Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн пурлӑхӗ тупӑннӑ хыҫҫӑн еху самантрах савӑнса хавхаланса кайрӗ.

Обретя свое сокровище, еху сразу же оживился и повеселел.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ самантрах хамӑн вӑрттӑнлӑха малашне те пытарса усрама май ҫуккине ӑнланса илтӗм.

Я понял, что совершенно бессмысленно пытаться дольше сохранять свой секрет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хуҫа самантрах шурӑ кӗсрене йывӑҫ чашӑкпа сӗлӗ илсе килме каларӗ.

Хозяин тотчас же приказал белой кобыле-служанке принести овса на деревянном блюде.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тимӗр кӑвак лаши мана самантрах каялла ҫурта илсе кайрӗ те, кил хуҫи-кӗсрене тӑмран тата йывӑҫран тунӑ питех те таса савӑт-сапасем лартнӑ пӳлӗме уҫма хушрӗ, ҫав савӑт-сапасем ҫинче туллиех сӗт пулнӑ-мӗн.

Ибо серый конь повел меня обратно в дом и приказал кобыле-служанке открыть одну комнату, где в большом порядке стояло много глиняных и деревянных посудин с молоком.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакна эпӗ самантрах тавҫӑрса илтӗм.

Я сразу понял это.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла кӗҫенсе мӗн каласшӑн пулнине эпӗ самантрах тавҫӑрса илтӗм, май килнӗ таран хам ывӑннипе хытӑ утма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, вара вӑл чарӑнкаласа тӑрса мана пӑртак та пулин канма ирӗк пачӗ.

Догадавшись, что означает это ржанье, я постарался по мере сил объяснить ему, что устал и не могу идти скорее; тогда конь остановился, чтобы дать мне возможность отдохнуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хама ертсе ҫӳрекен урӑх ҫын ҫуккипе унпа самантрах килӗшрӗм.

Я счел благоразумным подчиниться его приглашению, пока не найду лучшего руководителя.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лаша самантрах ман алла ячӗ, ҫакӑн хырҫӑн вӗсем иккӗш те мана ыраттарас мар тесе хуллен те питӗ асӑрханса ҫеҫ сӗртӗнкелеме тытӑнчӗҫ.

Конь тотчас выпустил мою руку, и после этого оба стали прикасаться ко мне с большой осторожностью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ самантрах каялла ҫавӑрӑнтӑм, хам пӑлханнине систермесӗр вӑл мӗн хушасса кӗтсе ун патне пырса тӑтӑм.

Я тотчас повернул назад и подошел к нему в ожидании дальнейших приказаний.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана курсанах ҫак лаша кӑшт кӑна чӗтренсе илчӗ, анчах вӑл самантрах лӑпланчӗ, мана тӳрех питрен тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.

Приблизившись ко мне, конь слегка вздрогнул, но скоро оправился и стал смотреть мне прямо в лицо с выражением крайнего удивления.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа эпӗ самантрах вӗсене курайми пултӑм.

Поэтому я не долго глядел на них.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах та вӗсем вырӑнне ҫав самантрах ытти каччӑсем, халь ҫеҫ ҫитсе ӗлкӗрнисем, йышӑнаҫҫӗ.

Но их место тут же заняли вновь подоспевшие.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вӑл самантрах хӑйӗн шухӑшне улӑштарчӗ.

Но тут он передумал.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кашни пушӑ самантрах вӑл кӗреҫе тытса шӑтӑк чавать пулин те шӑтӑкӗ раштав тӗлне кӑна хатӗр пулса ҫитрӗ.

Когда у него выпадала свободная минутка, он сразу же брался за лопату, и всё-таки яма была готова только под Рождество.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫӗн тӑванӗсем самантрах вӗсен ҫурт-йӗрӗсене хӑйсен аллине ярса илеҫҫӗ, хӑйсене пурӑнмашкӑн пӑртак пенси тӳлесе тӑраҫҫӗ.

Наследники немедленно получают их имущество. Из наследства удерживается небольшая сумма на их содержание;

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем вара, сасартӑк вӑратнӑ хыҫҫӑн тӗлӗкре курнӑ тӗлӗрӳсем ҫухалнӑ пекех, самантрах пӳлӗмрен тухса кайрӗҫ.

Они исчезли мгновенно, как исчезает сновидение, когда мы внезапно просыпаемся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана самантрах пӳлӗмӗн пысӑк пайне йышӑнса тӑракан рама тӗлӗнтерчӗ.

Меня сразу же поразила огромная рама, занимавшая большую часть комнаты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король самантрах хӑйӗнчен мӗн ыйтнипе килӗшнӗ, вара утрава чылай ҫӳлелле хӑпартнӑ.

Король немедленно дал свое согласие. Остров подняли на значительную высоту.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл самантрах утрава хула ҫине илсе кайма хушнӑ.

Он отдал распоряжение направить остров к Линдалино.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Г тӗлне ҫитсен, магнит тӗнӗлне япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне Д патнелле туса ҫавӑрсан, утрав самантрах чалӑшшӑн ун патнелле каять.

Когда он достигнет этой точки, повернем магнит так, чтобы его положительный полюс был направлен к «Д», тогда и остров будет двигаться наискось по направлению к «Д».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней