Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫҫи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм унӑн хул пуҫҫи ҫинче йӗме чарӑнмарӗ.

Женщина продолжала рыдать на его плече.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Хӗрлӗ питли лашаран тайӑнтарнӑ Нуарес хул пуҫҫи урлӑ йӗнер ҫине сиксе ларчӗ те сиккипе чуптарчӗ, виле тайӑлса ӳкрӗ; Фиас печӗ.

Краснощекий прыгнул в седло через плечо прислоненного им к лошади Нуареса и поскакал прочь; труп, согнувшись, упал; Фиас выстрелил.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Эпӗ вокзала мӗнле кайнине, пӑчӑ вакунра сӗт сутакан мӑнтӑр хӗрарӑмӑн хул пуҫҫи ҫине пуҫа хурса ҫывӑрнине, кирлӗ ҫӗре йӗркеллех ҫитнине ҫырса кӑтартни пачах та ытлашши тесе шухӑшлатӑп.

Описывать, как я приехал на вокзал, спал в душном вагоне, положив голову на плечо уснувшей толстой молочницы, и как благополучно прибыл к назначенному месту, — считаю совершенно излишним.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Ку хул пуҫҫи ҫине антарнӑ ют алӑ пек туйӑнать.

Это было ощущение чужой руки, опущенной на плечо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

— Эпӗ сана ӑнланатӑп: санӑн хул пуҫҫи ҫине кӗҫӗннисем пӗр кӗтӳ хӑпарса ларнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратмалла.

— Я понимаю тебя; тебе свалилась на плечи куча сестриц и братцев, которых надо поставить на ноги.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

— Ах, тӗлӗнтерекен япаласенчен пуринчен те хӑратӑп, — апат ҫиме ларнӑскер — вӑл Геннисон хумханнӑран тӑрса ун патне пычӗ, аллине упӑшкин хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

— Ох, я боюсь всего потрясающего, — сказала она, приступая было к еде, но, видя, что муж взволнован, встала и подошла к нему, положив на его плечо руку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Шар сывлӑшра васкамасӑр ишсе иртрӗ те хӑвӑртлӑхне чакарчӗ, унтан Сантус хул пуҫҫи хыҫӗнче чарӑнчӗ; ҫынна шӑтарасла пӑхать тейӗн; хальлӗхе мӗн тумаллине пӗлеймесӗр: ҫунтармалла-и ӑна е вылямалла кӑна-и унпа?

Шар плавно пронесся в воздухе, замедлил движение и остановился над плечом Сантуса, как бы рассматривая человека в упор, не зная еще, что сделать, — спалить его или поиграть.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Ҫапла мӑкӑртаткаласа вӑл инкек тӳсекене ҫурине сӗтӗрекен упӑте йӑрӑлӑхӗпе тата асӑрханулӑхӗпе хул пуҫҫи ҫине хучӗ, ӑна хӑйӗн мӑйӗнчен ҫавӑрса тыттарчӗ, хевтесӗрскерӗн чӗр куҫҫи айне аллисене чикрӗ, унтан — михӗ тейӗн — лӑстӑр-лӑстӑр силлерӗ.

Говоря это, он с ловкостью и бережностью обезьяны, утаскивающей детеныша, взвалил жертву на плечи, дав ей обхватить шею руками, а свои руки пропустил под колени пострадавшего и встряхнул, как мешок.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Жанна ҫӳллӗ пехотинецӑн хул пуҫҫи ҫинче ларать, лешӗ вара кӑлтӑрмач пек ҫаврӑна-ҫаврӑна пурне те «ҫӗлен пек хӑрушӑ антимилитаризм хуранне пӑхса киленме» йыхӑрать; унччен те пулмарӗ — вӑрмантан пӑр пек шавласа юлан утҫӑсен эшкерӗ кусса тухрӗ.

Еще Жанна сидела на плече рослого пехотинца, который, вертясь волчком, звал всех идти полюбоваться «на исчадие антимилитаризма, опасное, как змея» — как, градом прошумев в лесу, выкатился конный отряд.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Полина алли Шамполион хул пуҫҫи ҫинче выртать, унтан ерипен куҫрӗ те пластрона тӳрлетрӗ.

Ее рука осталась лежать на его плече, затем сдвинулась, поправляя пластрон.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кунта ҫав вӑхӑтра паллӑ канат ҫӳревҫе Даниона курма халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ; вӑл шӑпах — кӑмӑл тӑвакан кирек хӑш ҫынна та хул пуҫҫи ҫинче йӑтса канат тӑрӑх юхан шыв урлӑ каҫма хатӗрленнӗ.

Где в это время известный канатоходец Данио собирался перейти по канату реку, неся за плечами любого желающего.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Чӑн та, Масперон тӗп тӗллевӗ — Шамполиона тӗп тӗрмене куҫарассине хӑвӑртлатасси, ҫапла вара хул пуҫҫи ҫинчен пысӑк явап-лӑх чулне пӑрахасси.

Впрочем, Масперо надеялся ускорить перевод Шамполиона в центральную тюрьму, сбыв таким образом с плеч тяжесть ответственности.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

— Хӗр каччӑ хул пуҫҫи ҫумне тӗршӗнчӗ.

 — Девушка продолжала, приникнув к плечу парня:

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Хам ҫинчен каласа паратӑп, — Энниок аллине Гнор хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

— Я расскажу про себя, — Энниок положил руку на плечо Гнора.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑрӑм, сайра ҫӳҫӗ хул пуҫҫи ҫине веерла усӑннӑран-тӑр — паллӑ мар ҫынна тирпейсӗр хӗрарӑм сӑнӗ ҫапнӑ.

Длинные, жидкие волосы, веером спускаясь к плечам, придавали неизвестному вид бабий и неопрятный.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпӗ унӑн хул пуҫҫи ҫинчи хӗрлӗ тӑмхана хам куҫпа хам курнӑ.

Я сам видел на плече у него красное клеймо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Варнава аллине Дюк хул пуҫҫи ҫине хучӗ.

Варнава положил руку на плечо Дюка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Гарвей хул пуҫҫи урлӑ мар, куҫа-куҫӑн калаҫнӑ ҫынна кӑтартӑр!

— Назовите человека, с которым Гарвей разговаривал не через плечо!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӗсен хыҫӗнче, пӗрре упӑшкисене ҫаннисенчен турткала-турткала, тепре эрех тултарнӑ стакансене хул пуҫҫи урлӑ ҫӗкле-ҫӗкле — хӑйсем валли, паллах, — ҫӑра куҫ харшиллӗ, яка чул пек ҫавра алӑллӑ тӑсланкӑ хӗрарӑмсем вырнаҫнӑ.

Сзади их, то дергая мужей за рукав, то снимая через их плечо стакан с водкой, — для себя, разумеется, — сидели рослые женщины с гнутыми бровями и руками круглыми, как булыжник.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӗшенсе ҫитнӗскер — Ассоль тата темӗн хушса калама хӑтланчӗ, анчах вӑйран кайни, хумхану, шӑрӑх ӑна ыйхӑлатсах ҫитерчӗҫ, акӑ куҫӗсем хупӑнчӗҫ, ашшӗн тӗреклӗ хул пуҫҫи ҫине пуҫӗпе ӳпӗнчӗ, самант — тӗлӗксен ҫӗр-шывне путатчӗ, анчах сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ иккӗленӳпе канӑҫсӑрланнӑскер, хупӑ куҫӗсемпех тӳрленсе ларчӗ.

Страшно усталая, она пыталась еще прибавить кое-какие подробности, но жара, волнение и слабость клонили ее в сон, глаза ее слипались, голова опустилась на твердое отцовское плечо, мгновение — и она унеслась бы в страну сновидений, как вдруг, обеспокоенная внезапным сомнением, села прямо, с закрытыми глазами.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней