Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шмелев вӗсене пысӑк тимӗр листи ҫинче выртакан ӑшаланӑ пулӑпа, типнӗ ҫӑкӑрпа хӑналарӗ, тимӗртен тунӑ пысӑк кружкӑран чей ӗҫтерчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Штабра кӑшт хӗрлӗ эрех тупӑнчӗ, Луговой румына ӗҫтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Лена таврӑнсан, Власьевна ӑна чей ӗҫтерчӗ те сӗтел ҫинчен пуҫтарнӑ чух: — Ну, Лена Павловна, ӗҫ ҫинчен сӑмахлас пулать, — терӗ.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ӗнтӗ йӗкӗте хӗр яшка та ӑшӑтса ҫитерчӗ, чей те вӗретсе ӗҫтерчӗ, вырӑн та сарса пачӗ, калаҫмаллисем те (паллашнӑ чухне калаҫмаллисем) паҫӑрах иксӗлсе пӗтрӗҫ пулмалла.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Имет курка тултарчӗ, хуҫине тав туса, малтан хӑй сыпрӗ, Пикмӑрсана чӑмпах тултарса ӗҫтерчӗ.Имет наполнил чашку пивом и, поздравив хозяина, выпил первым сам, потом поднес Бикмурзе.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Несихва, унӑн мӑшӑрӗ, ӑна вӗретнӗ сӗт ӗҫтерчӗ, хӗрлӗхен чейӗ вӗретсе пачӗ — сиплӗ пулаймарӗ пулмалла: Элентей тип ӳслӗкпе аптрарӗ, кӑкӑр хӗсет тесе ӳпкелешрӗ, каярахпа хайхискер каҫсерен вӗриленсе аташма та тытӑнчӗ; Селиме ҫинчен тем калаҫса выртрӗ.
XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ильяс хӑй амӑшне шыв ӑсса парса ӗҫтерчӗ.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Алиме ӑна вӑйпах ӗҫтерчӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл тата пӗр ҫур фляжка уртӑш ҫырлинчен тунӑ эрех те туртса кӑларчӗ, пире те ӗҫтерчӗ, ырӑ эрех мана пӑртак уҫӑлтарса ячӗ.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тарҫӑ вӗсене кашнинех кӑштах ураран ӳкермерӗ — чӑнах та, вӑл вӗсене ҫав тери начар апат ҫитерчӗ, Балкан леш енчи текен темле эрех ӗҫтерчӗ, тепӗр тесен, Шубин каланӑ пекех, вӗсене савӑнма нимӗн те кансӗрлемерӗ; Шубин пуринчен те шавлӑрах пулчӗ, пуринчен те сахалтарах савӑнчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн аппӑшӗ Дуся, шӑлнӗпе пӗр сӑнлӑрах тӗреклӗ хӗр, тӗрлӗ пули-пулмисем ҫинчен калаҫкаласа, хӑнана чей ӗҫтерчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мюльредине суранланман айӑккине вырттарчӗҫ, айне те, пуҫ айне те минтер хурса пачӗҫ, Элен ӑна шыв ӗҫтерчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл тухса кайнӑ-кайманах Славка асламӑшӗ мана ирӗксӗрех пӗр стакан сӗт ӗҫтерчӗ, икерчӗ, тӑпӑрч пӳремечӗ ҫитерчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра та Славка ман хута кӗмерӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Мудий Фабие те, Валерие те хистесех пӗрер чашӑк ӗҫтерчӗ, хӑй те ӗҫрӗ.Муций заставил и Фабия и Валерию откушать по чашечке и выпил сам.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Дарья, сӗтелсемпе саксене ҫилӗллӗн кӗмсӗр-кӗмсӗр шутарса урай ҫурӗ; старик кайнӑ хыҫҫӑн Ильиничнӑран курницӑна кӗме ирӗк илнӗ Дуняшка Наталья пуҫӗ вӗҫӗнче ларчӗ, минтере тӳрлетрӗ, шыв ӗҫтерчӗ; Ильинична, хушӑран пӗрре, айккинчи пӳлӗмре ҫывӑракан ачасем патне кӗркелесе тухрӗ, унтан курницӑна таврӑнчӗ те, питне аллисем ҫине хурса, пуҫне хурлӑхлӑн пӑркаласа, вӑрахчен Наталья ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дарья Натальйӑна шыв ӗҫтерчӗ, Ильинична питне саппун вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.Дарья отпаивала сомлевшую Наталью водой, Ильинична завеской сушила щеки.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ильич кӑпӑкланса тӑракан ӑшӑ сӗте ӑсса илчӗ те Ҫемене ӗҫтерчӗ…Тимофей Ильич зачерпнул теплого, вспенившегося молока и заставил Семена выпить…
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫемене водокачка юсама пахчана ӑсатнӑ чухне Ниловна сӗтел ҫине ҫупа вӗресе тӑракан ҫӑмарта хӑпартни лартса пачӗ, тата хӑнана ӑшӑ сӗт ӗҫтерчӗ, ир ҫинче, тӑм ӳкнӗ чухне, сивӗ пулмарӗ-и тесе ыйтрӗ, ҫавӑнтах ӗнер Анфисӑпа мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлес килнӗ пек, Ҫемен куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхса илчӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гришатка кунтах ларакан патьен патне васкарӗ, салтака шыв ӑсса ӗҫтерчӗ.Гришатка сунулся к стоящей тут же бадейке, дал напиться солдату.
Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Игнат Савельевич хӑнана эрех ӗҫтерчӗ, хӑйма ярса ӑшаланӑ чӑх какайӗ ҫиме сӗнчӗ; хӑй вӑл ҫулланса кайнӑ уссине якаткаласа, юратсах ӗҫсе-ҫирӗ; ҫанталӑк, юр тытнин усси ҫинчен, выльӑхсене хӗл каҫарасси, кашкӑрсене тытасси ҫинчен каласа пачӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.