Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тискер сăмах пирĕн базăра пур.
тискер (тĕпĕ: тискер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилӗ вӑл, паллах, суеҫӗ тискер кайӑк.

Лисица, известное дело, продувная зверюга.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Антилопа тискер кайӑксенчен чи пысӑкки — вӑл сирӗн пай, пӑши кӑшт пӗчӗккӗрех, вӑл ман пай, куян вара пуринчен те пӗчӗкки — тилӗ пайӗ!

Антилопа, самый большой из наших зверей — доля вашего величества; олень — он поменьше — моя доля; а заяц, который меньше всех, — доля лисы!

Кашкӑрпа, тилӗпе пӗрле сунара ҫӳренӗ тигр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Сунарта вӗсем пӑши, антилопа тата куян тытаҫҫӗ, ҫав тытнӑ виҫӗ тискер кайӑка хӑйсем хушшинче пайласа пама тигр кашкӑра хушать.

На охоте они задрали трех зверей: антилопу, оленя и зайца, и тигр повелел волку разделить добычу.

Кашкӑрпа, тилӗпе пӗрле сунара ҫӳренӗ тигр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Туса лартсан та ун умӗнчен кайман, хӑй качакисене мӗнле те пулин тискер кайӑк ҫисе ярасран хӑраса кунӗн-ҫӗрен алӑкӗ умӗнче хуралланӑ.

и день и ночь сторожил его, — все боялся, как бы какой-нибудь хищник не поживился его козами.

Кӗтӳҫӗпе кашкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хӑй ӑшӗнче вӑл тискер шухӑш тытрӗ те тилӗрен ыйтать:

И вот он затаил в душе злой умысел и спросил у лисы:

Арӑсланпа чее тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Ах, тискер кайӑксен аслӑ патши!

Лисица доложила: — О бадшах зверей!

Арӑсланпа ӑна пӑхакансем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Мӗнле эсӗ мана, тискер кайӑксен патшине, сирӗн шӑтӑкра шӑршӑ килет тесе калама хӑятӑн! — кӑшкӑрать тарӑхса арӑслан.

Услышал лев этот ответ, разгневался и прорычал: — Как ты посмел сказать мне, бадшаху зверей, такую дерзость — будто в нашей пещере воняет! —

Арӑсланпа ӑна пӑхакансем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пӗррехинче тискер кайӑксен патши, арӑслан, хӑй шӑтӑкӗнче выртса канма шут тытсан, ун патне упа, упӑте тилӗ ӗҫпе пыраҫҫӗ.

Как-то раз, когда царь зверей лев изволил отдыхать в своей пещере, на прием к нему явились медведь, обезьяна и лисица.

Арӑсланпа ӑна пӑхакансем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тигр, ун ҫине сиксе ларса, ҫурса тӑкма хатӗрленсе тӑратчӗ, ҫав самантра лешӗ патша хӗрӗ Гуландаз пуҫӗнчен татса панӑ ҫӳҫе унӑн мӑйӗ ҫине ывӑтрӗ те, тискер кайӑк сасартӑках йӑвашланса, лӑпланса кайрӗ.

Хотел было тигр кинуться на царевича и растерзать его, но царевич бросил ему на шею тот самый волос, какой царевна Гуландаз вырвала у себя из головы и отдала возлюбленному. И тотчас же свирепый зверь умолк и замер на месте.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унсӑр пуҫне тата манӑн ҫав тери тискер тигр пур.

А еще есть у меня свирепый тигр.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унтан унӑн тӑватӑ тусӗ хӗҫӗсене вылятма тытӑннӑ, хурчка кӑкӑрӗнчен унӑн тискер чунне чӗрипе пӗрлех туртса кӑларнӑ.

Тут все четыре друга заиграли мечами и вырвали из груди стервятника птицу его бытия — жизнь вместе с клеткой ее — сердцем.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Тигр, «тискер кайӑксен бадшахӗ», читлӗхе лекме пултарать-и вара?

— Может ли быть, чтобы тигр, «бадшах зверей», попал в клетку?

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тискер попугайсем вилменнине халь тин тавҫӑрса илчӗ купца.

Тут купец понял, что дикие попугаи не умерли.

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

«Ҫак тискер попугайсем, — шутлать хӑй ӑшӗнче, — манӑн попугайӑн чи ҫывӑх тусӗсем пулнӑ пулмалла.

«Наверное, — думает, — эти дикие попугаи когда-то были закадычными друзьями моего попугая.

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тискер кайӑксем ҫара ҫерҫие ӗненнӗ те ӑна хӑйсен йӑхне йышӑннӑ.

Звери поверили летучей мыши и приняли ее в свое племя.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫапла вара, эпӗ — тискер кайӑк.

Значит, я зверь.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вара ҫара ҫерҫи тискер кайӑксен ушкӑнне вӗлт анчах кӗрсе кайнӑ та каланӑ:

Тогда летучая мышь шмыгнула в ряды зверей и заявила:

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Сасартӑк ӑна тискер кайӑксем ҫӗнтерессӗн туйӑнса кайнӑ.

Но тут ей вдруг показалось, что одолевают звери.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫав вӑхӑтра тискер кайӑксен ҫарӗ вӗҫен кайӑксен ҫарӗпе тӗл пулнӑ, ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ.

Тем временем звериное войско встретилось с птичьим, и завязалось сражение.

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унччен тискер кайӑксемпе те, вӗҫен кайӑксемпе те хутшӑнмастӑп; кам кама ҫӗнтернине кура, хӑшӗ ҫӗнтерет, ҫавӑн енне куҫатӑп!

Не стану я примыкать ни к зверям, ни к птицам; погляжу, кто кого одолеет. Чья сторона победит, на ту я и перейду!

Ҫара ҫерҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней