Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах тӗлӗнмелле туйӑм пӗлес килнинчен вӑйлӑрах туйӑм, кӗвӗҫӳрен те, шиклӗхрен те вӑйлӑрах туйӑм — мана ҫакӑнтан ямарӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Акӑ вӑл, шухӑшларӑм эпӗ, — юрату, акӑ — чӑн-чӑн вут-ҫулӑмлӑ туйӑм, акӑ — чӗререн парӑнни.Да, думал я, вот это — любовь, это — страсть, это — преданность…
XX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ, пӑтранчӑк вӑхӑт пулчӗ; ҫав вӑхӑтра ман чӗремре пӗр харӑсах тӗрлӗ туйӑм, тӗрлӗ шухӑш, шанчӑксӑрлӑх та, шанчӑк та, савӑнӑҫ та, хурлӑх та — йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗҫ; эпӗ хам ӑшӑмра мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлама та шикленеттӗм — кун ирттерсе пултӑр тесе ҫеҫ пурӑнаттӑм; анчах каҫсерен ҫывӑраттӑм… ача ӑсӗ-кӑмӑлӗ пулӑшатчӗ мана.
XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫак халиччен пулман туйӑм мана кӑсӑклантарчӗ те, хаваслантарчӗ те, тӳррипе эпӗ Зинаида ҫинчен те сахал шухӑшларӑм.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫак килӗшӳсӗр ӗҫ хыҫҫӑн эпир фантла нумаях выляймарӑмӑр; пурте хӑйсене кӑштах аван мар пек туйрӗҫ; ҫак килӗшӳсӗр ӗҫ те мар, темскер урӑххи, уҫҫӑн уйӑрса илме ҫук йывӑр туйӑм ҫынсене пусӑрӑнтарчӗ.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫав пылак туйӑм манӑн пӗтӗм шӑм-шакӑма ҫӗклентерсе ячӗ — юлашкинчен, эпӗ савӑнса сиккелеме, ҫуйӑхма тытӑнтӑм.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ ҫав кунранпа манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» пуҫланчӗ терӗм; ҫав кунранах манӑн асапӑмсем те пуҫланчӗҫ, тесе хушса калӑттӑм.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» ҫав кунран пуҫланчӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫав туйӑм, ҫавна кӗтни мана пӗтӗмпех ярса илчӗ; эпӗ унпа ҫеҫ сывлаттӑм, вӑл ман юнӑмӑн кашни тумламӗнче юхатчӗ… эпӗ кӗтни часах ҫитмелле пулнӑ-мӗн.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав портрет, алран алла ҫӳресе, куракансен кӑмӑлне пӑсать, художниксен чӗринче юлташӗнчен кӗвӗҫес, ӑна кураймасӑр тӑрас туйӑм ҫуратать, усал ӗҫ тума хӗтӗртет.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пирӗн халӑх мӑнкӑмӑллӑхӗ чыслӑ пулнине асӑрхаттарса хӑварма кирлӗ тетӗп эпӗ: вырӑс ҫыннин чӗринче пусмӑр тӳсекен ҫын майлӑ пулас лайӑх туйӑм яланах пур.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Портрет куҫӗсем чӑнах та хӑйсен чӗрӗлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, анчах художник халь вӗсенче хӑрамалли ним те тупаймарӗ; чӗрере ҫеҫ ӑнланса илмелле мар сивлек туйӑм сисӗнсе тӑчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Анчах унӑн кӑмӑла ҫӗклекен туйӑм ҫук. Ҫутҫанталӑкри пекех: вӑл епле илемлӗ пулсан та, тӳпере хӗвел ҫутатмасан мӗн те пулин ҫитместех».
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
«Ку сӑн вӗт-ха, чӗрӗ сӑн: мӗншӗн-ха тӗлӗнмелле кӑмӑлсӑр туйӑм?Ведь это однако же натура, это живая натура: отчего же это странно-неприятное чувство?
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Художнике темле кӑмӑла пӑсакан ӑнланмалла мар туйӑм ҫавӑрса илчӗ, вӑл портрета ҫӗр ҫине лартрӗ.Какое-то неприятное, непонятное самому себе чувство почувствовал он и поставил портрет на землю.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хура фрак тӑхӑннӑ ҫамрӑксем хӑйсене питӗ чаплӑн тытаҫҫӗ, пӗр сӑмах ытлашши хушса хумасӑр калаҫма та, чӗнмесӗр тӑма та, ӑслӑн шӳт тума та, пӗр-пӗрне хисеплесе кулма та пӗлеҫҫӗ; вӗсен бакенбарчӗсем ҫав тери илемлӗ, вӗсем галстуксене майланӑ чух хитре аллисене питӗ ӑстан кӑтартаҫҫӗ, хӗрарӑмсем сывлӑш пек ҫӑмӑл, кашнин пичӗ ҫинче кӑмӑллӑ туйӑм выляса тӑрать, куҫӗсене ҫӗрелле питӗ илӗртӳллӗн пӗкме пӗлеҫҫӗ… анчах та колонна ҫумне таянса тӑнӑ Пискарев йӑлтах аптраса ӳкни сӑнран пӑхсах паллӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫак ҫынсем евӗрлӗ пулнӑ та ӗнтӗ эпир каласа панӑ ҫамрӑк ҫын, Пискарев художник: вӑл вӑтаннӑ, хӑйне хӑюсӑррӑн тытнӑ, анчах чӗринче унӑн кирлӗ чухне хӗлхемпе ҫулӑмланса кайма пултаракан туйӑм пулнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫак хаваслӑ туйӑм хӗр ачапа юнашар тӑракансене пурне те куҫнӑ.Радостное состояние передавалось всем, кто находился рядом с девочкой.
Пӗрремӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Ҫак туйӑм кӗтмен ҫӗртен, вӑйлӑ пулнипе хӑй умӗнче вилӗ пулнине те пӗр вӑхӑта манчӗ вӑл, ҫавӑнпа та ӑна акӑ халех сывӑ Михеич ҫӑварне уҫса сиввӗн: Катя ун пек юрамасть…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫаксенчен пуринчен те пуҫ ҫаврӑнать, ҫапах та ку манӑҫми туйӑм; ҫаврӑнтӑрах ара, вӑйлӑран та вӑйлӑ ҫаврӑнтӑр.От всего этого кружится голова, но это несказанно приятно, — пусть кружится все сильнее и сильнее.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.