Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Йытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Йытӑ (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йытӑ уланине итле-тӑркачӗ тӗшмӗшлӗ Макҫӑмӑн пушшех сехри хӑпса тухнӑ: Феня пӗтессех ӗнтӗ ку, тенӗ вӑл.

Прислушиваясь к вою, Максимка приходил в ужас и суеверно убеждался все более и более, что Феня погибла.

VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Таҫта инҫетре пӗр ют йытӑ вӗркеленӗ.

Да где-то вдалеке за окном брехала чужая собака.

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Лайка ятлӑ йытӑ тӗнче уҫлӑхне чӑтма ҫук инҫете вӗҫсе хӑпарнӑ.

Собака Лайка взлетела на невиданную даль вселенной.

Совет Союзӗ ҫӗр тавра вӗҫтерсе янӑ малтанхи спутниксем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ун ӑшӗнче темӗн чухлӗ наукӑлла инструментсемпе пӗр йытӑ вырнаҫтарнӑ.

С многочисленными научными инструментами и с собакой внутри него.

Совет Союзӗ ҫӗр тавра вӗҫтерсе янӑ малтанхи спутниксем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Авӑ, ҫырма леш енче кӗтӳ ҫӳрет, йытӑ чупать, кӗтӳҫӗ уткалать.

Вон, за оврагом, стадо пасётся, собака бегает, пастух ходит.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пароход ҫинчен рупорпа кӑшкӑрчӗҫ те, ҫынӑн янравсӑр сасси каҫхи тӗттӗмлӗх ҫӑтса янӑ йытӑ сассисем пекех ытлашши пулчӗ.

С парохода кричали в рупор, и глухой голос человека был так же излишен, как лай и вой собак, уже всосанный жирной ночью.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пирӗн вӑт йытӑ — чӑн-чӑн тискер кайӑк…

У нас собака — настоящий зверь…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ромаҫ Красновидовӑран тухса кайсан, мана тӑхлан пек йывӑр кичемлӗх пусса илчӗ, эпӗ сала тӑрӑх хуҫине ҫухатнӑ йытӑ ҫури пек унталла-кунталла ыткӑнма тытӑнтӑм.

Меня свинцом облила тоска, когда Ромась уехал из Красновидова, я заметался по селу, точно кутёнок, потерявший хозяина.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та, хамӑрӑн хӗп-хӗрлӗ турпассемпе витӗннӗ пек курӑнакан пӳрт ирӗлсе пыни ҫине ӑнран тухса кайнӑ ҫын пек пӑхса тӑтӑм, — ун умӗнчи ҫӗре йытӑ чӗлхисем пек хӗрлӗ чӗлхесем ҫулаҫҫӗ.

Я встал на ноги, очумело глядя, как таяла наша изба, вся в красных стружках, чёрную землю пред нею лизали алые, собачьи языки.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унӑн кинӗ, мӑнтӑр та тӗрекле ҫамрӑк хӗрарӑм, чул ҫинче ларса шыв ҫинелле ним тӗссӗр пӑхса, чӗтрекен аллипе сӑх-сӑхрӗ; унӑн тутисем хускалса тӑчӗҫ, аялти тути хӗрри — хулӑм, хӗрлӗ, йытӑ тути пек йӗрӗнмеллескер, усӑнса анса сурӑх шӑлӗ пек сарӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ.

Дородная молодуха, сноха его, сидя на камне, тупо смотрела в воду и крестилась дрожащей рукой, губы её шевелились, и нижняя, толстая, красная, как-то неприятно, точно у собаки, отвисала, обнажая жёлтые зубы овцы.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Аксинья вӗсене унтах ҫимелли-ӗҫмелли кайса паратчӗ, вӗсем унтах ҫывӑратчӗҫ, вӗсене мансӑр пуҫне тата Ромаҫе йытӑ пекех парӑннӑ, ун ҫине пуҫҫапнӑ пекех пулса пурӑнакан кухаркӑсӑр пуҫне никам та курмастчӗ.

Туда Аксинья подавала им есть и пить, там они спали, невидимые никому, кроме меня и кухарки, по-собачьи преданной Ромасю, почти молившейся на него.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл сала тӑрӑх килсӗр йытӑ пек ҫапкаланса ҫӳретчӗ, ӑна кураймастчӗҫ, анчах унӑн калавӗсене Мигун юррисене итленӗ пекех кӑмӑлласа итлетчӗҫ.

Он болтался в селе, как бездомная собака, его презирали, но слушали рассказы его с таким же удовольствием, как песни Мигуна.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫӳлте, сӑрт ҫинче, кичеммӗн йытӑ ӳлет, эпӗ тӗлӗкри пек шухӑшлатӑп:

Вверху, на горе, уныло воет собака, как сквозь сон, я думаю:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл ҫакна лӑпкӑнах йышӑнчӗ, пӗр минут хушши ним чӗнмесӗр, куҫӗсене чарса пӑрахса ларчӗ, унтан ура ҫине тӑрса: — Эх, йытӑ эсӗ! — терӗ.

Он отнёсся к этому спокойно, посидел минуту молча, вытаращив на меня глаза, а потом встал, говоря: — Эх ты, собака!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Тата кашни йытӑ хӑйӗн йӑвине юратать.

И каждая собачка обожает свою конуру.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Иккӗмӗш — аҫа йытӑ та ҫӑвӑр пулать…

Во-вторых — и кобель кутёнком бывает…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑранатӑп та, ҫӗрлех ҫавна чавса кӑларма каятӑп; пӗр аршӑн ҫурӑ алтатӑп та куратӑп: кӑмрӑк выртать те йытӑ пуҫ шӑмми.

Проснулся и пошел ночью рыть, аршина полтора вырыл, — гляжу — угли и собачий череп.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫав тери хытӑ тӑрӑшса, килсӗр йытӑ пек выҫӑ пурӑнса, ашшӗ хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах вӑл гимнази пӗтеркелесе университета кӗме пултарнӑ, анчах та вӑйлӑ саслӑ ҫемҫе баспа юрлама пултарни палӑрнӑ та, унӑн вара юрлавлӑ вӗренесси килнӗ.

С великим трудом, голодая, как бездомная собака, он, вопреки воле отца, исхитрился кончить гимназию и поступить в университет, но у него обнаружился глубокий, мягкий бас, и нему захотелось учиться пению.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫавӑнта вара кушаксемпе йытӑ виллисен шӑршине шӑршласа, ҫумӑр ҫунине тата ҫил вӗрнине итлесе, эпӗ часах университет маншӑн — фантази, пурӑнӑҫа кӗрес ҫук ӗмӗт пулнине, эпӗ Персие кайнӑ пулсан ӑслӑрах ӗҫ тума пултарнине тавҫӑрса илтӗм.

Там, обоняя запах трупов кошек и собак, под шум ливня и вздохи ветра, я скоро догадался, что университет — фантазия и что я поступил бы умнее, уехав в Персию.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Василий Георгиевич йытӑ шӑлӗсем хушшине ҫыру хыптарнӑ та, лешӗ Коля патнелле чуптарнӑ.

Василий Георгиевич скомандовал, и собака с письмам в зубах побежала к Коле.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней