Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тумламсем (тĕпĕ: тумлам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрес умне пӑталанӑ ҫара ӳт тӑрӑх юлашки тумламсем юхаҫҫӗ.

Последние капли стекали по распятому голому телу на кресте.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл хаклӑ тумламсем ҫине кӑна пӑхса тӑчӗ: вӗсем стакан тӗпне шаккама чарӑнчӗҫ ӗнтӗ, пӑлт! пӑлт! туса ӳксе, шыва чӳхентерсе, стакана тултарсах пычӗҫ.

Он смотрел на драгоценные капли, которые уже не стучали, а булькали, с тихими всплесками наполняя стаканчик.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Васильев та халӗ ҫавнах туйрӗ пулмалла: васкаман тумламсем стакан тӗпне сайран-сайран пыра-пыра ӳкеҫҫӗ.

Вероятно, Васильев испытывал сейчас то же самое: редко стучали неторопливые капли в дно стаканчика.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унтан ҫумӑр кӗрет, ку вӑл хумсем айкканнипе ҫапла: тумламсем аялалла вӑйлӑ ҫумӑр чухнехи пекех ӳкеҫҫӗ.

Оттуда шел дождь: это волны метались над шаром, и брызги их ливнем падали вниз.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хунар ҫутинче йӑлтӑртатса илекен алхасса кайнӑ хумсене тата янӑраса тӑракан урай ҫине кантӑк мӑйӑрсем пек шултра та йывӑр тумламсем пырса ӳкнисӗр пуҫне вӗсем урӑх нимӗн те курмаҫҫӗ…

Они ничего не видели, кроме растрепанных волн, блестевших в свете фонаря, и крупных, тяжелых брызг, падавших на звенящий настил, точно стеклянные орехи…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Ачасем питӗ хӑраҫҫӗ-и? — пӑлханса ыйтрӗ Гасанов, Григоряна питрен тинкерсе пӑхса: хунарӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн питҫӑмартийӗсем янахӗ тӑрӑх юхса анакан ҫутӑ тумламсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Ребята очень боятся? — с тревогой спросил Гасанов, всматриваясь в лицо Григоряна: в слабом свете фонаря блестели капли, ползущие по его щекам и подбородку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ҫиелтен эмальпе сӑрланӑ витти ҫине сарӑ тумламсем тухнӑ.

На поверхности эмалевой краски выступили желтые пузырьки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унсӑр пуҫне тата тумламсем, лупашкана чӑмса, хӑмпӑ кӑларнине сӑнама пит кӑмӑллӑ.

И еще я люблю смотреть, как дождевые капли хлещут по лужам.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Чӳрече умӗнчи хупах ҫине шултра тумламсем пат! пат! ӳкеҫҫӗ.

Под окном росли лопухи, слышно было, как дождевые капли, скатываясь с крыши, барабанят по широким зеленым тарелкам.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хуралтӑсен тӑррисенчен тумлакан куҫҫуль пек таса тумламсем шӑннӑ та ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Выпал день с первой, чистой, как слеза, капелью, с крыш свесились сосульки…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем хыҫҫӑн, лашасен чӗрнисем айӗнчен, темиҫе пин тумламсем сирпӗнсе, ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн йӑлтӑртатса юлчӗҫ.

Из под копыт лошадей разлетались во все стороны тысячи сверкающих брызг.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тумламсем пӗр вӗҫӗмсӗр янӑраҫҫӗ.

Звенит и звенит капель.

Тӑванӗ мӗн чухлӗ унӑн! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ытти ҫӗрте ҫуркунне шӑрши кӗрет, пӳрт ҫийӗнчен савӑнӑҫлӑ тумламсем сикеҫҫӗ, ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, кунта ҫил-тӑман вӑхӑчӗ килсе ҫитрӗ.

В других местах уже остро пахнет весной, прыгают с крыш веселые капели, чирикают воробьи, а здесь наступила пора метелей.

Награда // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӑш чух сӗт аяккалла сирпӗнет, ҫӳллӗ курӑксем ҫинче шурӑ тумламсем пулса лараҫҫӗ.

Хлестнет какая-нибудь струйка в сторону, и закачаются белые капли на высоких травинках.

Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл тумламсем каллех савӑтне юхса анаҫҫӗ.

Стечет вниз и опять станет вода.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав тумламсем ӑҫтан пулса лараҫҫӗ-ши?

Откуда взялась эта вода?

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыв та ӑшӑпа сарӑлать те, куҫа курӑнми тумламсем пулса, сывлӑша каять.

Вода от тепла раздается и вся разойдется на такие маленькие частички, что их глазом не видать, и уйдет в воздух.

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав тумламсем мана темӗнтен те тутлӑн туйӑнатчӗҫ.

И росинка эта вкуснее всякого напитка кажется.

Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав тумламсем курӑкӑн пурҫӑн пек ҫемҫе ҫулҫисем ҫинче, ҫӑмлӑ енче, тек каллӗ-маллӗ кускаласа ҫӳреҫҫӗ.

Листок этой травы внутри мохнат и пушист, как бархат; и капли катаются по листку и не мочат его.

Курӑк ҫинчи сывлӑм шывӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пач урӑхла, шӑп та шай патшапа халӑх хӑйсем ҫине ҫавӑн чухлӗ ҫумӑр тӑкнӑ усал сывлӑша ҫапса хуҫрӑмӑр тенӗ самантра вӑхӑтлӑха ҫуталнӑ тӳпе каллех тӗксӗмленчӗ, малтанхи йывӑр тумламсем ҫӗре патлатса ӳкрӗҫ.

Напротив, как раз в ту самую минуту, когда королева и народ уже воображали, что злые духи, которые обрушивали на них столько ливней, сломлены, небо, на миг просветлевшее, нахмурилось еще больше, и первые тяжелые капли дождя упали на землю.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней