Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнчен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: кайӑр та Турӑ ҫиллине тултарнӑ ҫичӗ куркана ҫӗр ҫине тӑкӑр, терӗ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫичӗ ангелри ҫичӗ асап пулса пӗтмесӗр Турӑ Ҫуртне никам та кӗреймерӗ.и никто не мог войти в храм, доколе не окончились семь язв семи Ангелов.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑватӑ чӗрчунран пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн курка пачӗ; куркисене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллине тултарнӑ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ асап тытса тӑракан ҫичӗ ангел тухрӗ; вӗсем тап-таса, ҫап-ҫутӑ тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ тӳпере тата тепӗр тӗлӗнмелле аслӑ паллӑ — юлашки ҫичӗ асапа тытса тӑракан ҫичӗ ангела — куртӑм; ҫав асапсем хыҫҫӑн Туррӑн ҫилли вӗҫленмеллеччӗ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль; 4. вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илсессӗн, эпӗ ҫырас тесеччӗ, анчах ҫӳлтен сасӑ илтрӗм; вӑл мана: ҫичӗ аслати мӗн каланине пытар, ӑна ан ҫыр, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫичӗ трупа тытса тӑракан ҫичӗ ангел трупапа кӑшкӑртма хатӗрленчӗ.6. И семь Ангелов, имеющие семь труб, приготовились трубить.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм; вӗсене ҫичӗ трупа панӑччӗ.2. И я видел семь Ангелов, которые стояли пред Богом; и дано им семь труб.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ пукан умӗнче ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунать — Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ ку.и семь светильников огненных горели перед престолом, которые суть семь духов Божиих;
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сардис Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне тата ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса Тӑраканӗ ҫапла калать: сан ӗҫӳсене пӗлетӗп; сана чӗрӗ теҫҫӗ, анчах эсӗ вилнӗ. 2. Вӑран, хӑвӑнта мӗн сыхланса юлнине тӗреклӗлет, унсӑрӑн вӑл халь-халь вилме пултарать. Эпӗ пӗр ӗҫне те Манӑн Туррӑм умӗнче вӗҫне ҫитиччен туса ҫитернине курмастӑп. 3. Ху мӗн йышӑннине, мӗн илтнине аса ил те вӗсене тытса тӑр, ӳкӗн. Сыхӑ тӑмасассӑн, Эпӗ сан патна вӑрӑ пек пырса кӗрӗп, Эпӗ хӑш сехетре сан патна пырса кӗнине эсӗ сисеймӗн те. 4. Ҫапах та санӑн Сардисра, нумаях мар пулин те, хӑйсен тумтирне ирсӗрлетмен ҫынсем пур. Вӗсем Манпа пӗрле шурӑ тумтирпе ҫӳрӗҫ: вӗсем ҫакна тивӗҫлӗ. 5. Ҫӗнтерекенӗ шурӑ тумтир тӑхӑнӗ; Эпӗ унӑн ятне чӗрӗлӗх кӗнекинчен кӑларса пӑрахмӑп: унӑн ятне Аттем умӗнче, Унӑн ангелӗсем умӗнче каласа пӗлтерӗп. 6. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм; 13. ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ӳкӗтле ӑна; ӳкӗнсессӗн, каҫар ӑна; 4. вӑл сана урлӑ пырса кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, кунне ҫичӗ хут каялла пырса: «ӳкӗнетӗп» тесессӗн, каҫар ӑна, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ӑна ҫапла калать: ҫичӗ хутчен теместӗп сана, ҫичӗ хут ҫитмӗл таран, тетӗп.22. Иисус говорит ему: не говорю тебе: до семи раз, но до седмижды семидесяти раз.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
101. Вӑл мана каларӗ: малтан каланине ҫичӗ кун хушшинче курмашкӑн вӗсем ҫичӗ кун ирӗклӗ пулӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсен вырӑнне пуҫтарӑнӗҫ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн суранӗсене ҫыхса янӑ чухне, унӑн суранлатнӑ вырӑнӗсене сипленӗ чухне, уйӑх ҫути хӗвел ҫутийӗ пекех пулӗ, хӗвел ҫути вара ҫичӗ хут ҫутӑрах, ҫичӗ кун хушшинчи ҫутӑ чухлех пулӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иовпа пӗрле вӗсем ҫӗр ҫинче ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ ларнӑ; Иов ҫав тӗрлӗ асапланнине кура нихӑшӗ те ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.