Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑншӑн (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑншӑн юратаҫҫӗ те ӑна ҫамрӑксем.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Такам ҫинчен те, тем те пӗлнӗ вӑл, ҫапах упӑшкин вӑрттӑнлӑхне ҫеҫ пӗлеймен, ҫакӑншӑн вара калама ҫук хытӑ асапланнӑ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сана вилсен те ҫакӑншӑн ҫӗр йышӑнмӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫакӑншӑн вара ватӑсем чӗреренех савӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ҫакӑншӑн шутсӑр савӑнса «Чуна парсах, тӗплӗн алӑ хурса ӗҫлесен, темле вырӑна та юмахри пек илемлетме пулать иккен», — тесе шутларӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫакӑншӑн Сахар йыттине хытах тарӑхнӑччӗ, тепрехинче ыттисене те туласа тӑкӗ, тем курса лармалли пулӗ тесе, Пӑва хулине илсе кайса ҫӗтерсе хӑварнӑччӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чух кӳршӗ-аршӑсем Хветута ҫакӑншӑн самаях ятланӑччӗ, хамӑра каламаллаччӗ, хамӑр каснӑ пулсан, Паласкасра миҫе ҫӗнӗ мунча пулатчӗ тенӗччӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑншӑн ӑна ашшӗ килтен хӑваласа кӑларса янӑ.

Помоги переводом

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑншӑн пилӗк ҫул таран тӗрмене хупса лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушартан ҫӑлӑнса юлчӗ пулин те, Сахар ҫакӑншӑн савӑнмарӗ, пуҫне усса, вӑрахчен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс мана ҫакӑншӑн илсе килтӗн-и?

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑншӑн каҫаратпӑр-и вырӑссене, княҫсемпе мӑрсасем, юзбашисемпе улансем?

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхана ваттисенчен ҫакӑншӑн та ӳпкев сӑмахӗ тиврӗ: ун патне хӗлӗпе тенӗ пекех темле палламан ҫынсем килсе ҫӳренӗ имӗш.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара ҫакӑншӑн мана айӑпласшӑн.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сана ҫакӑншӑн тавӑрмасан ҫӗр ҫинче те пурӑнам мар.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никама шарламарӗ, анчах ӑшра ҫакӑншӑн та пӗчӗк ача пекех хӗпӗртерӗ каччӑ: Япанча ҫыннисем Тукай урхамахӗн сӑнчӑрлӑ тӑллине те ҫӗмӗреймен.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна ҫакӑншӑн чӗннӗ пулсан, унпа ҫакнашкал тӳрккессӗн калаҫаҫҫӗ пулсан Мухамедьяр та парӑмра юлас ҫук хан умӗнче.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрать, урлӑ выртакана тӑрӑх ҫавӑрма пултарнӑ та, анне те ҫакӑншӑн савӑнатчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӗсене чӑнах та ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас килет.

Помоги переводом

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Анастасия Александровна мана ҫакӑншӑн мухтарӗ, хаҫат ҫине ҫырма кансӗр тесе, виҫӗ листа хут пачӗ.

Помоги переводом

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней