Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутне (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ хутне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ВГО вице-президенчӗ Артем Манукян алӑ пуснӑ.

Помоги переводом

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

— Эпӗ те ҫаплах каларӑм мар-и! — хутне каялла чикрӗ Муратов.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ӑна мӗн тустармалли пур, — Григориу хутне кӗчӗ тахӑшӗ.

Помоги переводом

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухса кайнӑ ҫынсен хутне кӗрсе, мӗншӗн чӑркӑшмаллаччӗ-ха Прутковӑн?

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алиса канфет хутне тепӗр хут шӑлса якатрӗ, тепӗр хут чӳрече тӗлне тытса пӑхрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл канфет хутне шӑлкаласа якатрӗ те чӳрече тӗлне тытса пӑхрӗ, каллех кӗлеткине чӗтретсе кулчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑтаймасӑр кин хутне кӗреттӗмччӗ те вара Ҫтаппанпа сиксе тавлашаттӑмччӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Агрослетра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Ӗҫ ветеранӗ Равиль Валиуллин Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав хутне тата асӑнмалӑх сехете тивӗҫрӗ.

Помоги переводом

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

— Эс Филипп Сидорович сӑмахне питех хӑлхуна ан чик — ӑнлантару хутне хӑвӑртрах ҫыр, Семен Семенович валли вӑл, унсӑрӑн инкекрен хӑтӑлаймастӑн.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Апла ан тиркӗр ӗнтӗ Петр Васильевича, — тӑванӗн хутне кӗчӗ Таранов.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна Шупашкар хулин мана хайхи штраф хутне чикнӗ ҫырӑва ярса панӑ административлӑ комиссийӗн представительне телефонпа ӑнлантарса пама тӑтӑм.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Шӗмшеш тата Тавӑт территори пайӗн начальникӗсене Ирина Ивановӑпа Раиса Григорьевӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хутне тата алла ҫыхмалли сехет пачӗҫ.

Помоги переводом

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Республика Пуҫлӑхӗн сехетне тата тав хутне илме тивӗҫнӗ вӗсем.

Помоги переводом

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Христина хутне каллех кӗсйине йӑпӑр-япӑр чиксе хучӗ те юлташӗнчен ҫапла ыйтрӗ.

Помоги переводом

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Кайса кур ӗнтӗ ывӑлна, ҫуралнӑ хутне кайса пӑх тата: Евгений Владимирович ҫуралнӑ!..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Автобус чарӑнакан тӗлте пӗр ҫын ҫумне ним ҫукранах ҫулӑхса кӳрентерме тытӑннӑ, ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, ун хутне кӗме тӑнӑ тепӗр ҫынна хӗнесе тӑкнӑ, унтан, ним пулман пекех, килӗсене саланнӑ…

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автобус чарӑннӑ тӗле пырса, ним сӑлтавсӑрах пӗр ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе амантса пӗтерчӗҫ, эпӗ ун хутне кӗме тӑрсан, хама хӗнесе тӑкрӗҫ…

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Руль умӗнче лараканни хӑйӗн шофер удостоверенине, ҫул хутне (путевка) тата кузовра выртакан ҫӗр улми пирки ҫырнӑ накладнойне кӑларса кӑтартнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ренада Вениаминовна Раҫҫей Президенчӗн Тав хутне те тивӗҫнӗ.

Ренада Вениаминовна также удостоена благодарности от Президента России.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней