреҫҫӗ.

Есть такие выражения, обиходные между нами, но определяющие другой, светлый разряд душ.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Эпӗ сире халӗ нимӗнле те хуравлаймастӑп, урӑхла каласан… татӑклӑн — нимӗн те.

Я ничего не скажу вам сейчас, ничего то есть определенного.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Энниок, — калаҫма пуҫларӗ Гнор, — пуҫӑма халӗ ҫеҫ пӗр шухӑш пырса кӗчӗ; урӑхла лару-тӑрура эпир, тен, тӑшман пулмастӑмӑрччӗ.

— Энниок, — заговорил Гнор, — мне только теперь пришло в голову, что при других обстоятельствах мы, может быть, не были бы врагами.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Хальхилле мар, пач урӑхла тумланнӑччӗ.

Одежда его была совсем другая, чем сейчас.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Анчах пирӗнтен хамӑртан, урӑхла каласан — этемрен, ҫынсенчен, вӑрттӑнраххи те тӗлӗнмеллереххи тӗнчере ҫук тесе пӗтӗмлетсе, эпир хамӑр, — ӗненӳсӗрлӗхре те, ҫӑмӑл ӗненӳлӗхре те, — кирек мӗнле пӑхсан та пӗрешкелех ӑнланайми, пӗлсе ҫитерейми тесе шухӑшласа эпӗ хаклӑ вулаканӑмсене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерекен пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитересшӗн; ӗненсемӗр: кунашкалли пирӗн планета ҫинче урӑх пулманах.

Однако, думая, что таинственнее и чудеснее нас самих, т.е. — человека, людей, — на свете нет, что сами мы, и в скептицизме и в легковерии, одинаково непостижимы ни с какой точки зрения, я беру на себя смелость рассказать милым читателям одно из самых потрясающих происшествий, какие случались когда-либо на нашей планете.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Кисреннӗ нервӗсене йӗркене кӗртмешкӗн урӑхла май ҫук-тӑр; вӑл киревсӗр пӑтӑрмахшӑн тарӑхма та, хӑйне ним пулманла тытма та мехел ҫитереймест, — ӑна хӑйне хӑй чарма пӗлни — Гутан патӗнчи пек — халӗ кирлех те мар ӗнтӗ.

Иного выхода не было ее потрясенным нервам; она не могла ни гневаться, ни быть безучастной к только что происшедшему, — особенно теперь, когда от нее не требовалось более того крайнего самообладания, какое пришлось выказать у Гутана.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли макӑрса ярасран, ҫакӑнпа вара унра — яланлӑхах — йӗрӗнекен вӑйлӑ арҫыннӑн чаплӑ позицине пӗтересрен шикленнипе Нок хӗр хирӗҫленине халех, «татӑклӑн та ҫирӗппӗн» ҫапса хуҫма кирлине ӑнланчӗ; ҫитменнине, мӗне те пулин хальтерех кӑна ҫирӗп ӗненнӗ ытти чылай ҫын пекех, урӑхла шухӑшлаканскер умӗнче унӑн паҫӑрах чунне уҫса калаҫас, шухӑшӗсене чӑннипех уҫӑмлӑн пӗлтерес килет; хальхинче ансатрах: Гелли шӑпах хӗрарӑм пулни Нокӑн кулленхи пурнӑҫӗн тӗнче курӑмне хирӗҫлет.

Боясь, что Гелли расплачется, отняв у него тем самым — и безвозвратно — превосходную позицию сильного презрительного мужчины, Нок понял необходимость придать этому препирательству «серьезную и глубокую» подкладку — немедленно; к тому же, он хотел, наконец, высказаться, как хочет этого большинство искренно, но недавно убежденных в чем-либо людей, ища слушателя, убежденного в противном; здесь дело обстояло проще: самый пол Гелли был отрицанием житейского мировоззрения Нока.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Юлашкинчен, пӗррехинче каҫ пулттипе, виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӑм Аллен Скоррей пире, — эпир унӑн килӗнче пухӑннӑччӗ, — хевтесӗр ҫак лару-тӑруран тухма пирӗн, вилӗмсӗр пуҫне, урӑхла нимӗнле меслет те ҫуккине пӗлтерчӗ.

Наконец однажды вечером троюродный брат мой Аллен Скоррей сказал нам, собравшимся у него в доме, что в нашем беспомощном положении не видит он никакого выхода, кроме смерти:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Нумай-нумай ҫынпа — е куҫа-куҫӑн, е инҫетрен — ҫырусемпе телеграммӑсем, кӗнекесемпе хаҫатсем урлӑ тӑтӑшах хутшӑннӑран пирӗн калаҫупа шухӑшлав манерӗ пач урӑхла.

 Манеру, выработанную постоянным общением со множеством людей как лично, так и заочно, путем писем, телеграмм, книг и газет.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Ӑнлантӑм, — шӑппӑн хуравларӗ Пичке, — анчах пирӗн урӑхла май ҫук.

— Я понял, — тихо проговорил Буек, — но нам нет выхода.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

— Вӑл тӗрӗс калать, — терӗ Пичке, — урӑхла май ҫук, вилес тӗк — усӑпа.

— Он прав, — сказал Буек, — нет выхода, а умирать — так с пользой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Урӑхла каласан, кӑмӑлӑр пур тӑк, эпӗ хама сирӗн еннелле ҫӑварти чӗлӗмпе пынине тӗшмӗртсен тин тӑнӑма… пуҫӑма вырнаҫтартӑм тепӗр хут.

То есть, если хотите, я опамятовался, когда увидел, что подхожу к вам с трубкой в зубах.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Вилӗм ӑна хӑратмасть — пачах урӑхла: хӗҫ-пӑшалсӑрланнӑскер — пурнӑҫ ӑна ыйткалакана ҫӑкӑр татки пӑрахса панӑн мӗскӗнлетнине тӳсиччен вӑл хӗрхенӗве нимӗн иккӗленмесӗр сирсе янӑ пулӗччӗ.

Смерть не пугала его напротив, обезоруженный, он без колебания отверг бы пощаду, чтоб не подвергаться унижению жизни, брошенной в виде милостыни.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пэд курткине вӗҫертрӗ, хӑйӑр ҫине лаплатрӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ, урӑхла каласан — тӗпӗпе ҫӳлелле тытса кӗленчене пушатать.

Пэд расстегнул куртку, сел на песок и приступил к делу, т.е. опорожнил бутылку, держа ее дном вверх.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хӑйӗн ҫак ӑслайӗпе вӑл, ахӑртнех, хӑй шхунӑна урӑхла ят панинчен кая мар мӑнаҫланать.

Выдумкой этой гордился он, пожалуй, не меньше, чем именем, данным им самим шхуне.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах кӗҫех утар тавра урӑхла шӑв-шав пуҫланса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней