Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа чул ӗмӗрӗнчех ҫынсем сӑнӑ вӗҫӗсене чултан тата шӑмӑран тума вӗренсе ҫитнӗ.Поэтому еще в каменном веке люди начали прикреплять к копьям каменные и костяные наконечники.
Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Сӑнӑ вӑл пит авалхи хӗҫпӑшал, унпа ҫынсем вунӑ пин ҫул ытла ӗлӗкрех усӑ курма пӗлнӗ.Копье появилось очень давно — больше десяти тысяч лет назад.
Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Патак вӗҫне шӗвӗртсен, ахаль патакранах ҫынна чикмелли сӑнӑ пулса тӑрать.Если конец палки заострить, то такою палкой — копьем — можно колоть противника.
Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
«Пӗлӗт ҫинче темиҫе каҫ хушши ҫакӑн пекки курӑнчӗ: хӗвелтухӑҫӗнче ирхи шурӑмпуҫ умӗн хӳреллӗ ҫӑлтӑр сӑнӑ евӗр пулса тӑчӗ…
Ҫӑмламас ҫӑлтӑрсем — «инкеклӗ хыпар кӳрекенсем» // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вара, агента ӑсатса ярсан тата, алӑк патӗнче итлесе тӑрса, филер чӑнласах та йывӑр калушӗпе аялалла таплаттарса анса кайнине пӗлсе ҫитсен, доктор малти пӳлӗмри алӑка уҫса кӗчӗ те: шпик текех ҫук ӗнтӗ, эпӗ сире саланма ыйтатӑп, урӑх кунта ан килӗр, — тесшӗнччӗ ҫеҫ, — ухӑ пек янӑраса илтӗннӗ сасӑ ӑна пырса ҫапрӗ, сасартӑках каялла чактарчӗ, сӑмахӗ сӑнӑ пек чиксе илчӗ:
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Штаб начальникӗ фронт линийӗ хыҫне пӗр-пӗринпе вӗҫленсе пӗтӗҫекен икӗ сӑнӑ туса хучӗ.Начальник штаба синим карандашом провел две стрелы, сомкнувшиеся позади линии фронта.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тепӗр эрнерен хӗҫпӑшаллӑ Тарас хӑйпе пӗрле вӑрӑм сӑнӑ, хӗҫ, ҫул ҫинче апат пӗҫермелли чӳлмекпе кӗрпе, тар патронӗсем, лаша тӑллисем тата ытти япаласем те илчӗ те, йӗнерӗ ҫумне ҫул ҫинче тыткалакан баклагӑна ҫыхса лартса юланутпа Умань хулине пырса кӗчӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Остап ҫине пӗр тӑруках улттӑн сиксе ӳкрӗҫ, анчах майлӑ чухне сиксе ӳкмерӗҫ пулас: пӗрин пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, тепри каялла чакнӑ май чикеленсе ӳкрӗ, виҫҫӗмӗшӗн айӑк пӗрчине сӑнӑ кӗрсе кайрӗ, тӑваттӑмӗш харсӑртарах пулчӗ, пуля лекесрен пуҫне пӑрчӗ, вӗри пуля вара лаша ӑмрине лекрӗ — тулхӑрса кайнӑ лаша чӗвӗн тӑчӗ, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ те юланутҫӑна хӑй айне туса лапчӑтса хучӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах вӗсем вӑрмантан та тухма ӗлкӗреймерӗҫ, тӑшман ҫарӗ вӑрмана йӗри-тавра ҫавӑрса та илчӗ, йывӑҫсем хушшинче пур ҫӗрте те аллисене хӗҫпе сӑнӑ тытнӑ юланутҫӑсем курӑнса кайрӗҫ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӳсеймерӗҫ ляхсем вӑл вӑйлӑ хӗснине, леш вара вӗсене шӑп та шай шӗвӗр патаксемпе сӑнӑ хуҫӑкӗсем ҫапса тултарнӑ вырӑна хӑваласа кайрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӗнтӗ Метелыцӑна сӑнӑ ҫине ҫӗклерӗҫ; ӗнтӗ тепӗр Пысаренко пуҫӗ, пӑлтӑртатса ҫавӑрӑнса, куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ; ӗнтӗ хӗҫпе тӑватта пайланӑ Охрим Гуска авӑнса ҫӗре пӗрсе анчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах козаксем кая юлчӗҫ: ӑна хупӑрласа илнӗ тӑшмансене хӑваласа яриччен ун кӑкӑрне чӗре айӗнчен сӑнӑ кӗрсе кайма та ӗлкӗрчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксем ҫаврӑнса пӑхма ӗлкӗричченех ляхсем Степан Гускӑна тӑватӑ сӑнӑ ҫине ҫӗклерӗҫ.Не успели оглянуться козаки, как уже увидели Степана Гуску, поднятого на четыре копья.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Икӗ шляхтича сӑнӑ ҫине ҫӗкленӗ ӗнтӗ Дегтяпенко, юлашкинчен парӑнасшӑн пулман виҫҫӗмӗш шляхтич ҫине тапӑннӑ.Двух уже шляхтичей поднял на копье Дёгтяренко, да напал наконец на неподатливого третьего.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулара хускану тата шӑй-шай пуҫланса кайнинчен Тарас ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, вӑл васкавлӑ ӗҫе тытӑннӑ, япаласем купаланӑ, приказсемпе наказсем панӑ, куреньсене виҫӗ табор туса тӑратнӑ, вӗсен йӗри-тавра лавсене крепость евӗрлӗ вырӑнаҫтарнӑ, — лавсене кун пек пуҫтарсан запорожецсене никам та ҫӗнеймен, — икӗ курене засадӑна тӑма хушнӑ, кирлӗ вӑхӑтра тӑшман утлӑ ҫарне ҫакӑнта кӗртсе ярӗ тесе, хирӗн пӗр пайне шӗвӗр патаксем, пӑшал хуҫӑкӗсем, сӑнӑ татӑкӗсем ҫаптарнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ухӑ та, сӑнӑ та тума пулать, — сӗнчӗ Толька, Ҫырла хуҫи пиччӗшӗ, шӑллӗ пекех тӑмаланчӑк ҫӳҫлӗ те йӑлт-ялт куҫлӑскер; иккӗшӗ те вӗсем пӗр пекех, шӗвӗр сӑмсисем ҫинчи хуратут пӑнчисем те пӗр пекех вырнаҫнӑ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Джон кӑшкӑрса ячӗ, йывӑҫ тураттисенчен ярса тытрӗ, хул айӗнчи костыльне ҫӗклерӗ те, Том ҫинелле, сӑнӑ пек, ывӑтрӗ.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Каланӑ сӑмах персе янӑ сӑнӑ пекех вӑл.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл сӑнна мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таранах пусрӗ, анчах сӑнӑ тарӑн каймарӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анакан хӗвелӗн урисем ӳкнипе, хӑмӑрланнӑ гаолян хирӗнче сӑнӑ вӗҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ.Среди побуревшего гаоляна в лучах заходящего солнца поблескивали наконечники пик.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.