Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳле сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳле (тĕпĕ: ҫӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана юрататӑп! — терӗ хут таткине пурте курмалла ҫӳле ҫӗклесе.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Ку мӗн япали», — тесе ҫӳле пӑхрӗ те Кирилл, чӗтрене ерчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫулӑм ҫӳлтен ҫӳле хӑпара пуҫларӗ, кӗҫех Микки патне ҫитмелле.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Сухаҫ чапне, токарь чапне, чабан чапне ҫавӑн пек ҫӳле ҫӗклерӗ юратнӑ ҫӗршывӑмӑр, ӗҫҫыннисен ҫӗршывӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Башня, ав, пӗлӗтсенчен те ҫӳле кармашнӑ, вӑл унта тӗнчене курать, илтет, хӑй курни-илтнине пире пӗлтерет.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пуҫна ҫӳле каҫӑртни — ӗҫе пула ҫӗкленнӗ ытти ҫынсене кӳрентерни, вӗсен ӗҫне картманни, тӗрӗссипе, хӑвна хисеплеменни, пӗтерем тени…»

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Анчах халӑх чысне тивӗҫлӗ пулнипе каппайланса, пуҫна ыттисенчен ҫӳле ан каҫӑрт.

Помоги переводом

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чугун ҫул леш енче, кӑштах курӑнакан завод корпусӗсем ҫийӗнче, каҫхи сӗмлӗх чаршавне таҫта ҫӳле ҫитиех сирсе, стройка ҫути шурӑмпуҫ пек ҫӗкленнӗ.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен ҫамрӑк ҫын строитель ӑсталӑхӗн чи аялти картлашки ҫине пырса пуснине, унтан вара ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пынине курса савӑннинчен пысӑкрах савӑнӑҫ ҫук маншӑн.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сан мухтавна мӗн ҫав териех ҫӳле ҫӗклени, эсӗ мӗнпе ҫав териех пуянни ҫинчен ҫырӑттӑм та ҫырӑттӑм эпӗ, сан сӑпкунта ӳссе ҫитӗннӗ хӗр, хамӑн ҫак паллӑ кун шурӑ хут ҫине ӳкекен сӑмахсенче.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эп ҫӳле хӑпартӑм та.

Помоги переводом

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Ваня шывра ишес енӗпе республикӑра йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗрре мар ҫӗнтерӳпе таврӑнса район чысне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Помоги переводом

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑл, Аня, темшӗн питӗ хӑраса кайрӗ, Мосальский халь, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе дирижёрлаканскер, унран ытла та инҫе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫулҫӑсем витӗр вӑрман ӑшне халь ҫӳле ҫӗкленнӗ уйӑх хӑйӗн кӑвак ҫутине пӗр вӗҫсӗр сӑрхӑнтарса юхтарчӗ, ҫӑлтӑрсем куҫ хӗсмелле вылярӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Этем чунӗн ирсӗрлӗхне урапа таптаса, этем чунӗн пархатарлӑхне ҫӳле ҫӗклесе, ҫавӑн пек майпа ҫеҫ ҫав ирсӗрлӗхе ҫӗнтерме тупа турӑм…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Санӑн ҫунатсӑрах сывлӑша вӗҫсе, чӑмса хӑпарас килет, ҫӳлтен аяла та мар, аялтан ҫӳле чӑмас килет!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫапах та кинопа телевидение ҫӳле ҫӗклессине чӗрӗ театра пӗтерсе хурасси урлӑ туса пымалла марах ӗнтӗ.

Помоги переводом

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӗкленӗҫ пиншерӗн сывӑ Ҫамрӑксем ҫӳлтен ҫӳле.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней