Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫулӑмла йӑлкӑшса выляннӑ юмахран ун ҫинче кӗпе-йӗмпе шлепке кӑна юлчӗҫ.Оставались на нем от так пламенно сверкнувшей сказки лишь белье и шляпа.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Икӗ шлепке — улӑмран тата фетртан.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Малтан нимӗн тума та пӗлменскер — Корнелия Давенант чӑлха ҫыхма, шлепке ӑсталама, рак хуранӗнчен рамка е курупка ҫыпӑҫтарма вӗренчӗ, тепӗр чух чечекпе сутӑ турӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн кивӗ сенкер костюм, — ӑна вӑл пирвайхи шалӑвӗн пур-ҫук укҫипе туяннӑччӗ, — тата хӗрелсе тӗссӗрленнӗ хӑю ҫыхнӑ улӑм шлепке пур.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран сарлака хӗрӗллӗ шурӑ шлепке, сӑрӑ сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, атти чӗр куҫҫи таран, мӑйне сарӑ тутӑр ҫыхать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шлепке татӑкӗ — кӗтесрен мӗлтлетсе ҫухалнӑскер, — ҫакӑ кӑна.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Кунта унӑн алли шлепке хӗррине тытрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Унӑн аллинче — пушмак, шлепке, костюм, вӑл вӗсене Эдвея пачӗ.В его руках были башмаки, шляпа, костюм, и он подал это Эдвею.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Куккурус тунисене, картасене хуҫса пӗтерчӗ; тольпе тимӗр ҫи виттисем вырӑн-вырӑнпа хӑйпӑнса авӑннӑ — шлепке хӗррисем пек.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
— Ҫапла, ҫапла… — ҫирӗппӗнех мар, анчах хаваслӑ кулӑпа хуравларӗ Джен, унтан упӑшкин шлепке айӗнчен тухса арпашнӑ ҫӳҫне тирпейлерӗ те хушса хучӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Кӑвак чечеклӗ сӑрӑ шлепке, ҫула тухмашкӑн тӑхӑнмалли йӳнӗ пальто, хупӑ ҫухаваллӑ ҫавнашкалах кӗпе, хул пуҫҫинчен ҫакса янӑ кивӗ сумкка ҫамрӑк хӗре ӗҫченлӗх сӗмӗ кӗртеҫҫӗ, хӑй вӑл ҫакна, паллах, асӑрхамасть.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫутӑ кӑвак юпӑнчӑ, пуҫне ҫавӑн тӗслех шлепке тӑхӑннӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Минюк Ваҫҫине хӑй шайккинчи Шлепке Микулайӗ леш тӗнчене ӑсатнӑ.Ваську Минюка отправил на тот свет Николай Шляпин из своей же банды.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ылттӑн пенснепе хура шлепке тӑхӑннӑ, аллине туя тытнӑ Шотман, — ӑна каснӑ-лартнӑ уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ дачник тейӗн, — каҫхине килсе ҫитрӗ те Ленина юлашки хыпарсем пирки питӗ хумханса шухӑшланӑ вӑхӑтра курчӗ.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«Шлепке ҫинчи страус тӗкӗсем мӑкӑрланмах пуҫланӑ, кӑмрӑкланса та ларнӑ, анчах та ҫулӑм хыпса илмен.«Да, верно, перья на шляпе задымились и даже обуглились, но огонь так и не вспыхнул.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл хӑйне час шанакан ҫынсене улталаса лартма вӗренсе ҫитнӗ те ҫапла майпа пуйса кайнӑ, мӑнкӑмӑлланнипе ҫав тери саралса кайнӑ, часах ӑсран тухнипе пуҫӗ ҫине виҫӗ шлепке тӑхӑнса янӑ (Римри папӑн пуҫа тӑхӑнмалли тиарне кӑтартса калани).
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Эпӗ ҫӗрле тӑхӑнакан калпакпа (манӑн шлепке тахҫанах ҫӗтӗлсе пӗтнӗччӗ) сулма пуҫларӑм, утрав хам тӑракан чуллӑ сӑрт патне ҫывхарсан, пӗтӗм сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнтӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тулли кӗлеткеллӗскер, мӑнаҫлӑскер, кайӑк тӗкӗсемпе илемлетнӗ шлепке тӑхӑннӑскер вӑл чӑн-чӑн дама пек курӑнать.Дородная, величественная, в шляпе с перьями, она выглядела как настоящая дама.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Телее, ку ҫӗршывра ҫӗрӗ пит тикӗс те яка пирки шлепке эпӗ шухӑшланӑ пекех лӳчӗркенмен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем шлепке хӗррине ик шӑтӑк тунӑ, вӑрӑм вӗренсенчен кӑкарнӑ ҫеклӗсем тирсе ҫаклатнӑ, вӗренӗсене ут таврашӗнчен кӑкарса янӑ.Они пробили в полях две дыры, продели в них крючки на длинных веревках и прицепили веревки к упряжи.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.