Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйӑрса (тĕпĕ: уйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Значӑтцӑ, манӑн каяс пулать, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ Хумкка мучи, колхоз председателӗн янравлӑ сассине таҫтанах уйӑрса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗсйине тепӗр пин уйӑрса чикрӗ те, ятарласа йӳҫӗтнӗ пыл сӑра пичкине илсе, Атӑлкассине тухса кайрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку пӑрахут ӑна, ҫуралнӑ ҫӗршывӗнчен уйӑрса, таҫта ют ҫӗршыва, ют ҫынсем хушшине пӗтерме илсе каяссӑн туйӑнчӗ…

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа санӑн ман валли хуть те мӗн каласан та виҫӗ «путек» уйӑрса пама тивет.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкне йӗркене кӗртме уйӑрса сая яма, Сад микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме малтан пӑхнинчен ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкаклама укҫа тупӑннӑ-ҫке…

Помоги переводом

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Ҫапла каччӑн хӑйне куллен ирӗклӗ тытмалӑх ҫеҫ мар, кирлӗ кун валли уйӑрса хумалӑх та укҫа пур.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫа автомашинӑран 160-180 метр ҫеҫ уйӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫитес уйӑхран хам валли кӗпе-тумтир туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса хӑварма тытӑнас тетӗп.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Халь, ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче, хама сӗнекен ӗҫе хирӗҫлемесен, ӑна йышӑнсан, — шутларӗ Ирина, — вӑл ман ҫума куршанак е ана пыйти пек ҫыпӑҫса ларӗ, уйӑрса та пӗтереймӗн, чӑн-чӑн стройка ӗҫне те хутшӑнаймӑн».

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Бараксемпе пӳртсем хыҫне кашни ҫемьенех ҫӗр уйӑрса панӑ.

Помоги переводом

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тент витнӗ грузовик вырӑнне вӑрман касакансене илсе ҫӳреме автобус уйӑрса пачӗҫ.

Помоги переводом

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман касакансене тент витнӗ автомашина уйӑрса панӑ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ун сӑмахӗсене аванах уйӑрса илчӗ:

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мана Иван Капитонч автомат-пӑчкӑ панӑ, сана — чӗтретекеннине; мана Иван Капитонч шалкӑм вӑрман уйӑрса панӑ, сана — шӗшкӗ вӗтлӗхӗ.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑваш хӗрӗсемпе вырӑсла тумланнӑ пикесем хушшинче те таҫтанах уйӑрса илнӗ пулӗччӗ вӑл ӑна.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аслисене уйӑрса кӑларасшӑн, ҫӗнӗ паҫмасем касса парасшӑн, — пайларӗ пӗррехинче вӑрҫӑ умӗн ҫемье пуҫӗ савӑнӑҫне Ермолайпа.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсем кӑвайт чӗртрӗҫ, йӗритавра ларса тухрӗҫ, пашалӑва пӗр пек пайсене уйӑрса ҫирӗҫ, уйран ӗҫрӗҫ, вилнисене асӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мана лашапа урапа уйӑрса пар-ха, тархасшӑн, Силыч.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗнпур ушкӑнран уполномоченнӑйӗн чӑрсӑр куҫӗсем Ваҫилене уйӑрса илчӗҫ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хӑйне евӗрлӗхпе вӑл ӑна ытти ҫӗршер ҫынран та уйӑрса илме пултарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней