Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан ӑна хӑйсен имшеркке те вӑйлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса йӑтса каяҫҫӗ.И, когда она вся была заполнена, брали ее на свои худые сильные плечи и уносили.
Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Унӑн — сарлака ҫамки ҫинче хура куҫхаршисем, витӗр курӑнакан таса куҫсем, хулпуҫҫийӗсем сарлака.
Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ырхан хулпуҫҫийӗсем ун чӗтресе илнӗ — вӑл макӑрса янӑ.
Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Спартак Красӑн чӑн-чӑн римлянинӑн хура сӑнарӗ ҫине, шӑмӑллӑ пичӗ ҫинчи уҫҫӑн палӑрса выртакан йӗрсем ҫине, кӗске мӑйӗ ҫине, сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫине, чӗркуҫҫи тӗлӗнче кӑштах тулалла кукӑрӑлса тӑракан чалӑш урисем ҫине пӑхса тӑчӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Хулпуҫҫийӗсем кӑштах тытаҫҫӗ пек… — иккӗленет кукамӑшӗ.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫнӗ хулпуҫҫийӗсем пӑхӑр пек ҫуталса йӑлтӑртатрӗҫ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Нумайӑшӗн ним ҫине хӑпарса тӑмалли те ҫук курӑнать, ҫавӑнпа та вӗсем, хӑйсен юлташӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине улӑхса, сывлӑшра чышкисемпе сулкаласа, кашни хӑйӗн сӑмахӗсене кӑшкӑрать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫавӑн пек йышлӑ халӑха хӑйсен хулпуҫҫийӗсем ҫинче тытса тӑракан рабочисем пачах халтан кайса ҫитнӗ пулмалла, нумайӑшӗ ӳкнӗ, пӗри кӑна ҫаврашка айӗнчен вӗҫерӗнсе тухнӑ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсен чӑлт шурӑ аллисем, кӑшт ҫеҫ витӗннӗ кӑкӑрӗсемпе олимпла хулпуҫҫийӗсем ылттӑн та ахах, яшма та рубин пӗрчисемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗвӗпе вӑл ҫӳллӗ мар, хулпуҫҫийӗсем сарлака, патвар, кӗске урисем питӗ ҫирӗп пусса тӑраҫҫӗ, хӑй ҫине тӑваткал-тӑваткал ӳкерчӗклӗ ковбойка тӑхӑннӑ, ун айӗнчен тата тепӗр кӗпе курӑнать; сӑнӗ-пичӗ хӗп-хӗрлӗ, ҫӳҫӗ те хӗрлӗ, ӑна вӑл мода хушнӑ пек «под бокс» кастарнӑ; куҫӗсем пысӑк, ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхаҫҫӗ, хулӑн тутисем ҫур уйӑх пек авӑнса тӑраҫҫӗ; пысӑк та мӑнтӑр сӑмсин вӗҫӗ ҫӳлелле кукӑрӑлса тӑрать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Вӑл пысӑк кӗрен кресла ҫинче ларатчӗ, арки вӗҫне хӑю, ҫухипе ҫаннисене шӑтӑкла тытнӑ ҫутӑ кӑвак капот тӑхӑннӑ, кӑтралансарах тӑракан сарӑ ҫӳҫӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинелле сапаланса кайнӑ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫамрӑкки куҫхаршисене сиввӗн пӗрӗнтерсе, пукан хыҫӗ ҫумнелле тайӑнса, итлесе ларатчӗ; аслӑраххи — ҫинҫешке те хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскер — сасартӑк питне алӑ тупанӗсемпе хупласа илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ, гимназист кӗнекене ывӑтса ячӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмӗ ура ҫине сиксе тӑрса тухса тарсассӑн, гимназист хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскерӗ умне чӗркуҫленсе ларчӗ те, унӑн аллисене чуптума тапратрӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫумӑрпа йӗпенсе ларнӑ кантӑк витӗр кӗркуннехи ир кухняри чӳречерен тӗксӗмӗн пӑхать; урайӗнче, сивӗ тӗттӗм ҫӗрте, кӑвак кӗлетке пӑшӑрханнӑ пек аллипе сулласа, чӳхенсе тӑрать; унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен, чалӑшса кайнӑ тутӑрӗ айӗнчен сайра ҫутӑ ҫӳҫӗ мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫинелле саланса усӑнса аннӑ, тутӑрӗ пӗрмаях пуҫӗ ҫинчен ана-ана каять; карчӑк ӑна сулахай аллипе хытӑ тӳрлетсе: — Пӑчланман тутӑрӗ! — тесе мӑкӑртатать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав вӑхӑтра Вавжон икӗ аллине те хӗрӗн ырхан хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те ҫавӑн пекех лӑпкӑн та хӑрушшӑн малалла тӑсрӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫак ҫын пӗвӗ-сийӗ ҫав тери ҫирӗп, гранитран тунӑ пекех: пуҫӗ пысӑк, ҫамки ҫӳлӗ, пичӗ сарлака та тӗксӗм, мӑйӗ шӑнӑрлӑ, хулпуҫҫийӗсем анлӑ, тӗреклӗ, аллисем вӑйлӑ та пысӑк, вӗсем ӗҫпе хытнӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каблуков кӗрнек, хулпуҫҫийӗсем сарлака, вӑрт-вартах мар, сӑн-пичӗ уҫӑмлӑ, ҫӳҫӗ-ҫурҫӗр енчи ҫынсенни пек сарӑ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑйлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине шурӑ киптар — ҫанӑсӑр кожушок ахальтен тенӗ пек ҫеҫ уртса янӑ, ӑна ҫемҫе тунӑ тиртен ҫӗленӗ, хитре пуставпа туллатнӑ, умне питех те лайӑх илемлетнӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл унта нумай тӑмарӗ, анчах тухнӑ чухне ӗсӗклесе йӗнӗрен хулпуҫҫийӗсем туртӑна-туртӑна илчӗҫ.Она пробыла там недолго, но, выходя оттуда, у нее плечи подергивались от всхлипываний.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав минутрах таҫтан, тӗттӗм чӑтлӑхӗнчен, сарафан тӑхӑннӑ пӗр хӗрарӑм сиксе тухрӗ, сапаланчӑк ҫӳҫӗ-пуҫӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинелле йӑтӑнса аннӑ.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Липучкӑн хулпуҫҫийӗсем сиккелеме пуҫларӗҫ, хырӑмне аллипе ярса тытрӗ.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.