Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Чӗтре-чӗтре арӑслан тӑруках сикрӗ те кӗтесре хутланса ларчӗ: вӑл ҫав тери хыттӑн шавлама пикенчӗ, ҫакна пула хӑюсӑрланнӑ чӗр чун чӗри сехри хӑпнӑран ҫурӑлса каясла сикет.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Капитан патне чупса пырсан матроссен сехри хӑпсах тухрӗ: вӗсен умӗнче… негр, Пэд пичӗ чукун пек хура, мӑйӗ те кӑвакрах хура юн тӗслӗ, ӳчӗ кӑвакарсах пырать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кӑмӑл ҫирӗплӗхне ҫухатасран сехри хӑпнипе Ассоль урипе ҫӗре тапрӗ те хӑйне алла илчӗ; хӗрлӗ парӑса унран вӑхӑтран вӑхӑт е пӳрт тӑрри, е карта хупла-хупла хураҫҫӗ; ҫав самантсенче парӑс ахаль мӗлке евӗр ҫухаласран хӑраса хӗр асаплӑ чӑрмавсене хыҫа часрах хӑварма васкать, карапа тепӗр хут курсанах сывлӑш ҫавӑрса ямашкӑн чарӑна-чарӑна тӑрать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Эгль пит-куҫне пӗркелентерсенех е мӗн те пулин кӑшкӑрсанах — сехри хӑпнипе ураран ӳксе, макӑрса ярса хӗр ача кунтан тӗк те ҫил вӗҫтернӗ пулӗччӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сехри хӑпнӑран Меннерс ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ, матроса хӑратрӗ, ылханса пӗтерчӗ, анчах Лонгрен тӗрлӗ еннелле ывӑтӑнса сиккелекен кимме куҫран тӳрех вӗҫертес мар тесе мол хӗррине тата ҫывӑхарах пырса тӑчӗ ҫеҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах халӗ ак ҫаксене аса илнипех унӑн сехри хӑпарать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Малиновский арӑмӗ хӑй ҫине алӑ хума тӑни ҫинчен илтсен те, — ҫакна вӑл упӑшки сутӑнчӑк иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн тума пултарнӑ, — каярахпа та, сехри хӑпнӑ тата йӑмшакланнӑ Малиновский Поронинӑна пырса тухсан та, Ленин ӑна сутӑнчӑк тесе шутлама пултараймарӗ, ҫакӑ йӑлтах Малиновский хӑйне юлташӗсем шансах пӗтерменшӗн (кӑна вӑл пӗлнӗ ӗнтӗ) кӳреннӗрен тата нервисем пӑсӑлнӑран килнӗ тесе шухӑшларӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лешӗ ҫак хушӑра мана лартса хӑварнӑ вырӑна таврӑннӑ та эпӗ ҫуккине курсан, сехри хӑпнипе мана чӗне-чӗне шырама тытӑннӑ.Та уже успела вернуться и в страшной тревоге разыскивала и окликала меня.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сехри хӑпнӑ императора Кутузов тивӗҫлипе ответленӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Гостиницӑн ҫӳлти хучӗсенчи номерсенче пулнӑ офицерсем, сехри хӑпса тухнипе, кантӑксенчен тӳрех аялалла сикме тытӑннӑ, сикнӗ чух вӗсем алли-урисене хуҫнӑ, сусӑрланнӑ, пуҫӗсене шӑтарнӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вокзал умӗнчи пӗтӗм площадь сехри хӑпса тухнӑ «ҫӗнтерӳҫӗсемпе» хӗвӗшсе тӑратчӗ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сехри хӑпса ӳкнипе чӗтре-чӗтре, шӑлӗсене шакӑртаттарса мӑкӑртатма тытӑннӑ вӑл:
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Машина ӑшӗнчен гестаповецсем сехри хӑпнипе вилес патнех ҫитнӗ нимӗҫ майорне сӗтӗрсе кӑларнӑ, ӑна ҫавӑнтах хӗнесе тӑкнӑ та, гестапона илсе кайнӑ.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизансен куҫӗ умӗнчех пӗр нимӗҫ офицерӗ, сехри хӑпса тухнипе асар-писер сӑн-питлӗ пулса кайнӑскер, вагонран сиксе тухать те хыттӑн ахӑлтатса кулма тытӑнать.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сехри хӑпнипе вӑл пуҫне ҫӗклеме те хӑйман.
VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Йытӑ уланине итле-тӑркачӗ тӗшмӗшлӗ Макҫӑмӑн пушшех сехри хӑпса тухнӑ: Феня пӗтессех ӗнтӗ ку, тенӗ вӑл.
VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Микул-турӑ! — тесе пӑшӑлтатнӑ вӑл, сехри хӑпнипе пуҫне ҫӗклеме хӑймасӑр; урӑх хӑй пӗр сӑмах та калайман.Микола-бог! — в ужасе шептал он, не смея поднять головы, и не мог ничего выговорить больше.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Сехри хӑпнипе анранӑ Макҫӑмӑн пичӗ-куҫӗнчен сивӗ тар тумла пуҫланӑ; чӗри, хӑй вырӑнӗнчен ҫӑлӑнса тухнӑ пек, сикме тытӑннӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫынсен сехри хӑпа-хӑпа тухнӑ: вӗсене ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр океанра пурте вилсе пӗтессӗн туйӑннӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.