Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑюлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
хӑюлӑх (тĕпĕ: хӑюлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрпе те калаҫас килет, анчах хӑюлӑх ҫитмест.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Халь ӗҫре хӑюлӑх кирли кунсеренех сисӗнет.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унӑн та хӑюлӑх тупӑнчӗ, вӑтанма пӑрахрӗ, пухусенче тухса калаҫма вӗренчӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эс анчах мана ӑнланаканни, Хветуҫ, — пӑшӑлтатать те вара Парамун, хӑйне таҫтан муртан сасартӑк хӑюлӑх пырса ҫапнине туять…

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ялтан Хусана тухса кайнӑ-кайманах, Ҫтаппан, пӗр талӑк хушшинче тенӗ пек, хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе йӗркелӗхне ансатах ҫухатать, ҫӑмӑлттая тухса каять: вӑл циркри паттӑрпа та, ним именсе-тытӑнса тӑмасӑрах, кӗрешме хӑюлӑх ҫитерет, намӑс ҫуртне лексе ҫылӑха кӗрет, хула урамӗсем тӑрӑх яш ачалла чупса ҫӳрет, унччен нихӑҫан ун йӑлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ӗҫет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Анук, — юлашкинчен хӑюлӑх ҫитерчӗ Микула, — Вӑт… атте мана авланма хушать…

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑва мухтав! – терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов фронтовиксен ӑрӑвӗ паттӑрлӑх, хӑюлӑх, ирӗклӗх, пӗрлӗлӗх тӗслӗхӗ пулнине палӑртса.

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Пытарнӑ япаласене Совета пама хӑюлӑх ҫитернӗ пулсан, кам пӗлет, вӑл, хӑранипе, мана та сутма пултарӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӗр хушӑ ывӑлӗ хыҫҫӑн кайма та, шала кӗме те аптӑраса тӑчӗ, унтан тин, хӑюлӑх ҫитерсе, председатель алӑкне шаккарӗ.

Помоги переводом

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн ҫак пухура ларакан хӗрсем ҫаплах ял хушшинче пур ҫӗртре те арҫынсемпе тан хутшӑнса ӗҫлеме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ-ха.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫакна асӑрхарӗ-ха, хӑйне те темле аван мар туйӑнса кайрӗ, ҫапах та йӑпатса лӑплантарма хӑюлӑх ҫитерчӗ ҫитерчех.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр ача пуҫне ҫӗклерӗ, чӗвен тӑчӗ, каччӑ хӑйне чуп тӑвасса кӗтрӗ пулас, анчах Иливан, халиччен никама та чуп туса курманскер, иккӗленсе тӑчӗ, хӑюлӑх ҫитереймерӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене тепӗр хӗр ача каланӑ пулсан каччӑ ӑна тӳрех ыталаса илетчӗ пуль, чуп тума та хӑюлӑх ҫитеретчӗ пуль.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсаран мӗн те пулин ыйтма е ӑна чӗре ҫывӑхӗнчи сӑмаха калама вӗсем хӑюлӑх ҫитереймерӗҫ.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кожендей мӑрса ыйтнӑ ав, вӑл хӑюлӑх ҫитернӗ, кӗҫҫе пит.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах кам вӑл, ҫав пулас воевода — ӑна ыйтма нихӑшӗ те хӑюлӑх ҫитереймерӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан арӑмӗ хӗрарӑм тарҫӑсемпе хапхаран тухтӑр ҫеҫ, ҫынсем ӑна аякранах пуҫ таяҫҫӗ, дервишсем пӗр-икӗ сӑмах хушма хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, Владимир Капитоновӑн, чӑн-чӑн паттӑрӑн, хӑюлӑх тӗслӗхӗпе те хӑпартланса чылайӑшӗ ун пек пулма тӑрӑшӗҫ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

— Эп вӗсене начар ҫапӑҫаҫҫӗ тесе каламан пулӑттӑм, — хирӗҫлеме хӑюлӑх ҫитерчӗ бакши.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь манӑн унпа калаҫма та хӑюлӑх пур, калаҫрӑмӑр та, эп ӑна сӑмаха вӑраха ямасӑрах хамӑр шкула пыма чӗнтӗм.

Помоги переводом

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней