Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулахайрисене 142 мандат лекнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта вара ытла та Сулахай шухӑшлӑ Наци пӗрлешӗвӗ (89 мандат) пулнӑ, ку вӑл Марин Ле Пен парти парламентра ытларах пулассине пӗлтернӗ (икӗ хут ӳснӗ), ҫакӑ унӑн историллӗ ҫитӗнӗвӗ те пулнӑ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ пӗрремӗш тур макронистсен «Пӗрле» коалицишӗн ӑнӑҫлах иртмен — вӗсем 25,8% сасӑ пухса выляса янӑ, ҫӗнтерӳҫӗ вара сулахай блок (26,16 %) пулса тӑнӑ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
2022 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Кальвадос департаменчӗн 6-мӗш округӗнчи парламент суйлавӗн иккӗмӗш турӗнче ҫӗнӗ халӑх экологипе социаллӑ пӗрлӗхӗн сулахай блокӗнчи Ное Гошара 52,3% сасӑ пухса ҫӗнтернӗ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
2020 ҫулта Оливье Дюссопа Жан-Ив Ле Дриан Эмманюэль Макрон электорачӗн сулахай пайне консолидацилеме йӗркеленӗ «Прогресс территорийӗ» партие кӗнӗ.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
Сулахай алӑпа — карчӑкне.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Икерчисене юр ҫине хучӗ те вӑл, Ҫимуна сулахай енчен ҫавӑтрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сулахай аллине пуртӑ тытнӑ, сылтӑм хул хушшине темӗнле йывӑр чул хӗстернӗ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пуҫна ҫурмаллаччӗ, — сулахай аллипе суранне чӑмӑртарӗ Ҫимун.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сулахай енне выртса юр ҫийӗпе утар патнелле шума тытӑнчӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрҫӑран чӗркуҫҫи таран сулахай урине ҫухатса таврӑннӑ, йывӑҫ урапа ҫӳрет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Малти сулахай ури, капкӑна хӗсӗннӗскер, юнӑхса хытнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Акӑ, хамӑн паллӑсем: сулахай хӑлхине картнӑ, сылтӑммин тӑррине татнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сулахай хулӗ тӗрӗс-тӗкелех пулмасан та, Ҫимун колхозра урапасем, кӑрмансем юсама кӗрӗшрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Упа чӗрнисем ҫамка ҫине хӑварнӑ йӗре пӳрнисемпе тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, сулахай хул калакӗ тӗлӗнчи ҫурхахпа карӑннӑ пысӑк путӑка курсан, сӑмсисене турта-турта тӗлӗнеҫҫӗ:
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Суранне касса, сулахай урине чӗркуҫҫинчен аяларах гипсласа хытарнӑ хыҫҫӑн, Ивана Галипе юнашар шурӑ вырӑн ҫине вырттарчӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑна кӗрсенех сиксе тӑма пӑхрӗ, анчах сулахай ури итлесшӗн мар.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юлашки патронӗсене пере-пере, сержант ыттисем кайнӑ еннелле чупма тӑнӑччӗ, ҫав самантра темскер килсе ҫапрӗ те, сулахай пӗҫҫи сӑрӑлтатса чӗтресе илчӗ, ҫавӑнтах юн юхма тытӑнчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хамӑрӑн та чаплӑ санитаркӑсем пур! — бинтпа чӗркенӗ сулахай хулне сылтӑм аллипе тытрӗ Лавруш.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Сулахай алӑ юрӑхсӑр ман, начальник юлташ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хуҫӑлнӑ сулахай йӗтес шӑмми часах сыпӑнмарӗ.