Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туллиех (тĕпĕ: тулли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вокзалта халӑх туллиех, пуринчен ытла михӗллӗ ҫынсем йышлӑ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗртакран Тимуш та таврӑнчӗ, унӑн лавӗ ҫинче чиркӳ япалисем те, пуп тумтирӗсем те туллиех.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Улма хурчӗ вӑл — хӑй таварӗ вӗт», — терӗ те ҫӗре тӑкӑннӑ китайкӑсене кӗсъе туллиех пуҫтарчӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Залра халӑх туллиех.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта халӑх туллиех пухӑннӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Площадь туллиех уйрӑм-уйрӑм ҫынсен ушкӑнӗсем тӑнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Перевязочнӑйра та суранланнӑ ҫынсем туллиех: аяк пӗрчи хуҫӑлнисем, пичӗ-куҫӗ юнланнисем, ал-ура аманнисем — сахал мар пулнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Выльӑх апачӗ те туллиех.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пачӑшкӑ килӗнче турӑ кӗнекисемпе чиркӳ япалисем ҫеҫ пулмалла пек те, ҫук иккен, пысӑк шкапра туллиех кӗнеке: вырӑс тата тӗнче классикӗсен те, хальхи писательсен кӗнекисем те пур.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сӑмахран, ала ӑшне туллиех телей тултарать те тухса каять тӗнче тӑрӑх.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах ачисене киле илсе килнӗ хыҫҫӑн пушшех те пӑхман тӗслӗхсем те туллиех.

Помоги переводом

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Ун вырӑнне Федя айӑрӗ умӗнче такана туллиех сӗлӗ пур.

Зато у Федькиного жеребца в кормушке было навалено доверху.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Калугин ман куҫ умӗнчех иода яшка ҫиекен пӗр йывӑҫ кашӑк туллиех тултарчӗ те, Лукояновӑн сарлака суранӗ ҫине ячӗ.

На моих глазах Калугин налил до краев деревянную суповую ложку и вылил йод на широкую рваную рану Лукоянову.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Перрон ҫинче халӑх туллиех.

Перрон был набит до отказа.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сирӗн таврашри пурнӑҫ татӑкӑн-татӑкӑн иртет, илемпе капӑр туллиех — паллӑ мар кӗнекерен тӑпӑлтарса кӑларнӑ страница пек.

Жизнь, окружающая вас, проходит отрывком, полным очарования, вырванной из неизвестной книги страницей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Тӳлеме курӑкӗн чечекӗнче ырӑ шӑршӑпа тутлӑ сӗткен туллиех.

полную аромата и сладкого сока.

Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.

Пӗтӗмлетсе каласан, целлюлоза кунта пит сахал, сиенлӗ хими элеменчӗсем вара — туллиех.

В итоге целлюлозы здесь очень мало, а вредных химических элементов — полно.

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Ҫакнашкал хыпарсем Крапивин сӗтелӗ ҫинче туллиех.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла пулин те тӑван ҫӗр-шывран нихӑҫан та уйрӑлманнине палӑртаканни санӑн — каюта туллиех: унӑн кӗнекисем, картинисем, ҫырӑвӗсем, тӗреклӗ кӑкӑр ҫумӗнчи сӑран ладанкӑри типӗ чечек, — пурҫӑн пек яка кӑтра ҫӳҫ пайӑркипе явакласа ҫыхнӑскер.

Хотя твоя каюта полна непокидающей родины с ее книгами, картинами, письмами и сухими цветами, обвитыми шелковистым локоном в замшевой ладанке на твердой груди.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫӗр ҫинче ҫирӗм пӗр ҫул ҫеҫ пурӑнать пулин те хуйхине туллиех курнӑ Тамара.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней