Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах унӑн нӗрсӗрлӗхӗ пирӗнте ӑна хӗрхенес туйӑм ҫуратаймасть, мӗншӗн тесен унӑн тӗксӗммӗн тимлесе пӑхакан хӗсӗк куҫӗсенче сивӗ те кӑвасак ҫивӗчлӗх ҫуталса сапаланнӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эверкки хальхинче аслӑ урампа кайрӗ, кӑшт утсан, ҫаврӑнса пӑхрӗ, урӑхла пулма та пултараймасть ҫав: хапха умӗнче кукамӑшӗ тӑрать, пӗчӗк те хытанка карчӑк, ывӑлӗ-мӑнукӗ кайнӑ еннелле тимлесе пӑхать.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эпир кулленхи пурнӑҫра асӑрхасах кайман илеме мӗнле тӗрӗс палӑртма, пӗтӗм чун-чӗрипе туйма пултарать ку ҫын тесе шухӑшлатӑн та ӑна малалла тимлесе итлетӗн.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Эпӗ те ӑна тимлесе тӗсетӗп, тепӗр самантранах иксӗмӗр те кулса ятӑмӑр.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Тухтӑрсене шанма пӑрахрӗ те — хытӑ тимлесе, пӗтӗм кӑмӑл-туйӑмне кӗртсе ярса, вӗлерме приговор йышӑннӑ ҫын хӑйне каҫарасса кӗтнӗн — ҫутӑ ялкӑшса каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Лешӗ тимлесе итлерӗ, унтан тем каласа хӑварчӗ те чайная кӗчӗ, кунта пурте йӗркеллех-и тенешкел, пӗтӗм зала пӑхса ҫаврӑнчӗ, Сӑпани умӗпе иртнӗ чухне, пуҫне сулса, хӑй хыҫҫӑн тухма систерчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Уйрӑмах ватӑраххисем, тахҫан ялта Крапивина мар, Вӗлтрен Хӗлимунне пӗлнӗскерсем, тимлесе пӑхрӗҫ ӑна, ҫав Хӗлимунпа хальхи Филимон Петрович хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине тӗпчесе палӑртма тӑрӑшрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна Калюков кӑна мар, ыттисем те ҫав тери тимлесе, кӑсӑкланнипе каҫса кайсах темелле итлерӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку енне килнӗ чухне вӑл уйсене пит тимлесе пӑхса пычӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Арҫынсен калаҫӑвне тимлесе ларакан Улька сасси вӗсен ахӑлтатӑвӗ хушшинче тинкӗл шӑнкӑрав пек илтӗнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗр ӑна питрен тимлесе пӑхрӗ, анчах, каччӑ куҫӗ сӳнмен кӑвар пек йӑлкӑшса илнисӗр пуҫне, тӗттӗмре нимех те асӑрхаймарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тамара, пӗр тусан пӗрчи те хӑварас марччӗ тесе тимлесе ӗҫлет.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Пӗр самант тимлесе сӑнарӗ хӗре арҫын.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Унтан вӑл Шотман хуравласса кӗтмесӗрех хӑйӗн тетрадьне питӗ тимлесе вулама пуҫларӗ.
14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин питӗ тимлесе те хӗрӳленсе тӑнларӗ, тӑтӑшах тепӗр хут ыйтрӗ, кулчӗ, сӑнран тӗксӗмленчӗ, темскер калас килнӗ пек, «хм, хм» текелесе илчӗ; Кольӑна вара ҫав ятсемпе хисепсем чӑтма ҫук ыйхӑ килтерсе ячӗҫ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин ӑна питӗ тимлесе тӑнларӗ, хушӑран ҫеҫ — улшӑнса вӗрекен ҫил тӗтӗм ҫӑмхине пит ҫинелле варкӑштарнӑ е тата Емельянов хыпалансарах ҫиме васкатнӑ самантсенче — хӑй ӑҫтине аса илчӗ; ун пек чухне вӑл тимсӗррӗн кулкаларӗ, большевиксен организацийӗн, — буржуйсем пулсан: «большевиксен каварӗн» темеллеччӗ, — пӗтӗм ҫипписене хӑйсен аллинче пӗрлештерсе тытнӑ ҫак сӑпайлӑ та пӑртак именчӗкрех ҫынсем халӗ ак хӑй умӗнче ларни ҫинчен шухӑшларӗ, ҫакӑншӑн ӑшӗнче вӑрттӑн хӗпӗртерӗ…
11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӑйне мӗн ҫинчен те пулин каласа кӑтартнӑ чухне Ленин яланах тимлесе итлерӗ, шухӑша кайрӗ, хуша-хуша хучӗ:Часто, когда ему о чем-нибудь рассказывали, он задумывался и говорил:
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин унпа хӑйӗнпе, унӑн упӑшкипе, ачи-пӑчипе, ҫавӑн пекех унӑн, Надежда Кондратьевнӑн, кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тимлесе те ҫине тӑрса интересленчӗ.Ее удивил его пристальный и почти жадный интерес к ней, ее мужу, ее детям, ее дневным заботам.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Зоф вӑл хӑвӑрт та питӗ тимлесе ҫырнине пӑхса тӑчӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах ҫакна вӑл питӗ тимлесе, майне пӗлсе тата пӗтӗм чунӗпе киленсе тӑвать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.