Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куллен ҫителӗклӗ памасан сӗт этем организмне кирлӗ паха япаласемпе тулӑх пулмасть.
Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.
Сад пахчи пек ман ҫӗршывӑм Тулӑх ҫитӗнетчӗ.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Пуп майри ачи еннелле ҫаврӑнса, — тулӑх ача ун ывӑлӗ пулас, — те тем кӑтартрӗ, те хушрӗ темӗн, анчах лешӗ лӳ те тумарӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Нихҫан та кун пек тулӑх пурӑнман вӗсем.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑмӑлӗ унӑн Мулкач Терушӗ пек юрлӑ ҫынсем еннелле мар, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнакансем патнелле туртӑнать.Но молит он Пюлеха не за таких голяков, как Теруш Заяц, а за людей зажиточных, крепких.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пырать Ишутӑн пысӑк ӗҫ: Вӑл пуйрӗ халь — ун пурнӑҫ тулӑх, Ӳсет вӑй-хал; пулать ун кӗҫ Юман кати, ҫӑл куҫӗ, улӑх.
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӑхсан, куратӑн-ха сӑртран: Кунта илемлӗх, тулӑх, хӑтлӑх, Анчах чӗр чунӗ ӑнсӑртран Кӗрсен, тухман-мӗн — ҫӑтнӑ путлах.
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫӗршыв тулӑх пулсан, Пурнӑҫ тӑнӑҫ пулсан, Ма хавассӑн пӗрле юрлас мар!
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
Пурнӑҫ ытла тулӑх марччӗ, тепӗр чух какайсӑр шӳрпе ҫеҫ сыпатчӗҫ, типнӗ пулӑ ҫеҫ кӑшлатчӗҫ, ҫапах та никам та ӳпкелешместчӗ.
15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ятламас мӑрса ҫаранӗсене кайса курнӑ — ҫын пытанмалла курӑк ӳсет ҫуркунне ейӳ сарӑлакан тулӑх вырӑнсенче.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юратса тӑрӑшсан ҫӗр кӳрентермест, тыр-пул, выльӑх апачӗ те тулӑх ҫитӗнеҫҫӗ.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n
Ҫӗр тулӑх вӗсен, улӑх-ҫаран темӗн чухлӗ, утсем ҫӑмарта пек.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Пур, анчах Сарыевӑнни пекех тулӑх мар.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйӗн пурнӑҫне финанс ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗплӗх, тулӑх пурнӑҫ, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, телей тата пӗтӗм лайӑххине сунатӑп!
Олег Николаев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/08/gla ... aet-s-dnem
Ҫынсен тулӑх пурнӑҫӗ тата унӑн пахалӑхӗ, патшалӑх социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫласси, экономика ӳсӗмӗпе унӑн уйрӑм отраслӗсем, Чӑваш Республикин аталанӑвӗ валли ҫирӗп никӗс йӗркелесси шӑпах ҫакӑнтан килет.
Олег Николаев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/08/gla ... aet-s-dnem
Вӑл халиччен Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсемпе тутарсене ӑмсанса пурӑннӑ-ха — вӗсен ҫӗр питӗ тулӑх, улӑх-ҫаран нумай, унта выльӑх усрама меллӗ тенӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӗпӗр ҫӗрӗ — тулӑх вырӑн!
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче эпир чӑваш халӑхне мухтава кӑларнӑ, хальхи тулӑх пурнӑҫпа малалашнехи аталану валли ҫирӗп никӗс хывнӑ ҫынсене чыслӑн асра тытатпӑр, тав туса сума сӑватпӑр.
Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/24/gla ... et-s-dnem-
Вӗсен те тулӑх пурнӑҫ пуласса шаннӑччӗ ҫамрӑк ҫӑмарта хуҫи.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шкул сҫумӗнчи пахчара вӑл ачасене панулми, чие ҫырли, слива йывӑҫҫисем епле лартса ӳстермеллине вӗрентет: этемӗн пурнӑҫӗ тулӑх пултӑр малашне.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.