Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турат сăмах пирĕн базăра пур.
турат (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлти шпалӗ ҫумне стереотруба ҫирӗплетсе лартнӑ; унӑн мӑйракисем ҫумне темиҫе турат ҫыхнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй те мӑйракаллӑ турат пек курӑннӑ.

К верхней шпале была привинчена стереотруба; к её рогам было привязано несколько веток, так что сама она походила на рогатую ветку.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

14. Ун турачӗсен вуллинчен вут тухнӑ та унӑн ҫимӗҫне ҫунтарса янӑ, ӗнтӗ унӑн патша туйине юрӑхлӑ пӗр ҫирӗп турат та юлман.

14. И вышел огонь из ствола ветвей ее, пожрал плоды ее и не осталось на ней ветвей крепких для скипетра властителя.

Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чи малтан ачасем памятник тавра территорие тасатнӑ – ҫумкурӑксене касса тухнӑ, ҫӳп-ҫапа шӑлса тасатнӑ, кивӗ турат хуҫӑкӗсене пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Эпир ҫак ӗҫе хамӑр тӳпе хывма пултарнипе мухтанатпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3786838

Вӑл шалалла кӑштах вӗҫсе кӗчӗ те каллех турат ҫине ларчӗ, хурлӑхлӑн тархасласах тем ыйтса чӗвӗлтетрӗ.

Помоги переводом

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Пӳртре хӗл каҫнӑ имшеркке турат ҫине тухса ларнӑ-ларман тепри ӑна пӗррех пырса ҫатлаттарчӗ айккинчен.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ларсан-ларсан ҫунаттине сулкаласа турат ҫинче утьӑкка турӗ те сикрӗ ӳкрӗ йӑвасенчен пӗрне.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Лешсем, сӑртсемпе тусем, тинӗссемпе юхан шывсем урлах мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе килнӗскерсем, йывӑҫ ҫине вырнаҫнӑ кивӗ ҫурчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ: хӑшӗ турат ҫӗклет, хӑшӗ пӳрчӗ-ҫурчӗ умӗнче хуралта ларать.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Ҫумӑр ҫума пуҫласан, Вовӑна саламланӑн, ҫурт тӑрринчен ӳкекен йывӑр тумламсене пула ешӗл турат вӗҫӗсем пӗрре ҫӗрелле авӑнаҫҫӗ те тепре ҫӳлелле чӗвен тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫӳлте, утмӑл турат чечекӗ евӗр кӑн-кӑвак тӳпере, сӑпса мӑнӑш самолет шурӑ хӳре хӑварать.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑхӑт асламӑшӗн хӑлхине темпе мӑкласа кайнӑ иккен, утмӑл турат евӗр сенкер пулнӑ куҫсене тӗссӗр сӑрпа витнӗ.

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Малтан турпаспа турат таврашне суйла.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шарт тӑвать пӳртре хӑрӑк турат, шарт туса сасӑ парать пӗрене тул енчен.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑрӑк турат хуҫса таврӑнма май ҫук-ши тетӗп те…

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Турат куҫӗнчен тарланӑ шыв юхса аннӑ пек, палламан ҫын куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса анать.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнерхи турат куҫӗнчен тарланӑ шыв юхса аннӑ пек, пиччӗшӗн икӗ куҫӗнчен харӑсах шултра тумламсем йӑлтӑртатса тухаҫҫӗ те чӗтрекен тута хӗррине ҫитиех ярласа анса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗр тӗлтен, турат куҫӗнчен куҫҫуль юхнӑ пекех, тумлам йӑрласа анса каять…

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аяккалла ӳсекен тачка турат ҫине хӑйпе пӗрле хуларанах илсе килнӗ вӗрене персе ячӗ.

Помоги переводом

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑнах карӑк юр ҫинчен вӗҫсе хӑпарчӗ те турат ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл каллех турат купине вырӑнтан вырӑна куҫарма тытӑнчӗ, Алюнана тупасса шанчӗ, анчах тар юхтарса тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чӑн-чӑн этем, турат куҫӗсене уҫса хупмасть ҫеҫ выртан каска.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней